Пӗлтӗр Шупашкар хулинче ҫӗрсене инвентаризациленӗ чухне ҫӗр саккунне пӑсакансене самай тупса палӑртнӑ.
Цифрӑсен чӗлхипе каласан, ҫӗре ҫынсем е организацисем хӑйсем тӗллӗн ярса илнӗ тӗслӗхе 747 хутчен асӑрханӑ, 9 пин объектӑн право хуҫине палӑртман, 20 пин ытла участока кадастр учетӗнче шута илмен.
Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка палӑртма хальхи вӑхӑтри инноваци технологийӗсем те самай пулӑшнӑ. Кунта пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене (дрон) асӑнса хӑвармалла.
Ҫӗр саккунне пӑсакансене явап тыттарнӑ май хула хыснине пӗлтӗр 70 ытла миллион тенкӗ шыраса илме май килнӗ. Кӑҫал ҫав виҫе 20 пин тенкӗрен кая мар пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗрпе усӑ курнине тӗрӗслес ыйтӑва ӗнер хула администрацийӗн ирхи планеркинче сӳтсе явнӑ. «Бюджета кӗнӗ укҫапа хула хуҫалӑхне аталантарма усӑ курӑпӑр», – тенӗ Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑм хӑйӗн амӑшне ӗҫе хут ҫинче илсе ӑна шалу куҫарса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ӑна суд туса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн амӑшне ӗҫленӗҫи туса укҫа тӳлесе пурӑннипе ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫынсен премийӗсене хӑйӗн кӗсйине чикме кӑмӑлланӑ.
Амӑшне хӗрарӑм-заведующи 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӗҫе илнӗ. Хут ҫине вӑл кӗҫӗн воспитатель тесе кӑтартнӑ. 3,5 уйӑхра ӑна 39 пин тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне заведующи 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен пӗр ӗҫчене 62 пин тенкӗ преми тӳленӗ, ҫав шутран 40,5 пин тенкине каялла илнӗ. Ҫавӑн пек мелпе 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен тепӗр ӗҫченрен 59 пин тенкӗ илнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче маска тӑхӑнман арҫынна икӗ хутчен суд тунӑ. Малтанхи хутӗнче ӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Чи малтан вӑл пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче йӗркене пӑснӑ.
Аса илтерер: общество транспортӗнче, лавккасенче, ытти ҫавӑн пек вырӑнта маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Теприсем ҫак йӗркене пӑхӑнасшӑн мар, иртен-ҫӳрен асӑрхаттарсан хӗрсе тавлашакансем те тупӑнаҫҫӗ.
Суд хӑйне пӗрремӗш хут штрафланипех ҫрлахман Сӗнтӗрвӑрри арҫынни. Тепӗр ҫур ҫултан, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи лавккасенчен пӗрне маскӑсӑр кӗрсе тӑнӑ. Хальхинче суд ӑна 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк фабрики шалупа парӑма кӗнӗ. Ҫавна вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ май тупса палӑртнӑ. 35 ҫын умӗнче предприяти 390 пин тенкӗ парӑм пухнӑ.
Предприятин гендиректорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ унпах ҫырлахман-ха — парӑма шыраса илес тесе суда ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен те кайӑк-кӗшӗк фабрикинче шалу парӑмӗ пулнӑ. Ун чухне 2020 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа раштав таран тӳлемен. Уншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне 41 ҫынна икӗ уйӑх таран шалу тӳлемен. Парӑма тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫе хупса хунӑ.
Маларах Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ предприятие панкрута кӑларас тесе суда тухнӑ. Предприятин налукҫасен умӗнчи парӑмӗ 3,8 миллион тенкӗрен иртнӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларас ӗҫе чарса лартнӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑ водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Элӗк районӗнче, тӗслӗхрен, «БМВ» автомашинӑна асӑрханӑ. Водитель чарӑнманран ун хыҫҫӑн кайма тивнӗ. Водитель пӗрре правасӑр пулнӑ, тепре — ӳсӗр. Вӑрнар районӗнче ӳсӗр водителӗн тусӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тавлашнӑ, юлташне хӳтӗлеме пӑхнӑ. Ун пек хӑтлансан ним мар явап тыттарӗҫ.
Ӗнер тата ҫамрӑк хӗрарӑма (ӑна ӑҫта курнине асӑнман) тытса чарнӑ. Машинӑна штрафлапама илсе кайнӑ, хӗрарӑма хӑйне те явап тыттарӗҫ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Е 102 номерпе шӑнкӑравламалла, е @antidiler21bot телеграм-бота систермелле.
Канаш районӗнчи шкулсенчен пӗрин директорӗнче ӗҫленӗ арҫын питех те тӗлӗнмелле хӑтланнӑ. Пӗрле ӗҫлекенсене вӑл преми тата укҫан пулӑшу панӑҫи пулнӑ, анчах укҫан пӗр пайне ҫийӗнчех каялла илнӗ.
Шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ арҫын ҫапла майпа 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи как уйӑхӗччен хӑтланса пурӑннӑ. Преми парасси ҫинчен калакан приказа кӑларичченех вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене преми тата укҫан пулӑшнин пӗр пайне хӑйне памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл укҫапа шкулта усӑ курассине ӗнентернӗ. Пуҫлӑха хирӗҫлеме никам та хӑяйман курӑнать. Каланӑ — тунӑ.
Арҫын ҫапла майпа 400 пин тенкӗ ытла илнӗ. Халӗ ӑна суд тунӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 64-мӗш статйипе явап тыттарса 70 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫынпа ҫын пӗр мар та, водительпе водитель те раснинсен тӗлӗнме кирлӗ мар. Вӗсен хушшинче темле сӗмсӗррисем те тӗл пулаҫҫӗ. Водительсенчен пӗрин пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ паян тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ умне машина пырса лартнӑ. Подъезда кӗрсе тухакансем пирки автомобиль хуҫи пач та шухӑшламан.
Ҫавӑн пек сӗмсӗрсене, пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 102 номерпе шӑнкӑравласан ун пек кӳршӗсен тыткаларӑшне йӗркелеме пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти водителе административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи суту-илӳ центрӗ умӗнчи стоянкӑра «Ауди-А 4» автомашина ҫунса тытӑннӑ. Унпа юнашар ларнӑ «Мазда-3» тата «Бриллианс» автомобильсем те шар курнӑ. «Ауди» машина хуҫи Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулнӑ.
Видеокамерӑна икӗ ҫын лекнӗ. Вӗсем автомобиле ҫунтармалли япала сапни унта аван курӑнать. Унтан ӑна чӗртсе янӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, «Ауди» хыҫҫӑн темиҫе кун машина йӗрлесе ҫӳренӗ. Пакунлисем ҫине тӑнипе, чӗртсе яракансене те, ҫав ӗҫе тума хушнисене те тупса палӑртма май килнӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ ҫынна сӑтӑр тӑвакансене суд тунӑ. Машинӑна чӗртекенсене ҫын пурлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарма, саккасҫӑна престпулени тума хистенӗшӗн явап тыттарнӑ. Вӗсене тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарӗҫ. Унсӑр пуҫне машинӑсене шар курнине саплаштарма тивӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви транспортра кӑшӑлвирусран асӑрханас енӗпе хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине мобильлӗ укшӑнсем пӗрмай тӗрӗсленине пӗлтерет. Пассажирсене турттаракансене мобильлӗ ушкӑнсем 60 протокол ҫырса панӑ. Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухас лару-тӑрура хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнисен тӗлӗшпе шӑрҫаланӑ протоколсене суда ярса параҫҫӗ.
Аса илтерер: уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предпринимательсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприятисене — 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳремелли каламасӑрах паллӑ. Ку вӑл водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те пырса тивет. Общество транспортне ларсан пирӗн пурнӑҫӑмӑр водительтен килет тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук.
Руль умӗнчи ҫыннӑн телефонпа калаҫса пыма юрамасть. Телефона та тытмалла, руле те. Кун пек чухне тимлӗ пулма йывӑр. Питех пуплес килсен ятарлӑ гарнитурпа усӑ курмалла. Пассажирсене турттаракан водительсенчен пӗри йӗркене пӑхӑнас темен — ҫулпа пынӑ чухне телефонпа калаҫнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Водителе явап тытарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |