Паян Чӑваш Енри вунӑ ҫамрӑка Мускав Кремльне, Президент полкне, хӗсмете ӑсатнӑ. Ҫав ятпа Канашри сбор пунктӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ.
Сумлӑ ҫӗре кайма тивӗҫ пулнӑ яшсене тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ. Ҫав шутра федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, республикӑн ҫар комиссарӗ Алкксандр Мокрушин пулнӑ. Тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ пынӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫара каякансене ырӑ сунса салам ҫитернӗ. Кун пирки Юрий Васильев пӗлтернӗ.
Савӑнӑҫлӑ пухӑва Президент полкӗнчен кӑҫал таврӑннисене те йыхравланӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн сехетне парнеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускавра «Просветитель» (чӑв. Ҫутта кӑларакан) премие панӑ чухне лингвистика профессорӗ Гилад Цукерман та пулнӑ. Вӑл «Убийство и воскрешение языков: социальный смысл языкового возрождения» (чӑв. Чӗлхесен вилӗмӗпе чӗрӗлӗвӗ: чӗлхе чӗрӗлӗвӗн социаллӑ пӗлтерӗшӗ) темӑпа лекци вуланӑ. Лингвист лекцине итлеме Светлов ячӗллӗ вулавӑшри зала студентсем, аслӑ шкулсен преподавателӗсем, журналистсем пухӑннӑ.
Австралинчи Аделаида университечӗн лингвистика тата ҫухалакан чӗлхесен уйрӑмӗн ертӳҫи чӗлхене чӗртсе тӑратни тӗрӗс, илемлӗ тата усӑллӑ тесе шухӑшлать.
11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилард Цукерман хальхи вӑхӑтра ҫыннӑн тӑватӑ чӗлхе пӗлмелле тесе шухӑшлать. Пӗрремӗшӗнчен, тӑван чӗлхене. Иккӗмӗшӗнчен, патшалӑх чӗлхине. Виҫҫӗмӗшӗнчен, халӑхсем хушшинчи чӗлхене (паян вӑл — акӑлчан, ыран — китай пулӗ). Тата хӑвӑн чун киленӗҫӗн чӗлхине. Опера килӗшсен, сӑмахран, итали чӗлхине, сыр юратсан — хрантсуссенне.
Чӗлхене ҫухатни культура автономине, ӑс-хакӑл суверенитетне, чуна ҫухатни тенӗ ӑсчах.
Чӗлхене вӗлернӗшӗн (лингвицидшӑн) е пӗр чӗлхе теприне ҫӑтса янӑшӑн (вырӑсла каласан ку вӑл глотофагия пулать) халӑхсен патшалӑхран компенсаци ыйтмалла тесе каланӑ лингвист.
Спорт кӗрешӗвӗн ӑстисем: Чӑваш Енри Евгения Захарченкӑпа Мария Кузнецова — тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ. Вӗсем 23 ҫулчченхи ҫамрӑксем хушшинче иртекен юниорсен чемпионатне хутшӑнӗҫ. Унта ҫул тытиччен хӗрсем тренировкӑсене Мускав облаҫӗнчи «Озеро круглое» (чӑв. Ҫавра кӳлӗ) базӑра ирттернӗ. Паян хӗрсем Румынин тӗп хулине, Бухареста, самолетпа вӗҫсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министертсивн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту Румынин тӗп хулинче чӳк уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейрен унта 10 хӗр хутшӑнать. Ҫав сумлӑ йыша Чӑваш Енри икӗ пике кӗнӗ: Евгения Захарченко тата Мария Кузнецова. Евгения 72 килограмчченхи виҫере кӗрешӗ, Мария – 65 килограмчченхинче.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ.
Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ.
Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет.
Нумаях пулмасть Латвири «Latvijas būvinženieris» ятлӑ журналта Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнӗ проекчӗ пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк архитектор Виктория Яковлева хатӗрленӗ.
Виктория Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, гимнази пӗтерсен Ригӑри техника университетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл диплом ӗҫне Шупашкарти аэропортпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра вӗренекен пикене мӗншӗн шӑпах ҫак тема пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Виктория пӗррехинче Шупашкара самолетпа вӗҫсе килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл аэропортри ҫитменлӗхсене асӑрханӑ: харӑсах икӗ рейс йышӑнаймасть, ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, багажа парас йӗрке ҫук, дизайн кивӗ… Ҫакна кура хӗр аэропортӑн федераци статусӗпе килӗшсе тӑракан вариантне шухӑшласа кӑларма тӗллев лартнӑ.
Виктория журналта ҫамрӑк специалистсем валли конкурс иртнине пӗлсен хӑйӗн проектне ярса панӑ. Ӑна вара унта пысӑк хак панӑ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорта реконструкцилеме эскиз проектне хатӗрленӗ, ҫапах ҫынсем хӑйсен шухӑшне сӗнме кая юлман-ха. Виктория хӑйӗн проектне ярса парсан вӗсем ӑна экспертсемпе пӑхса тухма шантарнӑ.
Шупашкарта полици лавккаран 11 шампунь вӑрланӑ каччӑна шырать. Ҫамрӑкскер вӑтанса тӑман – япаласене видеокамера умӗнчех йӑкӑртнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Франко урамӗнчи лавккара пулнӑ. Каччӑ ҫӳлӗк патне пынӑ та рюкзакне 11 шампунь чикнӗ. Пӗтӗмпе – 2700 тенкӗлӗх.
Каччӑ 16-18 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑрланӑ чухне вӑл хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ҫӑк ҫынна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 62-00-02 е 8-927-855-50-51 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарта пурӑнакан Сергей Алексеевич Александров ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» отряд ӑна халӗ те шырать.
Сергей Александров – строитель. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе ӑна никам та курман, тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Ҫамрӑк строитель 180 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс. Ҫухалнӑ чухне хура ветровка, Париж сӑнланӑ шурӑ футболка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Сергей Александров пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Ҫак кунсенче, юпа уйӑхӗн 20-27-мӗшӗсенче, Польшӑри Замосць хулинче юниорсемпе 23 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксен йывӑр атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. Унта хутшӑнакан Раҫҫей командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен лекнӗ. Вӗсем пурте — Валериан Соколов олимп чемпионӗ ячӗллӗ Шупашкарти спорт шкулӗн воспитанникӗсем: тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем Ирина Баймулкина, Яна Мохина, Александра Козлова тата Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Наталия Шайманова.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗсенчех Чӑваш Ен хӗрӗсем хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Вӗсем кӗмӗл тата бронза медальсене ҫӗнсе илнӗ. 23 ҫулчченхи ҫамрӑксем хушшинче 48 килограмчченхи виҫере Яна Мохина кӗмӗле тивӗҫнӗ, 53 килограмчченхи виҫере — Ирина Баймулкина бронзӑна.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Чӑваш Енри каччӑсен пӗрремӗш ушкӑнне юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫара ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑран 1330 каччӑна салтака илӗҫ. Ҫакӑн пек палн ҫитернӗ ҫӳлтисем республикӑна. Тӗрӗсрех каласан, Тӗп ҫар окургӗ ҫапла хушнӑ.
Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вайне 1190 каччӑна илсе кайӗҫ, Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине – 130 ҫынна, 10 ҫынна — Президент полкне.
Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сывлӑх енчен ҫара юрӑхлӑ ҫамрӑксен йышӗ ҫулсерен ӳснине ӗнентернӗ. 2012 ҫулта каччӑсен 70,2 проценчӗ хӗсмете юрӑхлӑ пулнӑ, 2017 ҫулта – 75,8 проценчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче 24-ри ҫамрӑк сарӑмсӑр вилнӗ.
М-7 «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫулӑн 629-мӗш километрӗнче, Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ патӗнче, авари пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Ауди» автомобиль грузовикӑн ҫурма прицепне айккипе пырса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫул айккинче чарӑннӑ «Мазда» ҫӑмӑл машинӑна пырса ҫапӑннӑ. Мӑнтарӑна шӑпи ҫавӑн пек пӳрнӗ-ши: шӑпах ҫав вӑхӑтра «Маздӑран» 24 ҫулти каччӑ тухнӑ. «Ауди» ӑна пырса ҫапнӑ. Инкекре ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
«Мазда» водителӗ тата «Ауди» пассажирӗ суранланнӑ.
Инкек сӑлтавне тата яваплисене ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |