Пуш уйӑхӗ мӗнлерех килӗ? Пушӑн 2-мӗшӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чи ӑшӑ кун пулнӑ.
Кӗҫех унашкал кунсем нумайланӗҫ. Термометр ӑшӑрах та ӑшӑрах кӑтартма тытӑнӗ, юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах пӑртак кӗтмелле – уйӑхӑн пӗрремӗш декади хӗл евӗрех пулӗ.
Эрне вӗҫӗнче юр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ – 10-15 градус пулӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче каҫхине тата тунтикун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Пушӑн 11-мӗшӗнче сивӗтӗ – 20-25 граду таранах пулӗ. Вара тинех унашкал сивӗсем вӗҫленӗҫ.
Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра кӑнтӑрла – 5 градус, ҫӗрле 12 градус сивӗ пулӗ.
Кӑҫал юр часах каймӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗ сивӗрех пулӗ.
Сезонлӑ хӑватлӑ ҫил Францине илсе килнӗ Сахара тусанӗ радиоактивлӑ пулни палӑрнӑ. Ҫакӑн ҫинчен правительствӑпа ҫыхӑнман Acro организаци пӗлтернӗ. Радиоактивлӑх шайӗ ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть, анчах та ӑна вӗҫтерсе килнинче тӑрӑхласа каламалӑх вырӑн та пур.
Франци 1960-мӗш ҫулсенче Алжирта ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн тӗрӗслевне ирттернӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнтанпа унти хӑйӑрта цези-137 элемент нумайланса кайнӑ, халӗ вара ҫутҫанталӑк хрантсуссене ҫав «парӑма» каялла тавӑрса панӑ пулать.
Канар утравӗсенчи ҫав йывӑрлӑха Лагуна университетӗнче тӗпченӗ. Салазар Карбалло профессор каланӑ тӑрӑх, Сахарӑри тусанта час-часах Франци ирттернӗ атомлӑ тӗрӗслевсем хыҫҫӑн юлнӑ кали-40 тата цези-137 тупаҫҫӗ. Карбалло ку элементсен виҫи тӑпрара хӑрушсӑррине палӑртать. Ӑсчах каласа панӑ тӑрӑх, уйрӑмах радон газ сиенлӗ, вӑл вара ҫав вырӑнти тӑпраран хӑй тӗллӗн тухать, онкологи чирӗсем аталанас хӑрушлӑха вӑйлатать.
Ку сезонра вара Африкӑри пушхир тусанне ҫил Хӗвеланӑҫ Европӑна виҫӗ хутчен вӗҫтерсе килнӗ.
Ҫак кунсенче юр тӑтӑшах ҫуса тӑрать. Ӑна тасатассишӗн коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑраҫҫӗ. Пур чухне те, тен, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ те пулӗ. Ҫул ик айккипе лартса тухнӑ машинӑсем чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса калаҫнине те илтме тивет.
Федераци тата регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсене, ялсенчи урамсене хӑватлӑ техника ӗҫлет. Пӗчӗк территорисенче юр тасатакан пӗчӗк машинӑсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер аллейине (вӑл Ленинла комсомол урамӗпе Шумилов урамӗсем хушшинче вырнаҫнӑ) юртан тасатма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ятарлӑ техника туяннӑ. Анчах вӑл хӑй лакса ларнӑ. Ҫав саманта «Руль умӗнче» портал Инстаграма вырнаҫтарнӑ.
Тинех календарь ҫинче хӗл вӗҫленчӗ. Анчах вӗҫленчӗ теме тӑхтамалла-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна сивӗ ҫанталӑк татах килӗ.
Ыран каллех юр ҫӑвӗ. Ҫапах ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун та юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Виҫӗ кунра Чӑваш Енре 6-11 миллиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Ҫулсем пӑрлак пулӗҫ.
Эрнекун атмосфера пусӑмӗ пысӑкланма тытӑнӗ, ҫил лӑпланӗ. Канмалли кунсенче 10-15 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 8-мӗшӗнче те юр ҫӑвӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче термометр ҫӗрлесерен 20-25 градус кӑтартӗ.
Нарӑс уйӑхӗ питӗ сивӗ килчӗ. Ку кӑна мар, юр та нумай ҫурӗ. Халӗ вара Чӑваш Ене циклон килет, кӗҫех юр вӑйлӑ ҫума тытӑнӗ. Темиҫе сехетре юр хулӑнӑшӗ 10-15 сантиметр таран ӳсме пултарӗ.
Унччен эрнекун ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑнтӑр районӗсене ҫеҫ пырса тивӗ, нумайлӑха тӑсӑлмӗ вӑл.
Ыран та кӑштах юр ҫӑвӗ. Каҫ енне вара сивӗтме пуҫлӗ. Ирхине, вырсарникун, каллех 20 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран тата сивӗрех пек туйӑнӗ.
Тунтикун сивӗ каймӗ-ха, термометр 18-13 градус кӑтартӗ. Ытларикунтан каллех юр ҫума тытӑнӗ. Эрне вӗҫнелле 10-15 градус таран сивӗтӗ.
Паян ҫӗрле республикӑра 31-36 градус сивӗ пулӗ. Ҫапла кӑтартӗҫ метеостанцисенчи термометрсем. Чӑннипе вара хӑш-пӗр ҫӗрте тата сивӗрех пулӗ.
Ҫӗрле сивӗ кӑна мар, ҫиллӗ те пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 8-13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫапла ир енне 50 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Юнкун ирхине 30 градус сивӗ тӑрӗ. Кӗҫнерникун тинех ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнӗ. Эрнекун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те температура тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Ун чухне те кӗске вӑхӑтлӑха 25 градус таран сивӗтӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушлӑхӑн «сарӑ хӗрлӗ» шайӗ пулать. Кун пирки ЧР ШӖМӗ те хыпарлать.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре питӗ сивӗ пулӗ. Сывлӑш температури нормӑран 7-10 градус сивӗрӗх тӑрӗ. Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май тӑм илес хӑрушлӑх пысӑкланать. Электричествӑпа тивӗҫтерес енӗпе те йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ. Пушар тухасран та асӑрханмалла.
Палӑртмалла: иртнӗ эрнере те республикӑра сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ.
Паян термометр 26 градус кӑтартнӑ. Чӑннипе вара 42 градус сивӗ пек туйӑннӑ. Ҫакӑ – кастаракан сивӗ ҫиле пула.
Ыран ҫил кӑштах лӑпланӗ. Ҫавна май паянхи пекех сивӗ туйӑнмӗ. Термометр вара сивӗрех кӑтартӗ – 28 градус. Паян ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тата сивӗрех пулӗ.
Ыран кӑнтӑрла ҫанталӑк кӑштах ҫемҫелӗ. Шупашкарта 20 градус сивӗ пулӗ. Юнкун циклон ҫывхарӗ, юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 14-16 градус пулӗ.
Эрнекунран пуҫласа вырсарникун пӗр уйӑх ҫумалли юр тултарса лартӗ. Шӑматкун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, вырсарникун ҫил лӑпланӗ.
Лӑпланма иртерех-ха. Ҫитес эрнере те сивӗ пулас хӑрушлӑх пур.
Канмалли кунсенче ӑшӑ тумланма ан манӑр. Синоптиксем ҫанталӑк питӗ сивӗтессе пӗлтереҫҫӗ.
Паян ҫӗрлех сивӗтме тытӑнать, сывлӑш температури 13-18 градус пулӗ. Вырсарникунпа тунтикун та сивӗ тӑрӗ. Ун чухне урамра 40 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Ҫавна май шкулта занятисене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун ҫӗрле 35-40 градус сивӗ пулӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче те шартлама сивӗ 10 кун тӑчӗ. Хальхинче тата нарӑсӑн 11-12-мӗшӗсенче, 16-мӗшӗнче сивӗ пуласса пӗлтереҫҫӗ. Нарӑсӑн иккӗмӗш ҫурринче ҫеҫ ӑшӑтӗ, юр ҫума пуҫлӗ.
Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Сигберт» циклон хуҫаланӗ. Вӑл йӗпе юр тата ҫумӑр илсе килӗ. Кун пирки «Погода в Чувашии» пӗлтернӗ.
Эрнекун каҫхине тата ирхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, ҫав кун юр 10-15 сантиметр хулӑнӑш ларма пултарать. Ку вӑл — нарӑс уйӑхӗн ҫур виҫи.
Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, ҫав шутра Шупашкарта та, юр хулӑнӑшӗ 15-20 сантиметрпа танлашӗ.
Каҫхине ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтӗ. Канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра 20 градус таран сивӗтӗ, уяр чухне — 25 градус таран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |