Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Улатӑр хулинчи 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна хыпар вӑрттӑн илмелли техника хатӗрне саккуна пӑсса сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Вӑрнар поселокӗнче Муркаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна пӗчӗк видеокамера тыттарнӑ. Вӑхӑтлӑха. Уншӑн вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Пӗчӗк видеокамерӑна тӳме айне пытарса ҫав арҫын теори экзаменне кайнӑ. Вӑл водитель правине илме вӗреннӗ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑна асӑрханӑ та туртса илнӗ. Вӑрттӑн хатӗрпе усӑ курнӑшӑн Муркаш район арҫыннине суд пуҫиле ӗҫпе явап тыттарса 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче пирӗн республикӑри 39 ҫын ӗҫсӗрлӗх пособине суя мелпе илнӗ.
Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче учета тӑнӑ чух хӑйсем ӗҫленине пытараҫҫӗ. Официаллӑ ӗҫлемесен ӗҫсӗрлӗх центрӗнче шутра тӑма юрать теҫҫӗ курӑнать.
Маларах асӑннӑ 39 ҫын 248,6 пин тенкӗлӗх пособи илнӗ, ҫав шутран 197,5 пин тенкине хыснана тавӑрса панӑ. Ытти укҫана та шыраса илӗҫ.
Суйса пособи илнисем тӗлӗшпе материалсене право тытӑмне ярса панӑ тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-службинче. Улталаса укҫаллӑ пулнисене административлӑ тата пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ.
Хусантан Шупашкара килсе хӗрарӑма пусмӑрланӑ полицейские суд тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе 3,5 ҫуллӑха хупса хумасӑр явап тыттармалла тунӑ.
Хусанти 34 ҫулти полицейски 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкара килнӗ. Отпускра пулнӑ май кунти общежитисенчен пӗринче пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑнта вӑл 49 ҫулти хӗрарӑмпа паллашнӑ. Хӗрарӑма вӑл питӗнчен пӗр хутран кая мар ҫапни тата ӑна ирӗксӗрлесе унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни паллӑ.
Шалти ӗҫсен ӗҫченӗн ятне ярать тесе пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна ӗҫрен кӑларса янӑ. Халӗ, ав, унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ.
44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи общежитисенчен пӗринче вӑйпитти арҫын хӗрарӑмӑн телефонне тата сумкине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. 50 ҫулти усал шухӑшлӑ ҫын 63 ҫулхи хӗрарӑм аллинчи телефона асӑрханӑ та ӑна туртса илнӗ. Унтан унӑн сумкине ярса илнӗ.
Пенсири хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Таврари вырӑнсене пӑхса тухнӑ май пенсионерка сумки кӳршӗри картишӗнче тупӑннӑ. Ӑна вӑрӑ урамра пӑрахса хӑварнӑ. Сумкӑра ним пахи те пулман. Тен, ҫавӑнпах вӑл унран хӑтӑлас тенӗ курӑнать.
Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти полицейскисемпе пӗрле телефона вырнаҫтарма пултарнӑ точкӑна тупса палӑртнӑ. Кайран вӑрра та тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен чайӑпланнӑ ҫын пулнӑ.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе аптекӑсене маскӑсӑр кӗме юрамасть, общество транспортне ларас тесен те ҫав хатӗр кирлӗ. Республикӑра йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем (вӗсен йышӗнче — вырӑнти администрацисенче, право хуравлӗнче ӗҫлекенсем, Роспотребнадзор специалисчӗсем) маска режимне республикӑра епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Общество транспортӗнче, таксире, лавккасенче, аптекӑсенче, парикмахерскисенче тутапа сӑмсана маскӑпа е респираторпа хупламалла.
Тӗрӗслевҫӗсем йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта пилӗк ушкӑн ӗҫленӗ. Вӗсем 74 суту-илӳ точкине кӗрсе тухнӑ, темиҫешер теҫетке автобуспа троллейбуса тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсни ҫинчен 5 акт тата 6 протокол ҫырнӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Вӑрмар район ҫыннин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 45 ҫулти арҫын азартлӑ (кӑмӑл хӗрсе каймалли) вӑйӑ йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын Канашра 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑйӑ заведенине ӗҫлеттернӗ. Ун валли вӑл пурӑнмалли мар ҫуртра пӳлӗм тара илнӗ. Унта 14 компьютер вырнаҫтарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Вӗсем арҫын вӑйӑ заведенине уҫнипе мӗн чухлӗ тупӑш илнине палӑртӗҫ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, азартлӑ вӑйӑ заведенине Шалти ӗҫсен министерствин Канашри йӗрке хуралҫисем тупса палӑртнӑ.
Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Ҫак тилхепене хальлӗхе Николай Каргина, Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне, тыттарнӑ. Ҫӗнӗ тивӗҫе пурнӑҫланӑшӑн ӑна хушса тӳлесси ҫинчен те йышӑнура палӑртнӑ.
21-мӗш номерлӗ документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра паян, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Республикин Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулма Николай Каргина 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.
«Экоцентр» предприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ. Йӑлари-хытӑ каяша турттаракансем Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗпе килӗшӳсӗр тытнӑ. Асӑннӑ орган представителӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче предприятие евит хыҫҫӑн тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Анчах унтисем ӗҫлеме кансӗрленӗ. Хӑш-пӗр специалист ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса кайнӑ. Кирлӗ информацие ҫырса илме ирӗк паман. Кӑштахран ҫуртра ҫутӑ сӳнтерсе лартнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем кӗҫех суда ҫитнӗ. Вӗсем «Экоцентр» тӗрӗслевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрленине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха кӗҫех Шупашкарӑн Мускав районӗнчи 4-мӗш суд участокӗнче тишкернӗ. Миравай тӳре предприятие администравтивлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |