Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 31-мӗшӗнче машинӑсене пӑшалтан пенӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ хӑйне ирӗке янӑ каччӑна право хуралӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер пулни палӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ятарлӑ стипендине кӑҫал 1000 ҫамрӑк илсе тӑрӗ. Вӗсен списокӗ паллӑ ӗнтӗ. Уйӑхсерен 1830 тенкӗ паракан тӳлеве тивӗҫнисен шутӗнче — вӗренӳре, тӗпчевре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра, производствӑра, ертсе пырас ӗҫре, спортра, общество пурнӑҫӗнче, услам-проектсенче палӑртнӑ маттурсем. Пур организаци те чӑннипех те ҫавӑн пек маттурсене тӑратнипе тӑратманни пирки иккӗленекенсем пур та, анчах паянхи сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Элтепер стипендине тивӗҫнисен хушшинче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшакан 25 ҫамрӑк пур.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, ялан ҫиле хирӗҫ кастаракан Игорь Моляков полицейскисем стипендие тивӗҫ мар тесе шухӑшланӑран тӗрлӗ ҫӗре ҫыру шӑрҫаланӑ. Ун шучӗпе, стипенди социаллӑ пулӑшу шутланать. Регионти хыснаран вара обществӑри йӗркелӗхе тытса тӑма кӑна укҫа уйӑрмалла. Полицейскиесене стипенди пани федераци саккунне пӑсни пулать.
Иртнӗ ҫулта Чӑваш Енри 84 ҫамрӑк «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн Спорт министерстви хыпарлать.
Ҫак йышран сумлӑ ята вун улттӑшӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче илнӗ, раштаван 29-мӗшӗнче Раҫҫей спорт министрӗ Павел Колобков хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри Дарья Александровӑпа Анастасия Ахтямова, Данила Волковпа Михаил Павлов (пауэрлифтинг), Денис Гавриловпа Александр Николаев тата Александр Сорокин (куҫсӑррисен спорчӗ), Александр Даниловпа Ксения Махнева (ҫӑмӑл атлетика), Максим Никоноровпа Татьяна Рогова (спорт гимнастики), Михаил Николаевпа Полина Норкина (ташӑ спорчӗ), Эдуард Тябов (киокусинкай), Артем Микушкин (спорт аэробики) тата Игорь Чеблуков (спорт кӗрешӗвӗ) Раҫҫей спорт мастерӗсем пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енри, тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкарти Роза Максимова ятлӑ хӗр ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Дом 2» (чӑв. Пӳрт 2) проека хутшӑнать. Анчах нумаях пулмасть ӑна унтан кӑларса ярас патне ҫитнӗ. Ҫакӑ черетлӗ сасӑлав хыҫҫӑн палӑрнӑ. Ун вӑхӑтӗнче чылайӑшӗ, пурӗ 19 ҫын, Роза Максимовӑна хирӗҫ пулнӑ.
Шупашкар хӗрне ҫапах та ӑннӑ. Ӑна иммунитет текеннине туртса кӑларма сӗннӗ те — Розӑна хайхи лекнӗ. Малтанах вӑл хӑйне панӑ ҫав мелпе усӑ курасшӑн та пулман. Анчах Ольга Бузова ертӳҫӗ ӑна иммунитет туртса кӑларма хистенӗ. Вӑл (хӳтлӗх) лексен те, лекмесен те пултарать. Шупашкар хӗрне Роза Максимовӑна, ав, ӗнерхи телекӑларӑмра ӑннӑ. Апла пулсан «Дом 2» хӑйне евӗр проекта вӑл малалла та хутшӑнӗ.
Паян Таиландӑн тӗп хулинче, Бангкокра, «Тӗнче пики» пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Йӑлӑм хӗрӗ Юлия Полячихина хутшӑннӑ. Вӑл малтан «Раҫҫей пики» ята тивӗҫнӗччӗ. Ҫӗршыври конкурсра мала тухнипе хавхаланнӑ пике ҫине тӑрсах малалла хатӗрленнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнче журналиста вӗренекенскер тӗнче шайӗнчи конкурс валли акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса ӑша хывма тытӑннӑ. Хӗр кӑҫалхи ҫуркунне республикӑри хаҫат-журналта, телевидени-радиора пулнӑччӗ.
«Тӗнче пики» конкурсра Раҫҫей пики, пирӗн ентешӗмӗр ҫурма финала лекеймен. Европа регионӗнчен унта Польша, Бельги, Великобритани, Венгри тата Ирланди хӗрӗсем кӗнӗ.
«Тӗнче пики» конкурсра Филиппин хӗрӗ Катриона Грэй мала тухнӑ.
Ҫак ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра хускатнӑ. «Паянхи ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхинчен сивӗнсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсем чӑвашла калаҫасшӑн та, чӑвашла вӗренесшӗн те мар. Чӑваш чӗлхине шкула тавӑрас тесе эпир петицисем ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Ку паха, питӗ паха, ҫапах та вӑйпа калаҫтарайӑн-ши ҫамрӑксене, шкул ачисене чӑвашла? Вӑйпа юраттарайӑн-ши чӑваш чӗлхине?», — хускатнӑ пост авторӗ ҫивӗч ыйтӑва.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла таса, илемлӗ, юратса калаҫакан чӑнкӑ ҫамрӑк лидер, кумир (юрӑҫ е блогер) ҫитмест.
«Tatarka e АИГЕЛ тутар чӗлхипе юрлакан юррисем айӗнче час-часах ҫапла комментарисем вулама пулать: «Только ради этой песни я готов выучить татарский язык». Ҫакна вырӑссем ҫыраҫҫӗ. Иккӗленместӗп: тутар ҫамрӑкӗсемшӗн те чӑнкӑ хӗрсем вӗсен/хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗм Раҫҫей илтмелле юрлани чыслӑ та кӑмӑллӑ. Пирӗн ҫамрӑксем валли юрлакан ҫӑлтӑрсем ҫукпа пӗрех, youtube та вӗсен чӗлхипе калаҫмасть», — тенӗ пост авторӗ.
Ютуб чӑвашла калаҫманнине, ҫамрӑксен кумирӗ ҫуккине, сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ тахҫантарах хатӗрленӗ пӗр интервьюра Турцире пурӑнакан Виктор Бычков дизайнер (вӑл — чӑваш) тӗлӗнмелле вырӑнлӑ хускатнӑччӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш поэзийӗн центрне йӗркелеме Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Арсений Тарасов сӗннӗ. Ун шухӑшне ырласа Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн ытти лауреачӗ: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Николай Ишентей —
пухӑннӑ. Поэтсемпе тӗл пулма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем аслӑ шкул ӗҫченӗсем Екатерина Якимова, Людмила Васильева ертсе пынипе пухӑннӑ.
«Ман ҫине пырса юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ вуласа» поэзипе музыка каҫне Ҫеҫпӗл Мишшин «Эп вилсен...» сӑввине халалланӑ.
Поэтсене Арсений Тарасов ӳлӗмрен уйӑхра пӗрре пухӑнма сӗннӗ. Унта вӗсем чӑваш поэчӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсене вӗсене пичетличчен уҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
«Чылайӑшӗ чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки маннӑ, Хӗвеланӑҫрисене мала хурать, ҫавӑнпа эпир чӑваш туйне тума шухӑшларӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Вероникӑпа Михаил. Вӗсем ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑксем Мӑшӑрлану керменне чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.
Мӑшӑрлану керменӗнче чӑвашла та, вырӑсла та калаҫнӑ. Чӑвашсен йӑли-йӗркине мала хурса ҫемье ҫавӑрни ҫамрӑк мӑшӑрӑн асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта та чӑвашсен йӑли-йӗркипе туй иртнӗ. Унта та хӗрпе каччӑ чӑваш кӗпи тумланса пынӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: юлашки вӑхӑтра туя ҫакнашкал ирттернӗ тӗслӗхсем, сайра пулин те, пур.
Чӑваш Енри икӗ спорстмен ҫак кунсенче Австрире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать. Вӗсем — слоуп-стайл енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пайташӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Ҫамрӑксем 2018/2019 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑнаҫҫӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Австрири Штубай ту ҫинчи курортра иртет.
Ӑмӑртӑва кайиччен пирӗн ентешӗмӗрсем асӑннӑ тӑрӑхри трасса ҫинче тренировкӑсем ирттернӗ. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеевсӑр пуҫне Раҫҫей командинче — Егор Гамзиков, Дмитрий Макаров, Анастасия Таталина тата Михаил Тихомиров. Вӗсем те Австрири ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн фристайл командинче слоуп-стайл енӗпе аслӑ тренер пулса Чӑваш Енре фристайл ӑсталӑхне илнӗ Никита Васильев тӑрӑшать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ.
Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |