Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм судри хутсене ҫунтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна Йӗпреҫ район сучӗ 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа суд ӗҫне чӑрмав кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ.
Хӗрарӑм Вӑрнар район судӗнче урай ҫуса пурӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын та унта тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм суд ӗҫченӗсене тарӑхнӑ, тавӑрма шутланӑ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл суд ларӑвӗн ҫыруҫин пӳлӗмӗнчи пуҫиле ӗҫ материалӗсене кирлӗ мар хутсемпе йӑтса тухса кайнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсене хӗрарӑм урамра ҫунтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл суд ертӳҫисене сиен кӳрес, вӗсен ырӑ ятне ярас тенӗ.
Вӑрнар районӗнчи тӗп пульницӑна кӳмери сусӑрсене кӗрсе тухма май ҫук. Ҫакна асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Сиплев учрежденийӗ пандуссене вырнаҫтарма вырнаҫтарнӑ-ха, анчах ытла чӑнкине кура унта урапаллӑ ҫынна хӑпарса анма чӗр нуша иккен. Поликлиникӑна кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ пандуспа юнашар алӑпа тытӑнмалли те пулман.
Асӑннӑ учреждени кӑлтӑка пӗтерме тивӗҫлӗ мера йышӑнманнине кура прокуратура тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май надзор органӗ суда тавӑҫпах тухнӑ. Тавӑҫа сусӑрсен правине хӳтӗлесе ҫырнӑ. Пульницӑна саккун ыйтнине пӑхӑнма хистеме ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ.
Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ
панипех ҫырлахнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.
Канаш районӗнче йӗрке хуралҫисене явап тыттарнӑ. Вӗсем хӑйсене ӳкерме чарас тенӗ. Ҫавна май кӑнттам калаҫнӑ.
Аса илтерер, Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ ҫапӑннӑччӗ. Инкеке асӑрханисенчен пӗри видео ӳкернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене ҫакӑ килӗшмен. Видео ӳкерекенпе вӗсем кӑнттам калаҫнӑ. Пакунлисене итлеменшӗн явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ҫавна йӑлтах ӳкерсе те ҫырса илме май килнӗ.
Каярах Чӑваш Енӗн ШӖМӗ Канаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти тӑватӑ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Ҫав шутра — видеокадра лекнӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхне те. «Руль умӗнче» автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — полицин Канаш районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Шакшин.
Канашри суту-илӳ точкисем валли пӗр арҫын 600 литр суя эрех кӳрсе килнӗ. Анчах ӑна унти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Форд-транзит» машинӑна тытса пыракан 39 ҫулти арҫын Самар облаҫӗнчен Канаша ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем автомобиле тӗрӗслеме тытӑннӑ та 117 эрех ещӗкӗ куҫ тӗлне лекнӗ. Весенче маркӑсӑр водка тата коньяк пулнӑ. Машинӑна тепӗр хутчен тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тата тата тепӗр виҫӗ ещӗк асӑрханӑ. Ҫапла вара 120 пин тенкӗлӗх 600 литр эрехе туртса илнӗ.
Водкӑпа коньяка Канашра ӗҫлесе пурӑнакан 45 ҫулти усламҫӑ унти суту-илӳ точкисене вырнаҫтармалла пулнӑ.
Суя эрех кӳрсе килнӗ тата ӑна сутма пулӑшакан арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене 6 ҫул таран тӗрмене хупма тата 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ.
Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенчен пӗрне арестленӗ. Ҫакӑн пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал паян пӗлтернӗ.
«101-с» маршрут автобусӗн хуҫин 304 пин тенкӗлӗх парӑм пулнӑ. Штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн ӑна темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Вӑл вара ним пулман пекех ҫула тухнӑ. Яваплӑх пирки маннӑ машинӑна курсан патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем суд приставӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пӗчӗк автобуса арестлесе штрафстоянкӑна иле кайнӑ.
Парӑмлӑ ҫыннӑн машинине Ҫӗнӗ Шупашарта «Автобус» рейд ирттернӗ чух тытса чарнӑ.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтерни тӑрӑъ пассажирсене турттарканӑн маршрутки юсавсӑр та пулнине те хыпарланӑ.
Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |