Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман.
Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна тусне пулӑшнӑшӑн явап тыттарнӑ. Тӗрӗссипе, ырӑ туман-ха вӑл ӑна. Преступление пытарма пулӑшнӑ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче посёлокри общежитисенчен пӗринче хайхи этем хӑйӗн пӗлӗшӗ ҫынна йывӑр сиен кӳнине курнӑ. Ҫавна пула лешӗ вилсе кайнӑ. Темиҫе кунтан пӗлӗшӗпе вӑл инкек вырӑнне таврӑннӑ. Лешӗ пӑтӑрмаха пытарас тесе ҫынна вакласа миххе чикнине пӑхса, ӑна ҫывӑхри ҫырмана кайса пенине пӗлсе тӑнӑ.
Преступлени тунине пытарнӑшӑн 30 ҫулти арҫынна пуҫиле майпа айӑпласа 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Енри икӗ районти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисен аллине эрех сутнӑран ҫакланнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм спирт шӗвекӗ сутнине тупса палӑртнӑ. Муркаш районӗнче те ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. Унти Шетмӗпуҫ ялӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм эрех сутни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑсса эрех сутакансене явап тыттарӗҫ. Ҫынсене вара алӑран туянма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен суррогатпа наркӑмӑшланса вилме те пулать.
Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ.
Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.
Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкар хулинче ҫул-йӗре юртан тасатма кансӗрлекен машинӑсене эвакуацилессине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫул-йӗре тытса тӑракан организацисен ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫеҫ мар, юр самай ҫума тытӑнсанах ҫула тасатмалла. Ку вӑл — хӑйсем пуҫ тӗллӗн хӑтланакан утӑм мар. Вӗсене ҫапла тума ятарлӑ нормативсем хистеҫҫӗ. Анчах ҫул хӗррипе лартса тухнӑ машинӑсем ҫул-йӗр техникине ӗҫлеме чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Шупашкар хулин Калинин районӗн администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ техникӑна ӗҫлеме кансӗрлекен автомобильсене урӑх ҫӗре илсе кайса лартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |