Етӗрне районӗнчи Ҫатра ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку инкек ҫынна пула тухман.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫатра ялӗ ҫывӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑмӑн мунчине аҫа ҫапнӑ. Мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй шар курман.
Ҫулӑм хӑмаран ҫапса тунӑ вутӑ сарайне кӑштах куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 7 пушар пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑхах пулмарӗ. Ку уйӑх еплерех пулӗ-ши? Синоптиксем мӗн пӗлтернине тишкерер.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче ҫумӑр нормӑран сахал ҫӑвӗ. Ҫитес кунсенчех Чӑваш Енре 30 градус шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш декадинче те шӑрӑх пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра та хӗвел хӗртсе пӑхӗ. Апла уйӑхӗпех шӑрӑх пулӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, хушӑран термометр 35 градусран та ытларах кӑтартма пултарӗ.
Ҫапах кашни кунах шӑрӑхра нушаланма тивмӗ. Кӑштах уҫӑрах кунсем те пулӗҫ паллах.
Хальлӗхе республикӑра ҫанталӑк шӑрӑхах мар-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ, 24-29 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫума пултарӗ.
Тепӗр кунах ҫанталӑк уҫӑлӗ. Сывлӑш температури 18-23 ҫеҫ пулӗ. Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче тата сивӗтӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх килӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ.
ҪӖР | 22 |
Ӗнер ҫӗрле 6-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкалли ҫулла пуҫланнӑранпа пулманччӗ-ха. Ыран ӑшӑтӗ, 19-24 градуса ҫитӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Юнкун валли вара ҫӗрле кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫак кун ҫанталӑк та сивӗтӗ. Юнкун ҫӗрле 3-5 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 15-17 градус. Ҫитменнине, пӗлӗтленӗ, хӗвел таврана ӑшӑтаймӗ.
Эрне вӗҫӗнче ӑшӑ килӗ. Ун чухне 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ.
Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче тӑпрана тата шыва тислӗкпе вараланине тупса палӑртнӑ. Кун пирки ведомствӑна вырӑнти халӑх пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Муркаш юханшывӗнчи шыва тата Сӑнав лесничествинчи тӑпрана анализ тума илнӗ. Кӑтарту савӑнтарман: тӑпрара чӑнах та хими япали виҫерен нумай, шывра та ҫавнашкалах.
Анализ кӑтартӑвӗсене йӗрке хуралне янӑ, халӗ ку ӗҫе кам тума пултарнине шыраҫҫӗ. Айӑплине тупсан административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Паян – ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Анчах урамра пӗрре те ҫулла пек туйӑнмасть-и? Ан пӑшарханӑр: синоптиксем кӗҫех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ.
Ыран сивӗ пулӗ-ха, аслати кӗмсӗртетме пултарӗ, сывлӑш температури 13-18 градус таран ҫеҫ ӑшӑнӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, Казахстан енчен ӑшӑ килме пуҫлӗ. Ҫӗрмен 5-6-мӗшесенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те ҫумӑр ҫӑвӗ, 20-25 градус ӑшӑтӗ. Ҫӗртмен 8-10-мӗшӗсенче вара 30 градус шӑрӑх килмелле.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ – сывлӑш температури вӑтамран 16 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Кун пек ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн варринче 2017 ҫултанпа пулман. Хӑҫан ӑшӑтать? Ку ыйта сире канӑҫсӑрлантарать пуль-ха.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн юлашки декади те нормӑран кӑшт сивӗрех пулӗ. Ҫапах сывлӑш температури вӑтамран 13-4 градус таран ӑшӑнӗ. Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫавӑнпа сивӗрех пулӗ. Шӑматкун вара сывлӑш 14-19 градус таран ӑшӑнӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Тунтикун та ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Ытларикун 20 градус ӑшӑтӗ, юнкун вара – 20-25 градус. Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче 30 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ку – сулхӑнра кӑна-ха. Эппин, ҫуллахи евӗр шӑрӑх ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакансем вӑрманта пӗр КамАЗ хыр пӗренисем илсе тухнине курнӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.
Чӑнах та, йывӑҫсене саккуна пӑсса касни палӑрнӑ. Ҫакна тӗрӗслев ҫирӗплетнӗ. Шӑмӑршӑ лесничествин вӑрманҫинчен туяннӑ-мӗн ӑна. Лешӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 13 хыр каснӑ. Ҫапла майпа вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 500 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лесникӑн йывӑҫ каснӑшӑн судра явап тытма тивӗ.
Ҫанталӑк питех савӑнтармасть. Урамра ҫу уйӑхӗ тееймӗн. Синоптиксем те савӑнмаллиех пӗлтермеҫҫӗ – Чӑваш Енре тепӗр эрне сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Ыран кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 11 литр ҫумӑр ӳкме пултарать. Термометр 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те вӑйланӗ.
Эрне варринче ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ. Юнкун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать. Кӗҫнерникун 15-17 градус ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр чарӑнӗ, кӑштах ӑшӑтӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк лайӑхланӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |