Шупашкар хулинче урамра суту-илӳ тӑвакансемпе кӗрешеҫҫӗ. Урамра сутма чармаҫҫӗ-ха. Анчах ӑҫта кирлӗ унта юрамасть. Ятарлӑ вырӑнта суту-илӳ тумалла, сутуҫӑсен кирлӗ хутсем пулмалла.
Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе черетлӗ хутчен рейда тухнӑ. Вӗсем Ленин проспектӗнчи 26, 28, 47 тата 49-мӗш ҫуртсен умӗнче сутакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна административлӑ комиссие ярса парӗҫ.
Уйрӑм ҫынсен 1 пин тенкӗрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлемелле, ӗҫ вырӑнӗ йышӑнакансен — 3-7 пин тенкӗ, предприяти-организацисен — 30-50 пин тенкӗ.
Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран.
Улатӑрта лавкка пуҫлӑхне явап тыттарнӑ. Унти Пушкин урамӗнче вырнаҫнӑ «Победа» магазинта ҫынсен пӗр-пӗринпе ҫывӑх тӑма юраманнине кӑтартса ӳкермен иккен. Кассирсене алла дещинфекцилемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменнине те тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслеве прокуратура ирттернӗ. Вӑл ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Лавккара ӗҫлекенсен хӑйсен тата ӗҫри тумтирне упрама вырӑн пулман. Сутуҫӑсем медицина тӗрӗслевӗ тата гигиена аттестацийӗ витӗр тухса пӗтменни те ҫиеле тухнӑ.
Лавкка пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 20.6.1 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкар хулинче вандалсем пӗр каҫра 30 павильона япӑхлатнӑ. Пуҫтахсем Чернышевский, Энтузиастсен, Б. Хмельницкий урамӗсенчи, Мускав тата Максим Горький проспекчӗсенчи чарӑнусенчи павильонсене сӑрласа пӗтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, павильонсен кантӑкӗсене ылмаштарма тивӗ. Ун валли хула хыснинчен 145 пин тенкӗ уйӑрма лекӗ.
Алексей Ладыков хулара пуҫтахсене асӑрхасан тӳрех пакунлисене пӗлтерме ыйтнӑ. Пӗрлехи диспетчер службипе те ҫыхӑнма пулать. Унӑн телефон номерӗ — 1383. Ӗҫ вӑхӑтӗнче хула администрацийӗн «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗ» учрежденине 62-01-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме юрать.
Вандалсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Вӗсене 40 пин тенкӗрен пуҫласа штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.
Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире ӗҫленӗ арҫынна суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (сӗтев илнӗшӗн — 2 тӗслӗх) тата 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарма йышӑннӑ.
Колонире ӗҫленӗ арҫын айӑпланнисене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. 2019 ҫулхи авӑн-юпа уйӑхӗсенче вӑл 42 пин тенкӗ сӗтевле 14 телефон кӗртсе пама калаҫса татӑлнӑ. Малтанласа 4 телефон илсе кӗртнӗ-ха. Ыттисемпе право хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.
Йӗркене пӑснӑ ҫынна суд Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен тытӑмӗнче ӗҫлеме 3 ҫуллӑха чарнӑ, тӗрмене хупса усрамасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, ҫийӗнчен 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ.
Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ.
Куславкка районӗнчи пӗр ҫыннӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснӗ. Пурӗ 106 тӗм. Ҫавна полицин участокри уполномоченнӑйӗ асӑрханӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 50 ҫулти кил хуҫмэи пахчара мӑкӑнь ӳснине курнӑ. Анчах йӑран ҫумланӑ чухне вӑл ӑна тӗкӗнмен.
Кӑштахран мӑкӑне йӗрке хуралҫи асӑрханӑ хыҫҫӑн кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пахчара мӑкӑнь тата кантӑр ӳстерме юраманни, асӑрхасан ӑна ҫумласа тӑкмалли пирки аса илтерет. Ахальлӗн саккун РФ Пуҫиле кодексӗн 231-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма ирӗк парать. Вӑл статьяпа 300 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран хупса хума юрать.
Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларни, ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/23729.htmlпӗлтернӗччӗ.Хӑйсен ячӗллӗ эрех кӑларнине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.
Надзор ведомстви Етӗрнери спирт савутне 1 миллион та 327 пин те 691 тенкӗ те 4 пуслӑх штрафлама йышӑннӑ.
Монополипе кӗрешекенсем ӗҫе тӗпчеме тытӑнсан 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Етӗрнери савут «100 лет Чебоксарская» ятлӑ эрех кӑларма пӑрахнӑ. Апла пулин те ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахлӑ истори Шупашкарти Керамзит проездӗнчи автодромра ута уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ.
21 ҫулти хӗр «автодром» текен тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Савӑннипе ҫавскер тусӗн «Мерседес» рулӗ умне ларнӑ. Машина хуҫи ҫав самантра салонта пулнӑ. Хӗр машинӑна хускатса каяс тенӗ. Ҫавна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ, вӑл ӑна экзамен тыттарнӑ, асӑрханӑ. Инспектор машинӑна чарса ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн экипажне чӗнсе илнӗ.
Хула тӑрӑх машинӑпа ҫӳретӗп тесе хӗр экзаменчченех мухтаннӑ имӗш. Хӑйне тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӑл машинӑна урӑх вырӑна куҫарса лартасшӑн пулнине ӗнентерме хӑтланнӑ.
Хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳресе практика экзаменӗ тытманскере руль умне правасӑр ларнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Правсӑр ҫынна руль тыттарнине те штрафлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |