Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Сывлӑх

Шывра кӑшӑлвирус пурӑнмасть. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ «Российская газета» хаҫата Вирус инфекцийӗсен Екатеринбургри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертӳҫи, биологи ӑслӑлӑхсен докторӗ Александр Семёнов. Асӑннӑ учреждени Роспотребнадзорӑн «Вектор» вирусологипе биотехнологин патшалӑх центрӗн шутланать.

Александр Семенов каланӑ тӑрӑх, вирус — белок молекулинчен тӑракан кӑткӑс тытӑм. Ӑна упранса юлма изотони растворӗ кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, шыв тӑварлӑхӗ физиологи растворне ҫывӑх пулмалла. Тинӗс шывӗ те унашкал мар.

«Ахаль шывра ун пекки ҫук. Унсӑр пуҫне шывра кислород пур. Ҫавна май унта кӑшӑлвирус инфекцийӗ пурӑнаймасть», — уҫӑмлатнӑ Роспотребнадзорӑн Эпидемиологин тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн Млоекулярлӑ диагности центрӗн ертсе пыракан эксперчӗ Михаил ­Лебедев.

 

Ҫутҫанталӑк
31tv.ru сайтри сӑн
31tv.ru сайтри сӑн

Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем тата ӑшӑрах пулассине систереҫҫӗ.

Ыран республикӑра 29-34 градус пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 35-37 градуса ҫитӗ. Сывлӑшри нӳрӗк – 50 процент. Ҫил кӑнтӑрла ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫӗрле – 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа. Атмосфера пусӑмӗ 751 мм.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине асӑрхаттарать. Хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72603
 

Ҫутҫанталӑк
islamdag.ru сайтри сӑн
islamdag.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Ӗнерхи ҫумӑрсем республикӑна ӑшӑ фронт илсе килнӗ. Паян ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах, ҫил те вӑйлӑрах.

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл тӑрӑх сивӗ фронт иртсе кайӗ. Ҫавна май каллех ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ. Аслати авӑтнӑ чухне ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Кӗҫнерникун 20-25 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 9-14 градус тӑрӗ. Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх пулӗ. Ҫил хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫитес эрнере вӑл та лӑпланӗ, 30 градусран ытларах шӑрӑх пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72458
 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки вӑхӑтра Етӗрнере ҫумӑр аванах ҫунӑ. Улатӑрта та иртнӗ 3 кунра 1 тӑваткал метр ҫине 7 литр шыв ӳкнӗ. Юнкун вара унта пӑр ҫунӑ. Вырсарникун та пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Кӗҫех пирӗн пата ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк килӗ. Ҫӗрле 15 градус ӑшӑ тӑрӗ, кӑнтӑрла – 25-30 градус. Ҫил та лӑпланӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те, ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче, шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил тухма, аслати авӑтма пултарӗ. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарать маларах асӑннӑ управленин Инкеклӗ лару-тӑру управленийӗн центрӗ.

Ҫил вӑйлӑ алхассан ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса каяс, ҫирӗп мар хуралтӑсем, ытти ҫавӑн йышши конструкцисем тӳнсе каяс хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа та асӑрханмалла, сыхланмалла. Яваплӑ службӑсен уйрӑмах сыхӑ тӑмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ҫуллахи ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл климатпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ҫумӑр нормӑран ытларах ҫӑвӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ку уйӑхри сывлӑш температури вӑтамран 17 градус пулӗ.

Утӑ уйӑхӗ чи ӑшши тата нӳрӗкки пулӗ. Сывлӑш температури вӑтамран 20 градус кӑтартӗ, ҫурла уйӑхӗнче – 18 градус.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72347
 

Ҫутҫанталӑк

Улатӑрта икӗ эрнене яхӑн вӑйлӑ ҫумӑр тавраш пулман. Паян унта курӑкпа тата пахчаҫимӗҫ кӗтнӗ ҫумӑр ҫуса савӑнтарнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те – Улатӑрта пӑр та ҫунӑ. Шултра пӑра ҫынсем ӳкерсе илнӗ. Сӑнӳкерчӗкре самай пысӑк пӑр купи сӑнланнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра Улатӑрпа ҫывӑх районсенче те пӑр ҫума пултарӗ. Кун пек хӑрушлӑх Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче пурри пирки «Погода в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫутҫанталӑк) проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
w-dog.ru сайтри сён
w-dog.ru сайтри сён

Икӗ эрнене яхӑн ӗнтӗ республикӑра ҫумӑр ҫуманччӗ. Ӗнер вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукаларӗ.

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн пата Хура тинӗҫ ҫывӑхӗнчи циклон килме пултарать. Уйрӑмах республикӑн хӗвел анӑҫ районӗсенче ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Унта пӗр эрнере 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ.

Ҫапах, синоптиксем систернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑхра ҫумӑр хӑш вырӑнта ҫӑвассине татӑклӑн калама ҫук. Пӗр ялта хӗвел пӑхнӑ хушӑра тепринче ҫумӑр чашлаттарма та пултарать.

Лайӑх хыпар: унчченхи пек ҫанталӑк тӑрук сивӗтмӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче вара антициклон килӗ, 30 градус шӑрах тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72289
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗртме уйӑхӗ ӑшах мар пек. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӗҫех шӑрӑх килӗ.

Тӳрех палӑртар: ӗнер Мурманск хулинче сывлӑш 28 градус таран ӑшӑннӑ. Ку хула валли ку – рекорд. Шӑпах ҫав енчен пирӗн пата ӑшӑ килет те.

Ыран ҫил лӑпланать, хушӑран ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать, уйрӑмах – республикӑн кӑнтӑр енче. Шупашкарта ҫӗртмен 7, 8 тата 9-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ӳкме чарӑнӗ, сывлӑш температури 20-25 градус тӑрӗ.

Ҫӗртмен иккӗмӗш ҫурри шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Термометр 30 градус е ытларах кӑтартӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

2010 ҫултанпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулнӑ. Сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулнӑ.

Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ҫапах та синоптиксем шӑрӑх кунсем те пулассине систереҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче ӑшӑтса илӗ. Декада вӗҫӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декадӑра шӑрӑх сывлӑш килет, типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче тата уйӑх вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ҫапах термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, [36], 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та