Сывлӑх
![]() i3vestno.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче кашни кун 10-12 ҫын кӑшӑлвирусран вилетчӗ. Халӗ те кӑтарту ун чухнехи патнех таврӑннӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вирус 2001 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 31610 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28689-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 66 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 920 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() penza-post.ru сайтри сӑн Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен. Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхине 23 сехетре сасӑпа вӑранса кайнӑ. Тепӗртакран мӗн пулса иртни паллӑ пулнӑ: подъезд карнизӗ ҫине ҫын персе аннӑ. Ҫав ҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, следовательсем 10 минутран ҫитнӗ. Хӗрарӑм карниз ҫине ӳксенех вилнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре унӑн виллине илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, хӗрарӑм 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ, вӑл мӗнле майпа ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк вӗҫленет. Ку эрнере пирӗн пата сивӗ ҫитет. Эппин, чӑн-чӑн кӗркунне пуҫланать. Хальлӗхе ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сивӗтме пуҫлать. Ҫапла «карчӑк ӑшши» вӗҫленет. Ыран тата юнкун ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫапах ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫумӗ, анчах сивӗтме пуҫлӗ. Эрнекун кӑнтӑр циклонӗ Чӑваш Ене ҫумӑр илсе килӗ, ҫил вӑйланӗ. Ун чухне ҫӗрле кӑнтӑрлахинчен ӑшӑрах пулма пултарӗ. Ҫак кунран кӗрхи ҫанталӑк пуҫланӗ. Синоптиксем систернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлма пултарӗ. Ҫитес тунтикун республикӑра йӗпе юр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. 11-мӗш класра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ килтен тухса кайсан таврӑнман. Тимур Мухамад Азадович Миа, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче рюкзак, палатка йӑтнӑ та хӗрлӗ велосипед ҫине ларса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Тимур 182 сантиметр ҫӳллӗш, симӗс куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫӳллӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑна курсан 8 800 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ту-сӑрт ячӗсемХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
юрлаҫҫӗ юрӑра. Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур. Арамаҫи тухӑҫра хӑлахсен мифологинче паллӑ ту, авалхи эрменсен ӗненӗвӗнче унта турӑсем пурӑннӑ, тенӗ, урӑхларах каласан, вӑл эрменсен Олимпӗ шутланнӑ, ахӑртнех, авалхи чӑвашсемшӗн те ҫав пӗлтерӗшпех ҫӳренӗ пуль. Сарту, Шурту, Улату, Йӗкӗрту час-часах тӗл пулать чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче. Шукӑльту тени те пур, ку, ахӑртнех, Жигули тӑвӗсене пӗлтернӗ пулас. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Чикмерен анатарахри ҫӳллӗ сӑртсене Ар-Сӗнтер тенӗ, «Ар-Сӗнтӗрпеле Улатимӗр тӑвӗ ҫинче хула пулнӑ,— тени пур Ашмарин словарӗнче. — Ар-Сӗнтӗр ту ҫинче тутар ӗмпӳ пулнӑ, Улатимӗр тӑвӗ ҫинче — чуаш ӗмпӳ. | ||
Персона
![]() Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ. Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ. Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ. Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() day.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме ӗмӗтленнӗ ахӑртнех. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вал полици участокне пырса каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗнче ун патне пӗлӗшӗнчен ҫыру килнӗ, лешӗ кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме май пуррине пӗлтернӗ. Ку ӑна ӗненсе банк карттин реквизичӗсене каланӑ. Кӗҫех унӑн карточки ҫинчен 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Чӑннипе вара ҫырӑва пӗлӗшӗ ҫырман, унӑн аккаунтне ют ҫын ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнче ЧР Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем «Тойотӑна» чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ хӑнк та туман, иртсе кайнӑ. Пакунлисем ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Водитель машинине вӑрман хӗррине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ. Анчах инҫе каяйман – ӑна кӗҫех ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗ тытса чарнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман: йӗрке хуралҫисен тумне ярса тытнӑ, тарма хӑтланнӑ. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави пулман. Ӑна 4 статьяпа килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем самай нумайланнӑ. Ку енӗпе хӗллехи кӑтартусем патне ҫывхарса пыратпӑр. Юлашки талӑкра республикӑра 12 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1989 ҫын сывалайман. Пӗтӗмпе 31535 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 28623-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын каварлӑ вируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем 61 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри стацицонарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 923 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |