Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 17-ри каччӑна ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Апат валеҫсе ҫӳрекен ҫамрӑк ырӑ кӑмӑллӑскер тата ҫынна хӗрхенекенскер пулнӑ курӑнать.
Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Апат-ҫимӗҫ саккас парасшӑн евӗр пулса хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Телефон номерӗ ҫине 3600 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Тӗл пулсан парса татма шантарнӑ.
Каччӑ арҫын ыйтнине ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Калаҫса татӑлнӑ вырӑна кӑштахран ҫитет те никам та ҫук иккен. Хӑйӗн патне шӑнкӑравланӑ ют номерпе ҫыхӑнать те лешӗ улталанине тунмасть, хӑй тӗрмере ларнине пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служи пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем усал хыпара хальлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.
Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
«Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш.
441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ.
87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Шупашкарта 21 ҫулти хӗре тапӑнса суранлатнӑ, укҫа тӑпӑлтарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ. Хайхи арҫын ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ та унпа пӗрле подъезда кӗнӗ. Унта вара, никам та ҫуккипе усӑ курса, ӑна тапӑннӑ, укҫа ыйтнӑ. Ҫавӑнтах ӑна аллинчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӑраса ӳкнӗ пике арҫынна хӑйӗн банк карттине кӑларса панӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫак преступление тӑвакана тӳрех шырама пуҫланӑ. Сӑнласа кӑтартнӑ арҫынна йӗркелӗх хуралҫисем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ, ҫавӑнтах тытса чарнӑ.
Каласа хӑвармалла, 35 ҫулти ҫак арҫын йывӑр преступлени тунӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна хальхинче 10 ҫуллӑхах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 16-ри тата 17-ри, ҫавӑн пекех Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри 22 ҫулти ниҫта ӗҫлемен каччӑ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗш каҫхине 19-ти ҫамрӑка вӑрмана лартса кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем унӑн алли-урине ҫыхса хурса хӗненӗ. Шар курнинчен вӗсем 300 пин тенкӗ тапӑннӑ, пӗр эрнере тупса пама ыйтнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. 16-ри каччӑ ҫамрӑкӑн телефонне ҫаратнӑ.
Суд 17-ри тата 22-ри пуҫтахсене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. 16-рине 18 тултариччен ятарлӑ хупӑ вӗренӳ заведенине ӑсатнӑ.
Кӗҫӗнни унччен те харсӑрланнӑ. Вӑл уголовлӑ-исполнительнӑй инспекцире учетра тӑнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тата 17-ри тусне шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделенийӗ шута илнӗ. Асӑннӑ надзор органӗсене тата хайхисем вӗренекен заведенисене профилактика енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлеменнине асӑрхаттарса, тивӗҫлӗ мера йышӑнма сӗнсе тӗпчевҫӗ хутсем ярса панӑ.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче уҫнӑ зоокуравран хаклӑ попугай, Ара ӑрачӗллӗскер, ҫӗтнӗ. 180 пин тӑракан кайӑк ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ, ҫийӗнчех право хуралӗнчисене систернӗ.
Попугайпа пӗрле зоокуравра ӗҫленӗ каччӑ та ҫухалнӑ темелле. Унта уйӑха яхӑн тимленӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи 20 ҫулти ҫамрӑк шӑнкӑравласан телефона тытман.
Кӗҫех ӑна полицейскисем Улатимӗр облаҫӗнчи чукун ҫул станцийӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Каччӑ «Хусан-Мускав» пуйӑсра ларса пынӑ. Пӗрле попугай та пулнӑ.
Каччӑ унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе пӗрре кӑна мар ҫакланнӑ иккен. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменскер федераци шыравӗнче пулнӑ. Халӗ пакунлисем ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри ирӗклӗ мелпе кӗрешекен икӗ хӗр ҫак кунсенче Европа шайӗнче иртнӗ 23 ҫулчченхи хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Кӗрешӳҫӗсем Сербинчи Нови-Саде хулинче пуҫтарӑннӑ.
Раҫҫейӗн командинче Чӑваш Енри икӗ спорстмен пулнӑ — Шупашкарти олимп резервӗн училищинче ӑс пухакан Мария Кузнецова тата Евгения Захарченко.
Республикӑн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Кузнецова Европа ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш хут ӗнтӗ ҫӗнтерет. Евгения Захарченко кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Мария Кузнецова 65 килограмчченхи виҫере вӑй виҫнӗ, Евгения Захарченко — 72 килограмчченхинче.
Мария Кузнецовӑпа Вероника Чумикова Смоленскра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пушӑн 11-22-мӗшӗсенче наркотике хирӗҫ кӗрешмелли акци – «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» - пулӗ. Ҫак тапхӑрта полици ӗҫченӗсем 18 ҫул тултарман ачасем тата ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакна вӗсем наркотикпе туслӑ яш-хӗра тупса палӑртас тӗллевпе тӑваҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне акци вӑхӑтӗнче уроксем, лекцисем, куравсем, пухусем, ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, унта психиатр-наркологсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех шкул ачисене 18 ҫул тултарман ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнче йышӑну йӗркелӗҫ.
Наркотик ыйтӑвӗ сире те пырса тивет пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин наркологи службин талӑкӗпех ӗҫлекен телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: 58-03-84.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, «Неон» каҫхи клубра черетлӗ «Аван-party» дискотеки иртӗ. Унта мӗнпур ҫамрӑк йыхравлаҫҫӗ! «Superташлаҫҫи» 19 сехетрен пуҫласа 23 сехетччен пырӗ.
Ташӑ каҫӗнче чӑваш эстрадин паллӑ артисчӗсен юррисемпе киленме май пулӗ.
Енчен те эсир халиччен те билет туянма ӗлкӗреймерӗр пулсан — 36-44-46 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравлӑр! «Неон» каҫхи клуб Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 12а ҫуртра вырнаҫнӑ.
Паян пирӗн республикӑра «Молодежь за здоровый образ жизни» (чӑв. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн) ҫулсерен иртекен акцин ҫуркуннехи тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ организацийӗсенче сывлӑх фестивалӗсем, семинарсемпе тренингсем, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракан паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем, спорт мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне куравсем йӗркелеме, кинофильмсем кӑтартма палӑртса хунӑ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин ҫуркуннехи тата кӗркуннехи тапхӑрӗсене ҫулсерен 100 пин ытла ачапа 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑк хутшӑнать. Вӗсем валли 10 пине яхӑн тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ.
«Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |