Ӑслӑлӑх
![]() ArXiv.org пӗлтернӗ тӑрӑх, Австри ӑсчахӗсем тӗпчев ирттернӗ те Ҫӗр чӑмӑрӗ ӗлӗк-авал мӗншӗн шӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакӑ йӑлтах атмосферӑн ҫӳлти сийӗсенче кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Хӗвел хӑйӗн историйӗн пӗр тапхӑрӗнче ӑшӑ паман пулин те Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйне мӗнле майпа упраса хӑварнине ӑнланас тесе Австри ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн темиҫе модельне ӑсталанӑ, вӗсенче атмосферӑри тӗрлӗ лару-тӑрӑва туса пӑхнӑ. Ҫапла май вӗсем сӑлтав кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннине ӑнланса илнӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинчи ӑшша упраса хӑварма кӑмрӑк йӳҫеклӗ газӑн шайӗ сахалтан та 40% пулмалла. Ҫакӑ Ҫӗр атмосферин ҫӑралӑхне пӗрпек шайра тытса тӑма пулӑшӗ. Ҫавна пула ӗлӗк-авал Ҫӗр ҫинче парник эффекчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшша тата пурнӑҫ ҫӑлкуҫне, Хӗвел хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине ҫителӗклӗ парайман пулсан та, тытса тӑнӑ. Каярах кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ шайӗ чакнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ вара пӑрпа витӗнме пуҫланӑ. Анчах ҫак тапхӑр тӗвӗленме ӗлкӗрнӗ организмсене пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттерме май панӑ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗр чӑмӑрӗ 3 млн ҫул ытла каялла пӑрланмалла пулнӑ, анчах та парник эффектне пула ку ӗҫ чылай каярах, 2,2 млн ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ. 22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ. Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Шупашкарта «Волга» ҫӑмӑл машина хыпса илнӗ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал хыпарланӑ. Марков урамӗнче ларнӑ транспорта сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ пушарнӑйсем пулӑшнӑ. Апла пулин те машина усӑ курма юрӑхсӑр. Вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ, ӑна тимӗр-тӑмӑра ҫеҫ ӑсатайӑн. Шупашкарта ӗнер тата тепӗр ҫӗрте те автомобиль ҫуннӑ. Вӑл та — хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑскер. Николаев урамӗнче «ВАЗ-2114» машина хыпса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсен чаҫӗ ҫывӑхрах пулнӑран пушарнӑйсем ҫулӑма самантрах сӳнтернӗ. |
Республикӑра
![]() Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ. Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура. Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Гуань Юй ҫарпуҫӗн капмар кӳлепи. South China Morning Post вырнаҫтарнӑ сӑн 26 миллион доллар тӑракан Гуань Юйӑн капмар кӳлепине куҫарса лартма Китайра 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ. Монумент вырӑнти ҫынсене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Китайри Цзинчжоу хулан влаҫӗсем Гуань Юй легендарлӑ ҫарпуҫӗн 58 метр ҫӳллӗш бронза кӳлепинчен хӑтӑлма 24 миллион доллар уйӑрнӑ. Кун пирки South China Morning Post кӑларӑм ҫырать. Палӑка 2016 ҫулта лартнӑ, ӑна тума 26 миллиона яхӑн доллар тӑкакланӑ. Ҫапах та монумент хула ҫыннисене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Вӗсем кӳлепе ҫине пӑхас мар тесе ҫав района ҫӳреме пӑрахни ҫинчен каласа панӑ. Вырӑнти влаҫсем палӑка вырнаҫтарнине пушӑ тӑкак вырӑнне хунӑ: «Ку 300 миллион юане ахаль тӑкаклани ҫеҫ. Ҫитменнине тата монумента саккуна пӑхӑнмасӑр туса лартнӑ». Кӳлепене вырнаҫтарнӑ Цзинчжоу районӗнче 78 футран ҫӳлерех (24 метра яхӑн) ҫурт-йӗр таврашне тума юрамасть. Анчах палӑка лартакансем саккунра шӑтӑк тупнӑ — вӗсем постамент вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, кӳлепене хӑйне ӳнер япали тесе хакланӑ, вӗсене вырнаҫтарас тӗлӗшпе вара ирӗк ыйтма кирлӗ мар. Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() iz.ru сайтри сӑн Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑмӑршӑ районне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене парнеленӗ. Кун пирки «Хресчен сасси» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ МИХра Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе — социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫипе Александр Чамеевпа интерью пичетленнӗ. «Шӑмӑршӑ районӗ пӗчӗк пулсан та пирӗн тӑрӑхран паллӑ ҫын — артистсем, драматургсем, республикӑра культура ӗҫне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнӑ. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр. Вӗсем хӑйсем те тӑван ене манӑҫа кӑлармаҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Сергей Кувшинов Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене района парнелеме пултарчӗ. Ӑна, паллах, ку енӗпе ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев нумай пулӑшрӗ», — каласа кӑтартнӑ Геннадий Максимов журналиста Александр Чамеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче Шупашкарта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта пахча ҫимӗҫе йӳнӗрехпе туянма пулать. Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен суту-илӳ лапамӗсем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫлӗҫ: «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ», «Николаевски», «Ҫурҫӗр ярмӑркки» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» пасарта. Пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑра пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗсем, чечексем, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ сутӗҫ. Хула администрацийӗ ирттернӗ мониторинг ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал пасарти тавар 30 процент йӳнӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш Енри узбексен культура центрӗ» общество организацийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек кӗввисен каҫне ирттерет. Концерт программине Узбекистанри патшалӑх филармонийӗн Ташкентри филиалӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ: Авазбек Усмонов, Камалхаджа Икбалов, Юлдуз Абдурахмонова, Азиза Мамадалиева, Темурбек Турсунов и Маъруфжон Кодиржонов, Чарос Акилова тата Мафтуна Тошмухамедова. Хисеплӗ хӑна та килсе ҫитӗ. Вӑл – Узбекистанӑн Хусанти тӗп консулӗ Фариддан Насриев. Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп резервӗсен А.И.Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗн самбисчӗсем Максим Иванов тата Татьяна Федорова Минск хулинче Беларуҫ президенчӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртекен пӗтӗм тӗнчери турнирта пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Максим Иванов 88 килограмм тайманнисене виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Спорт мастерӗ Татьяна Федорова 50 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль илнӗ. Палӑртса хӑварар: ӑмӑртӑва 11 ҫӗршыври 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |