«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Цивильск и район» (чӑв. Ҫӗрпӳ тата район) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Килтен тухса кайса ҫӗтни — Григорьева (пӗлтерӳре ГригорьевНа тенӗ те, йӑнӑшнӑ курӑнать) Анна Андреевна. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен. Ҫӗтни Ҫӗрпӳре пурӑнать. Уншӑн пӑшӑрханса пӗлтерекенни — Ульяна Васильева.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм мӗнле тумпа пулнине те, ытти паллӑна тс асӑнман.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр ҫухалнине хыпарланӑччӗ. Тӑванӗсем ыйтнипе пикене Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шырама пикеннӗччӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗр сас панӑ. Вӑл килтен ятарласа тухса кайнине, хӑйне шырамалла маррине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗре йӗрке хуралҫисем шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шыранине пӗлнӗ хысҫӑн пике республикӑри МИХсенчен пӗринпе ҫыхӑннӑ. Вӑл хай таса сывах иккенне видео урлӑ пӗлтернӗ. Валерия пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ют хулана хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Вӑл кукамӑшӗпе (тен, асламӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыарта «бабушка» тенӗ) ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Валерия килтисене пӗлтерсе кайнине ӗнентернӗ. Хӑйне вӑл шырамалла маррине пӗлтернӗ. Хӗр шухӑшланӑ тӑрӑх, тӑванӗсем ӑна киле ирӗксӗр илсе каясшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗр ӑҫта пулнине халь те пӗлмеҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ.
Хыпарсӑр ҫухалнӑ хӗре ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. Валерия Вяткина 165 сантиметр ҫӳллӗш, тулли кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ симӗс. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, пӗрле хура сумка тата телефон илнӗ.
Эсир ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан (8352) 73-80-02 е 102 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарти Чиркӳпе истори музейӗнче «ФАКТУРА 2.0» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вырӑс музейӗн тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркелеме май килнӗ. Курава куҫ курманнисемпе начар куракансем валли уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри художникӗсемпе халӑх ӑстисем Патшалӑхан Вырӑс музейӗн архивӗнчи хайлавсен макечӗсене хатӗрленӗ. Сусӑрсене ӑнланса-туйса илме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ӗҫсене йывӑҫран, кантӑкран, хурӑн хуппинчен, ҫӑмран, пир-авӑртан, тӑмран, гипсран хатӗрленӗ.
Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш художество шкулӗнче вӗренекенсем А. Венецианов, И. Грабарь, К. Перов-Водкин, И. Репин, И.Левитан ӗҫӗсене курав валли пластилинографи технологийӗпе йӗркеленӗ. ЧППУн художествӑпа графика факультетӗн студенчӗсем тифлокомментарисем хатӗрленӗ. ЧПУн журфакӗн студенчӗсем курав валли хатӗрленӗ комментарисене чӑвашла хатӗрлеме сӗннӗ.
Пушкӑртстанра пурӑнакан Марина Васильева
«МИСС Интернет» (чӑв. Тӗнче тетелӗнчи хитре хӗр) конкурсра тупӑшать. Ентешӗмӗршӗн «Контактри» «MISS INTERNATIONAL UFA - 2019» пабликра пӗлтернӗ. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурс тӗллевӗ Пушкӑртстанӑн нумай енлӗ культурине кӑтартасси тесе пӗлтернӗ. Унта хутшӑнакан Марина Васильева — чӑваш, 23 ҫулта. Малтан вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Октябрьскинчи музыка коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. халӗ хӗр И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра вӗренет, халӑх юррисене шӑрантарас пултарулӑха туптать. Ӗпхӳри Культура керменӗнче юрӑҫ пулса ӗҫлет.
Конкурса Кӑркӑстан, Инди, Азербайджан, Куба, Армени, Пушкӑртстан, Тутарстан, Китай, Грузи, Ангола хӗрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Финалта чӑваш хӗрӗ «Илемлӗ» юрра шӑрантарӗ. Ӑна вырӑсла калаҫма пӗлмен Китай хӗрӗ те вӗреннӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӑнӳкерчӗкӗсемпе ҫакӑнта паллашма пулать. Марина Васильевӑшӑн ҫакӑнта сасӑламалла.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская ҫӗркаҫ Турцинчи пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, операци тумалла пулнӑ.
Аса илтерер: пике пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшайман. Нинӑна ҫывӑх ҫыннисем Турцинчи клиникӑна илсе кайнӑ. Унта хӗре сиплеме, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартма пулнӑ. Анчах 16 ҫулти хӗр операцие кӗтсе илеймен.
Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ. Турцире сипленме 7 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Ҫак тӑкаксен шутне сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗнӗ. Шупашкар пики валли донора та тупнӑ пулнӑ — 29 ҫулти турккӑ хӗрарӑмне.
Чӑваш кӗнеке издательстви регионсен хушшинче иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса хутшӑнма йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен иртет.
Конкурса вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем кӑна мар, чӑваш кӗнекине юратакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пултаруллисен ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Юратнӑ хайлав» темӑпа тунӑ чи лайӑх ӳкерчӗк», «Ача аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке», «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп».
Ӗҫсене конкурсҫӑн пурнӑҫламалла, вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ кӗнекесем тӑрӑх ҫес хатӗрлемелле. Ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 820-мӗш пӳлӗм.
Чӑваш Енри полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана амантнӑ каччӑна тупса палӑртнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ хӗре юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи каҫхине Каҫал тӑрӑхӗнче асӑрханӑ. Пике Комсомольскинчен Кӗҫӗн Каҫал ялне каякан ҫул хӗрринче выртнӑ. Йывӑр суранланнӑскере районти пульницӑна ӑсатнӑ. Суран тӑрӑх хакласан, хӗре машина таптанӑ теме май пулнӑ. Ҫавна май оперативниксем асӑннӑ ҫулпа иртсе кайнӑ мӗнпур машинӑна тӗрӗсленӗ. Преступление асӑрхама пултарнӑ ҫынсене шыранӑ. Каярах пакунлисем Комсомольскинчи каччӑ пирки шухӑшлама пуҫланӑ. Канашри техникумра вӗренекенскер хӗре унччен палламан. Пике ӑна кӳренмелле сӑмах каланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ каччӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗр халӗ малалла сипленет, вӑл хӑйне япӑх мар туять.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енре «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн республика тапхӑрӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
«Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 18-25 ҫулсенчи лидерӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Анна Кузьмина тухнӑ. Вӑл — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профсоюз организацийӗн пайташӗ.
«Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗн 26-30 ҫулсенчи лидерӗ» — Раҫҫейри студентсен отрячӗн пайташӗ Олеся Илларионова.
«Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗн 18-25 ҫулсенчи лидерӗ» — Диляра Вахитова (И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри студентсен конгресӗ).
Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫейри конкурсӑн куҫӑн тапхӑрне хутшӑнӗҫ. Вӑл кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче иртӗ. Республикӑри конкурсӑн куҫӑн тапхӑрне 10-ӑн хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |