Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлесе пынӑ май вӗсен йышӗ 1 миллион патнелле ҫитсе пырать те ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе тунӑ май лаборатори чӑваш чӗлхине ытти куҫару сервисӗсене те хушас тӗллевпе ӗҫлет. Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи пӗлтӗр хушӑнчӗ. Ҫавӑн пекех тӗллевре Микрософрӑн сервисне, Google.Translate-а тата ыттисене хушасси. Google.Translate сервисра чӑваш чӗлхи хушӑнтӑр тесен кӑшт хамӑрӑн та, чӑвашсен, тӳпене хывмалла. Ҫак сервисӑн сообществинче чӑваш чӗлхи пур ӗнтӗ. Пирӗн хамӑр чӗлхе питӗ кирлине кӑтартса парас пулать: пуплевӗшсемпе сӑмах майлашӑвӗсене куҫарса пулӑшмалла, ыттисем куҫарнине тӗрӗслесе памалла. Хальхи вӑхӑтра пирӗн чӗлхен индексӗ 1400-пе танлашать. 1000 пуплевӗш тӗрӗсленӗ, тата 400 пуплевӗш куҫарнӑ. Танлаштарма: пушкӑрт чӗлхи валли ку виҫе 1700-пе танлашать (1400 тӗрӗсленӗ, 300 куҫарнӑ), тутар чӗлхи валли — 7300 (тӗрӗсленӗ 6800, куҫарнӑ 700). Ҫавӑн пекех Google.Translate сообществинче якут чӗлхи пур. Пирӗн чӗлхене кунта кӗртни ҫавах та Google-та унпа кӑсӑкланнине, унӑн Google.Translate-а лекес шанчӑк пуррине пӗлтерет. Ҫавна май эсир те ҫак ӗҫре пулӑшсан аван пулӗччӗ. Пулӑшас тесен питӗ ҫӑмӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи Шоркасси Сорӑм ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫынна ҫынна заложника ярса илнӗшӗн айӑплӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗлерессипе 3 хутчен хӑратнӑ, ӗҫри влаҫ представительне хӑратнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, авӑн уйӑхн 5-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ-ха. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑмпа харкашма тытӑннӑ. Алӑ та ҫӗкленӗ, вӗлерессиие хӑратнӑ. Юлашки тӗслӗхре пӑтӑрмах пирки пӗлсен пӗр ял хӗрарӑмӗ йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Пакунлисем вырӑна килсе ҫитсен арҫын алӑка уҫман, полицейскисене кайма хушнӑ. 16-мӗш калибрлӑ «ИЖ-18Е» пӑшалтан алӑк витӗр перессипе, хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Унтан вырӑна Росгвардин спецназӗ тата полицейскисем персе ҫитнӗ. Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пынӑ, полицейскисене ҫаврӑнса кайма ыйтнӑ, ахальлӗн хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Унтан вӑл кил ҫывӑхӗнчи вӑрмана тухса тарнӑ. Анчах пакунлисем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ! Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ. Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ. Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин хушнипе пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене «Пушкин карттине» пама тытӑнӗҫ. Ӑна илес тесен патшлӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе ыйтса ҫырмалла. Асӑннӑ карттӑ ачасемпе ҫамрӑксене культура учрежденийӗсене патшалӑх шучӗпе кӗме май парӗ. Картта ҫинче 3 пин тенкӗ укҫа пулӗ. Карттӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав 31-мӗшӗччен вӑйра пулӗ. Унпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курайӗҫ. Килес ҫул карттӑна ҫӗнӗрен, ун чухне ҫулталӑклӑха, кӑларӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те асӑннӑ проекта хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ. Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. «Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман. Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ruadvocate.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм, шкулта ачасене вӗрентекенскер, ултавҫӑсене ӗненсе самай пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 900 пин тенкӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ: ҫарла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Вӗрентекен тӳрех ӗненмен. Анчах лешсем унран хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен ҫамрӑк хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ, 29 абонент номерӗ ҫине 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие заявлени ҫырма кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере ҫӳп-ҫап купи ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем тата ҫав вырӑнта ӗҫлекенсем ҫулӑма сарӑлма паман, сӳнтернӗ. Ун чухне вырӑнти тӳре-шара ҫӳп-ҫап купи хӑй тӗллӗн ҫунма тытӑнма пултарни пирки каланӑччӗ. Анчах пӗр эрнерен вӗсен шухӑшӗ улшӑннӑ, пушар урӑх сӑлтава пула тухнине каланӑ. Ҫӳп-ҫап купине пӑхса тӑракан «Коммунальщик» предприяти директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, свалкӑна ятарласа чӗртсе яма пултарнӑ. Специалистсем ҫакна ахальтен палӑртман: ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, унччен вара нимӗн те мӑкӑрланман. Коммунальщиксем полицие заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗ тин ҫуралнӑ ачана регистрациленӗ. Пепке Президент пепкелӗх центрӗнче ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӗсен кулленхи ӗҫӗ-ха, анчах ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ: Луна. Пусӑм «у» саспалли ҫине ӳкет. Луна ят латин чӗлхинчен пулса кайнӑ. Ҫапла Авалхи Римра Уйӑх туррине чӗннӗ. Унтан «Луна» сӑмах итальян тата испан чӗлхисене куҫнӑ, хӗрачасене ҫавнашкал ят пама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Игорь Моляковпа тӗлпулу иртӗ. Игорь Юрьевича нумайӑшӗ патшалӑх тата политика ӗҫченӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. 1994 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ. Чӑваш парламентӗнче вӑл икӗ созывра «халӑх тарҫи» пулнӑ. 2020 ҫулта ӑна РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Вулавӑшри тӗлпулу-каҫра Игорь Юрьевичпа поэт евӗр паллаштарӗҫ. Вӑл — философ. 1983 ҫулта Ленинградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки 2001 ҫулта Йошкар-Олара пичетленсе тухнӑ, иккӗмӗшӗ — ҫавӑнтах тепӗр икӗ ҫултан. Сӑвӑсемпе пӗрлех Игорь Юрьевич пысӑкрах калӑпӑшлӑ хайлавсем ҫырать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн «Заметки на ходу» романӗ кун ҫути курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |