Юлашки кунсенче Чӑваш Енре ҫил вӑйланнӑ, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян циклон ҫурҫӗр еннелле кайнӑ, ҫапах каҫчен ҫил лӑпланмӗ-ха. Ыран тата юнкун республикӑра ҫил пулмӗ. Ыран каллех юр ҫӑвӗ.
Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех 0 градус кӑтартӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 10 градус таран сивӗтӗ.
Канмалли кунсенче каллех шартлама сивӗ килӗ. Хальхинче 20-25 градус пулӗ. Кун пек ҫанталӑк нарӑс варричен тӑма пултарӗ. Ҫитес эрне варринче сывлӑш темрератури 30 градус таран сивӗнме пултарӗ.
Кӗҫех хӗллен юлашки уйӑхӗ пуҫланать. Шартлама сивӗсем те пулчӗҫ, ҫумӑр та ҫурӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерчӗ. Нарӑс мӗнлерех килӗ?
Уйӑх ҫил-тӑманран пуҫланӗ. Нарӑсӑн 1-2-мӗшӗсенче ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла – вӗҫтерсе лартать. Унтан сивӗ килет. Хӗвел тухӗ, сивӗтӗ. 30 градусах пулмасть ахӑртнех, ҫапах термометр 25 градус кӑтартӗ.
Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ, нарӑсӑн 19-20-мӗшӗсенче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑс уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах килӗ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен ирӗклӗ «Симӗс Чӑваш Ен» экологи отрячӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна республикӑри кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре экологи нимелӗхӗпе кӑсӑкланас туртӑм ӳсни палӑрать – ҫапла палӑртнӑ «Симӗс хула» экологи организацийӗн регионти председателӗ Федор Алексеев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, шулсенче, аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче экоотрядсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ, ҫутҫанталӑка сыхлас тӗлӗшпе мероприятисем иртеҫҫӗ.
Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 143 экологи отрячӗ ӗҫлет. Вӗсенче 4900 яхӑн ҫын тӑрать.
Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул ытти чухнехичнен ӑшӑрах килнӗ. 2021 ҫул вара пӗлтӗрхинчен 1 градус сивӗрех пулмалла.
Ку малтанах сивӗ хӗлпе ҫыхӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче термометр 30 градусран аяларах анӗ. Кун пекуки юлашки 4 ҫулта пулман. Иртнӗ ҫуллана пӑхас тӑк, ку уйӑхра 35 градус та сивӗ пулас хӑрушлӑх пур. Кӑҫалхи ҫулла утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ.
Ака тата ҫурла уйӑхӗсенче нӳрӗк сахал пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтӗр вара шӑпах ҫак уйӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунӑ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 2009 ҫулти пек пулма пултарӗ – ун чухне типӗ ҫанталӑк тӑнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ.
Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать.
Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ хыпса илнӗ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ паян кӑнтӑрла иртсен пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, полигон ҫунма пуҫлани ҫинчен Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пӗлтернӗ хыҫҫӑн вырӑна яваплӑ специалистсем тухса кайнӑ. Лару-тӑру пирки республика Элтеперне Олег Николаева та систернӗ-мӗн.
Полигона сӳнтерес ӗҫе ыран пуҫӑнӗҫ. Ун валли 6 самосвал, 2 экскаватор тата 2 бульдозер уйӑрӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, полигон ҫунни ҫутҫанталӑкшӑн тата ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар.
Ҫӗнӗ ҫула мӗнле ҫанталӑкпа кӗтсе илӗпӗр? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.
Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Паян ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ирхине вӑйлах хӳсе лартӗ. Ҫӗрле те ҫума чарӑнмӗ. Республикӑра икӗ талӑкра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.
Тунтикун 12-17 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таран пулӗ. Ҫил лӑпланса хӗвел тухӗ.
Раштав вӗҫӗнче, кӑрлач пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ.
Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ? Паян ав республикӑра юр ҫума пуҫларӗ. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ?
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури питех улшӑнмӗ. Юр вара нумайрах ҫӑвӗ. Раштав вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметра ҫитӗ. Ку талӑкра пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур.
Раштавӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗтӗ, юр ҫумӗ. Канмалли кунсенче юр самай ӳкӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те шартлама сивӗ тӑма пултарӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ те юр ҫума пуҫларӗ. Юлашки икӗ кунра Шупашкарта 7 сантиметр юр ҫуса лартнӑ. Паян Чӑваш Ен циклон тыткӑнӗнче-ха – атмосфера пусӑмӗ ӳсет, термометр кӑтартӑвӗ те анма пуҫлать. Халӗ сывлӑш температури 8-13 градус сивӗ патнелле ҫывхарать.
Ыран ирхине вара пушшех те сивӗтӗ. Термометр тӑрук 19-24 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата сивӗрех. Ыран ҫӗрле те шартлама сивӗ тӑрӗ.
Ҫитес эрнере те кунашкал ҫанталӑк хуҫаланӗ. Кӑнтӑрла 10-15 градус тӑрӗ. Ҫитес канмалли кунсем валли ҫеҫ ӑшӑтӗ. Раштавӑн 26-27-мӗшӗсенче юр нумай ҫума пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |