Дипломран ӗҫ укҫин виҫи килмест тесе шухӑшлаҫҫӗ Раҫҫейре пурӑнакансем. Лайӑх тӳлекен ӗҫе дипломсӑрах вырнаҫма пулать текенсем нумайланнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен шухӑшне Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр тӗпченӗ.
1991 ҫулта диплома ҫынсен 47% хакламан, 2019 ҫулта — 70%.
Ӑнӑҫлӑ карьера тӑвасси дипломран килмест теҫҫӗ. 2018 ҫулта халӑхӑн 45% ҫапла шухӑшланӑ. 2019 ҫулта — 68%.
Диплом пӗлтерӗшлӗ мар тесе шухӑшлакансем ытларах чух — ҫамрӑксем. Диплом пӗлтерӗшне юри ӳстереҫҫӗ тесе 18-25 ҫулти каччӑсемпе хӗрсен 74% каланӑ. Диплом ҫуккишӗн пӗчӗк шалу тӳлемеҫҫӗ тесе ҫынсен 76% шухӑшлать.
Аслӑ пӗлӳ илме йывӑр текенсем нумайланнӑ. Диплом кирлех текенсем — 18%. 2010 ҫулта 6% ҫапла каланӑ.
Мускавра Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер 18 ҫул тултарман хӗре чуралӑха сутма хӑтланнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак арҫын кафере 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗре 500 пин тенкӗпе сутма хӑтланнӑ. Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗр поселокра ҫуралса ӳснӗ. Кафере клиентпа калаҫса татӑлнӑ чухне арҫынна полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын халӑх тетелӗсенче хупӑ ушкӑнсенче хӗрсене тата ҫамрӑк хӗрарӑмсене сутма пуян клиентсем тупнӑ. Лешсем вӗсене ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе туянма палӑртнӑ.
Арҫын халӑх тетелӗнче Чӑваш Енри 18 ҫул тултарман хӗрпе паллашнӑ та ӑна Мускава илсе килнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна ашшӗ-амӑшне париччен сиплев учрежденийӗнче тытаҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменки, В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн воспитанници Елена Зайковская киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Болгаринчи Варна хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва спортсменсем ӗнер пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 16 ҫӗршыври 400 ытла спортсмен пулнӑ. Турнирта 14-15 ҫулсенчи ачасем, 16-17 ҫулсенчи юниорсем, 18-21 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫнӗ.
Аслӑ ушкӑнри ӑмӑртӑва Чӑваш Ен пики хутшӑннӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская. Елена Алексей Нягин тренер патӗнче пултарулӑха туптать.
Варнари ӑмӑртура Чӑваш Енри хӗр 65 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская ылтӑн медале тата ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӗнер, Шупашкарта чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк журналистсен слечӗ иртнӗ. Корреспондентсен конкурсне чылай материал килнӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илнӗ, авторӗсене слета чӗннӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене грамотӑпа, парнепе чысланӑ.
Слетра журналистикӑпа кӑсӑкланакансемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскерсем камера умӗнче мӗнле пулмаллине пӗлнӗ, хӑйсене телеертӳҫӗ пек тӗрӗсленӗ.
Слета йӗркелекенсен шучӗпе, чӑн-чӑн журналистӑн литературӑна питӗ лайӑх пӗлмелле. Ҫавна май ачасем чӑваш поэтессипе тӗл пулнӑ, унпа калаҫнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑка пулӑшу кирлӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ун валли юн кирлӗ, донорсем шыраҫҫӗ.
28 ҫулти каччӑн юнӗ сайра тӗл пулаканни: 2-мӗш ушкӑнри, «отрицательнӑй». Унччен юн панӑ донорсем ҫеҫ каяҫҫӗ.
Ҫак каччӑ машина айне лекнӗ. Ку инкек Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Вӑл ВАЗ автомашина кустӑрми айне лекнӗ.
Сирӗн ҫак ҫамрӑка пулӑшас килет тӗк ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлӗр: – (регистратура). Юн панӑ чухне Семенов Александр Сергеевич валли темелле.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Чӑваш Енри 17 ҫамрӑк патшалӑхӑн премине тивӗҫнӗ. Вӗсене 2018 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшулӑхӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Премие экономикӑн тӗрлӗ отраслӗпе сферинче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ.
Йышра — ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе; литературӑра, культурӑпа тата ӳнерте; журналистикӑра; сывлӑх сыхлавӗнче; ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессинче; физкультурӑпа спортра; нимеҫӗре; патриот пӗлӗвӗ парассипе тата ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе тимлекенсем.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Лауреатсен йышӗнче, сӑмахран, — «Чӑвашкино» киностудин режиссер-сценарисчӗ Алексей Енейкин. Ӑна «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильм сценарине хатӗрленӗшӗн премипе чыслас тенӗ.
Конкурса пурӗ 41 ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен пики Турцинче иртнӗ «Мисс Аполлон 2019» (чӑв. Апполон пике 2019) ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн республикӑри икӗ хӗр хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти коопераци институчӗн колледжӗн 1-мӗш курс студентки Валерия Игнатьева. Тӗнче шайӗнчи илем ӑмӑртӑвӗнче вӑл тӗп коронӑна тата «Аполлон пике 2019» ята тивӗҫнӗ.
Конкурсра Турцинчи Дидим хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейри, Казахстанри, Беларуҫри, Сербинчи, Литвари, Грузинчи, Чехинчи, Узбекистанри тата Кӑркӑстанри 20 хӗр ӑмӑртнӑ.
Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерия маларах «Мисс Новочебоксарск — 2019» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2019) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Мисс Чувашия - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен пики — 2019) ӑмӑртура вице-пике ята илнӗ.
Ҫитес канмалли кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче, Шупашкара Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем пухӑнӗҫ. Ҫав кун пирӗн республикӑра ҫӗршыв шайӗнчи чемпионат тата ӑмӑрту иртӗ.
Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвне Раҫҫейӗн 20 регионӗнчи 150-а яхӑн спортсмен килме кӑмӑл тунӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмек хӗрринче иртмелле. Хӗрарӑмсен 20 километра ҫӗнмелле, арҫынсен — 50 километра.
Юниор тата ҫамрӑксен ҫулӗсенчи спорстменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче тупӑшӗҫ. Вӗсен 5 тата 10 пин метра утмалла.
Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвӗ иртнӗ май ҫамрӑкраххисем те хӑйсене тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсем валли «Юный скороход» (чӑв. Ҫамрӑк хӑвӑрт утакан) ӑмӑрту йӗркелӗҫ. 14-15 ҫулсенчи яшсен 5 пин метра утма тивӗ, хӗрсен — 3 пин метра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Янтал» ушкӑн патшалӑх экзаменне чӗнет. Кун пирки Сантӑр Элтиярӗ Инстаграмра хыпарланӑ.
Экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти музыка училищинче («Ҫеҫпӗл» чарӑну) пуҫланӗ. Куракансен укҫа тӳлесе кӗмелле мар.
Ҫавна май «Ҫураҫни», «Туй», «Ҫӑнӑхта» йӑлисене кӑтартӗҫ. Вӗсене 4-мӗш курсран вӗренсе тухакан хӗрсем Элӗк, Муркаш, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче пуҫтарнӑ юрӑ-кӗвӗпе тата этнографи материалӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Тури чӑвашсем анатри хӗре качча илме пынине кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — шилӗк, илемлӗ хӗр йӗрри, авалхи баттл, саламалик (мӑн кӗрӳ такмакӗ), хӗр пылӗ, чӑх пӑстарни, илемлӗ ташӑсем. Халиччен ниҫта та янӑраман туй юррисем те пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |