Синоптиксем республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫӗрлесерен.
Паян ҫӗрле сывлӑш температури 16 градус таран сивӗнӗ. Ыран каҫхине вара 17 градус сивӗ пулӗ. Шупашкарта ҫӗрлесерен 6-8 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 3-5 градус сивӗ. Ыран республикӑра кӑнтӑрла 3-8 градус сивӗ пулӗ.
Республикӑри ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак, ҫавна май Росгидромет вырсарникунччен хӑрушсӑрлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.
Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.
«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ҫил вӑйланасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ҫеккунтра 17-19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран кӑштах вӗтӗртетӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ: 736 миллиметр пулӗ. Термометр ыран 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен, тӗтре карса илме пултарнӑран Гидрометцентр хӑрушлӑхӑн сарӑ шайне палӑртнӑ.
Паян ҫӗрле 0-5 градус ӑшӑ пулӗ. Сывлӑшри нӳрӗклӗх 88 процентпа танлашӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫыннӑн пӑши ашӗ ҫав териех ҫиес килнӗ-ши? Халӗ унӑн пуҫиле майпа явап тытма тивӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пӑши тирне асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Пӑшие уйӑх каялла персе ӳкернӗ ҫынна вӑрах шырама тивмен. Вӑл 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Сунара ҫӳреме юратаканскерӗн килӗнче 25 килограмм пӑши ашӗ, 4 пӑшал, вӗсенчен пӗрне хуҫи саккуна пӑсса упранӑ, патронсем, ҫӗҫӗсем, сунар билечӗ тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те туртса илнӗ.
Саккуна пӑсакан сунарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статья 500 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Кӗркунне пире каллех савӑнтарӗ. Ытларикун, ыран, пӗлтӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Каҫхине 5 градус таран сивӗтӗ, кӑнтӑрла 1-6 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Эрне варринче антициклон Казахстан еннелле кайӗ, пирӗн пата ӑшӑ килӗ. Урамра татах темиҫе градус ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун хӗвел пӑхас шанчӑк пур.
Канмалли кунсенче вара каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах кулянмаллиех ҫук. Ҫанталӑк сивӗ тӑмӗ, термометр 4-9 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку ҫанталӑкӑн ку тапхӑрӗ валли питӗ ӑшӑ шутланать.
Чӑваш Енре миҫе хӑмӑр упа пурӑнать? Нумаях пулмасть вӗсене шутланӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 37 упана шута илнӗ.
Тӳрех палӑртмалла: упасене Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ, вӗсене тытма юрамасть. Упасене ҫурлан 16-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен шутланӑ. Чӗрчунсене сыхлакан дирекци инспекторӗсем утаманӑн малти урин ҫӗр ҫинчи йӗрӗсене сӑнанӑ, вӗсене танлаштарнӑ. Ҫапла майпа 37 упана шута илнӗ.
Улатӑр районӗнче – 16, Шупашкар районӗнче – 9, Шӑмӑршӑ районӗнче 6 упа пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал утамансен йышӗ ӳснӗ. 2019 ҫулта 20 упа кӑна пулнӑ.
Юлашки кунсенче урамра чӑннипех те кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланать. Ӗнер ҫил вӑйланчӗ, сывлӑш температури 2 градус ҫеҫ ӑша пулчӗ. Эппин, кӗҫех юр та ҫума тытӑнӗ. Кун пирки синоптиксем те систереҫҫӗ.
Ахӗртнех, пӗрремӗш юр юнкун ӳкӗ, ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ. Эрнекун тата шӑматкун ҫумӑр нумай ҫӑвассине систереҫҫӗ. Сывлӑш температури 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах ӑшӑ нумайлӑха килмӗ, кӗҫех юр ӳкме тытӑнӗ.
Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тата чӳк пуҫламӑшӗнче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ӑшӑ килессе кӗтмелли ҫук, ҫӗрлесерен те шӑнтӗ.
Паян Атӑл леш енче «Вӑрмана упрар» пӗтӗм ҫӗршыври акци иртнӗ. Унта студентсем, «Симӗс хула» экологи организацийӗн пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн Йӑлӑмри 22-мӗш кварталӗнче икӗ гектар ҫине 10 пин хыр хунавӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 2010 ҫулхи пушарта ҫунса кайнӑ лаптӑкран 95 процентне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.
Йӑлӑмра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ Александр Воробьев хунав туса илеҫ ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Республика ертӳҫи теплица тума сӗннӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫласан хамӑра ҫеҫ, ытти региона та хунавпа тивӗҫтерме пултарӑпӑр тесе шухӑшлать вӑл.
Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ-ха? Ӑшӑ ҫанталӑк пире татах савӑнтарӗ-и? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ.
Ҫитес кунсенче ҫил вӑйланӗ, ҫулҫӑ тӑкӑнӗ. Ҫил ашӑ пулӗ, термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Юпан 12-мӗшӗнче каҫхине ҫил лӑпланӗ. Ӑшӑ ҫанталӑк ҫитес эрнекунччен тӑрӗ. Ун хыҫҫӑн сивӗтӗ.
Ҫитес эрнере канмалли кунсенче чӳк уйӑхӗнчи пек сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Юпан 21-22-мӗшӗсенче ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, йӗпе юр ӳкме пултарӗ. Ҫӗр ҫийӗн юр ларма та пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |