Пӑтӑрмахсем
![]() nat-geo.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын виллине ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫырмара асӑрханӑ. Ӗнер следовательсем ҫав ҫын кам пулнине, вӑл мӗнле вилнине палӑртас тӗллевпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларма юратаҫҫӗ. «Советская Чувашя» хаҫа Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче 27 ҫулти хӗрарӑм хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа ҫул айккине чӑмнӑ. Аллине хуҫнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Лере тухтӑрсем тӗрсленӗ те организмра 0,705 мг эрех пулни палӑрнӑ. Арҫыншӑн та ун чухлӗ эрех ӗҫни нумай теҫҫӗ специалистсем. «Кӳкеҫ — Тутаркасси — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫул ҫинче 29 ҫулти хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнаканскер «Фольксваген Поло» машина рульне тытса пынӑ. Машина ҫул айккине чӑмсан вӑл аманнӑ. Анчах хытах мар. Вӑл та ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере Чӑваш Енре сивӗтме пуҫларӗ. Тин кӑна 30 градус шӑрӑхчӗ, халӗ вара каҫсерен ӑшӑрах тумланма тивет. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 17-22 градуспа танлашнӑ. Ҫӗрлесерен 4 градус таран ҫеҫ пулӗ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Ҫавна май тӑм ӳкме кӑна мар, самай сивӗтме те пултарӗ. Ҫапах ӑшӑ таврӑнӗ-ха. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ ахӑртнех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ, 14-19 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() glavagronom.ru сайтри сӑн Пурте кураҫҫӗ ӗнтӗ: республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран таҫта та ӳсет. Тӳре-шара унпа кӗрешме хыснаран 8 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пирӗн республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран 300 гектар ҫинче алхасать. Уйрӑмах вӑл Красноармейски районӗнче нумай иккен. Унта пӗтӗмпе 13,2 гектар ҫинче шӑтса тухнӑ вӑл. Ытларах юханшыв хӗррипе ӳсет. Ҫавӑнпа химипе усӑ кураймӑн. Специалистсем сисчӗвленнӗ: лару-тӑрӑва алла илмесен вӑл тата ҫивӗчленӗ. Ҫавӑнпа наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() jooinn.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнчен, Чермыхыр утрав ҫинчен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Арҫын урине амантнӑ та унтан тухаймасть-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби. 2-мӗш ҫӑлав посчӗн дежурнӑй ушкӑнӗ утрав ҫине пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ та суранланнӑ, хӑй тӗллӗн утайман арҫынна пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ, лешсем пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн Шупашкарта канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хупӑнӗҫ. Ярмӑрккӑсем хулари темиҫе вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ: «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче. Ярмӑрккӑсенче пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗслӗхрен, купӑста 25-40 тенкӗ тӑрать, сухан – 30-40 тенкӗ, кишӗр – 30-50, кабачок – 10-30, хӑяр – 30-35, помидор 50-80 тенкӗ. Унта пахча ҫимӗҫ сутакансем вырӑна тара илнӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ҫавна май тавар хакӗ те самай пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпара эпир «Правда ПФО» РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова пӗлтернине тӗпе хурса хатӗрленӗччӗ. Унта Муркаш районӗнчи темиҫе ял тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнине ӗнентернӗччӗ. Республика прокуратури Муркаш районӗнчи 2-мӗш терапи уйрӑмӗнче (вӑл Мӑн Сӗнтр ялӗнче вырнаҫнӑ) медицина персоналӗ пуррипе ҫуккине, халӑха тухтӑрсем епле пулӑшнине тӗрӗсленӗ. Асӑннӑ уйрӑмра талӑкӗпе ӗҫлекен 10 койкӑлӑх пост тата 7 койкӑлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур. Вӗсенче икӗ врач ӗҫлет: терапевт тата невролог. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен терапи уйрӑмӗн персоналӗ черетлӗ канура пулнӑ, ҫав шутра — терапевт, медицина сестри тата урай ҫӑвакан. Терапевт каннӑ вӑхӑтра ҫынсене Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑри терапи уйрӑмне пурӗ 9 ҫынна сиплеме вырттарнӑ-мӗн. Невролог вара ҫынсене Мӑн Сӗнтӗртех йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() http://чувашгаз.рф сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чувашгаз» (чӑв. Чӑвашгаз) унитарлӑ предриятин директорне Сергей Варлашкина ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май аса илтерер: ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хунӑччӗ. Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Тӑван Ен" сайтӗнчен Чӑваш Енри тепӗр министр хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Хальхинче – промышленноҫ министрӗ Евгений Герасимов. Вӑл ку должноҫра ҫулталӑк та ӗҫлемен. Халӗ унӑн тивӗҫӗсене министр ҫумӗ Александра Кондратьева пурнӑҫлать. Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑларнӑ хушура министра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кӑларассине ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Китая пуҫласа чӑваш эрех-сӑрине ӑсатнӑ. Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыва ял хуҫалӑх продукцине ӑсатассине илсен, Китай малти вырӑн йышӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 9, 6 АПШ долларӗллӗх 64,2 тонна апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,8 процент нумайрах. Китая печени, ӑсатасси, сӑмахран, 83 хут ӳснӗ, вафли таврашне унчченхинчен 1,3 хут нумайрах сутнӑ. Ытти кондитер изделийӗпе пӗрлех чӑх какайӗ те Китая ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал Шупашкарти ликёрпа водка савучӗн продукцине те ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |