Культура
![]() Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ «Чӑваш тумӗн азбуки» тӗпчевпе пултарулӑх тетрачӗ тӑрӑх Пӗтӗм Раҫҫей ача-пӑча конкурсӗ ирттерет. «Чӑваш тумӗн азбуки» пултарулӑх тетрачӗ ачасем чӑваш халӑхӗн этнокультурипе кӑсӑкланассине вӑйлатасса шанаҫҫӗ. Конкурса 5-10 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ӳсӗмне кура ҫак ушкӑнсенче: 5 ҫултан пуҫласа 7 ҫулччен; 8-тан 10-ччен; сывлӑх енчен хавшак ачасен тӑрӑшӑвне уйрӑм тишкерӗҫ. Конкурс авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑри техникумсемпе колледжсенче хысна шучӗпе вӗренме 6360 вырӑн уйӑрнӑ. Ҫамрӑксене аслӑ шкулсемпе колледжсене вӗренме йышӑнмалли кампание Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вӗрентӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Лукшин пӗтӗмлетнӗ. Рабочи профессийӗсене вӗренес кӑмӑллисен хушшинче конкурс 1,2 ҫынпа танлашнӑ. Яшсемпе хӗрсенчен ытларахӑшӗ пушар хуралӗнче, IT, банк тытӑмӗнче, медицинӑпа строительствӑна суйлани сисӗннӗ. Рабочи специальноҫӗсенчен ҫамрӑксем дефектоскопист, электромонтер, автоюсав мастерӗ, крановщик, повар, кондитер, парикмахер т.ыт.т пулас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче залива юсама тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе чӳк уйӑхӗн ҫуррисенче вӗҫлемелле. Амӑшӗн палӑкӗ умӗнчи лапама тата картлашкасене ҫӗнетесси, шыв сетьне улӑштарасси халӗ малалла пырать. Строительство объекчӗн тӗп архитекторӗ – Филипп Якубчук. Заливра ҫуран тата велосипедпа ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑчапа спорт лапамӗсем, баскетболпа воркаут лапамӗсемпулӗҫ. Юсав ӗҫӗпе тӳре-шарапа пӗрлех паллашнӑ Андрей Михайлов журналист «Хыпар» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «залив хӗрринче пирс тунӑ, 1,5 пин тӑваткал метр брусчатка сарнӑ, дамба ҫине боллардсемпе, вырӑн-вырӑнпа асфальт сарнӑ, светильниксене улӑштарӗҫ, йывӑҫсемпе тӗмсем лартӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха. Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ. Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем 053/054-мӗш номерлӗ «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) фирма пуйӑсне икӗ хутлӑ вакунсенчен йӗркелесшӗн. Кун пирки хальлӗхе официаллӑ пӗлтермен-ха, анчха ун пек сӑмах-юмах тухнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 071/072-мӗш номерлӗ «Чебоксары-Москва» (чӑв. Шупашкар-Мускав) пуйӑс икӗ хутлӑ вакунсем ҫине куҫрӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхсемпе танлаштарсан кӑҫалхи ҫур ҫулта икӗ хутлӑ вакунсем 1,5 хут нумайрах пассажира турттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rtp-news.com сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 11 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен 2074 ҫын чирлесе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку чирленисен 6,5 проценчӗпе танлашать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 32139 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29159-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнӗ, 64 ҫын сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 906 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tonometr58.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна 19 дефибриллятор кӳрсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарата сывлӑх сыхлавӗн пирвайхи сыпӑкне юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн туяннӑ. «Дефибриллятор чӗрепе ӳпке чирӗпе чирлесен реанимаци вӑхӑтӗнче, кардиоплегипе ҫыхӑннӑ операцисенче кирлӗ. Чӗре кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларасран пулӑшать», — ӑнлантарнӑ Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн аслӑ фельдшерӗ Алевтина Окликова. Реанимаци оборудованине пульницӑн подразделенийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра валеҫсе парӗҫ. 9 дефибриллятора врач амбулаторийӗсене парӗҫ, пӗрне — 1 Ишлейри пульницӑна, пӗрне — Тутаркассинчи участок пульницине. 7 дефибриллятора халӑх йышлӑ вырӑнсенчи ФАПсене илсе кайӗҫ, пӗри район пульницинче юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() admoblkaluga.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре халӑхран илекен сӗт хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Республикӑра халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Тӳре-шара аван уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хисеп пӗлтӗрхи хакран 18,07 процент нумайрах. Пӗлтӗр кӑтарту 16,6 тенкӗпе танлашнӑ. Юлашки эрнере халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ 70 пус ӳснӗ. Комсомольски районӗнче хак ҫур тенкӗ хӑпарнӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Элӗк, Канаш, Тӑвай районӗсенче сӗте 1 текнӗ ытларахпа пуҫтарма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче сивӗ пулчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури вӑтамран 8 градус пулчӗ. Ку нормӑран 6 градус сивӗрех. Паян кӑнтӑрла кӑштах ӑшӑтнӑ, ирхине 3-4 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкал ҫанталӑк юнкунччен пулӗ. Ытларикун ҫапах 13-15 градус таран ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере 1 тӑваткал метр ҫине 10 литр шыв ӳкме пултарӗ. Канмалли кунсенче «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере вара сывлӑш 23 градус таранах ӑшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрнери агротехникум ҫумӗнче ачасен цифра вӗренӗвӗн «ИТ-куб» ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. «ИТ-кубра «Программирование на Java», «Программирование на Python», «Программирование роботов», «Мобильная разработка», «Кибергигиена и работа с большими данными», «Системное администрирование» енсемпе вӗрентӗҫ. Ачасене 24 специалист, 12 наставник ӑс парӗ. Вӗсем квалификацие ӳстернӗ ӗнтӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ 3 ИТ-куб. 2019 ҫулта Канашра уҫӑлнӑ, пӗлтӗр – Вӑрнарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |