Раҫҫейре
![]() Варвара Горбатина Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет. Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ. Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет. Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ. Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Липовый кРай» (чӑв. Ҫӑка тӑрӑхӗ) уҫланкӑра пулӗ. Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ. Фестиваль хӑнисем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ. Программӑна вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ. Фкстивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк т.ыт.те сутӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (83546) 2-35-06 (район администрацийӗн экологи, рекреаци тата туризм пайӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман. Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен. Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Раҫҫейри «Магнит» суту-илӳ сетӗн лавккисенче чӑваш чӗлхи курӑнма пуҫланӑ. Кун пирки «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ пӗлтерет. «Темиҫе уйӑх каялла «Магнитран» шӑнкӑравларӗҫ. Ку туянакан патне суйламасӑр тунӑ йышши шӑнкӑрав пулчӗ. «Магнитра» мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ҫур сехет таранах калаҫма тиврӗ. Килӗшменнисен шутӗнче пӗр япала — икчӗлхелӗх ҫукки — ҫинчен каларӑм. Ман хуравпа шӑнкӑравлакан хӗрача питӗ кӑсӑкланса кайрӗ… Паян вара ҫӗнетнӗ «Магнитра» чӑваш чӗлхи курӑнса кайрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ «Хавал» ушкӑнра. «Пулса иртнӗ калаҫу, тен, пӗлтерӗшлех те пулман пулӗ», — тенӗ ушкӑн хыпарӗнче, — «анчах та вӑл ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хӑйне евӗрлӗ хистев пек витӗм кӳме пултарнӑ», — тесе ӑнлантарнӑ, лавккасен ӗҫӗн хаклавне хутшӑнма ӳркенмелле марри пирки пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, унччен малтан хӑш-пӗр лавккасенче чӑваш чӗлхипе «Пятерочка» усӑ курнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркри «Ковчег» зоокӗтесре пурӑнакан макака юбилейне паллӑ тунӑ. Маруся ятлӑскер 30 ҫул тултарнӑ. Макакӑсем 15-20 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ Анчах ҫак упӑтесене лайӑх пӑхсан вӗсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланать, 30-35 ҫул таранах ҫитееҫҫӗ. Зоокӗтес ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Маруся питӗ ӑслӑ упӑте. Ӑна ҫаралнӑ кунӗнче савӑнтарас тесе уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ: грейпфрут, арпус тата хӑяр ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнӗ. Унпа тухтӑрсен бригади килет. Вӗсемпе пӗрле хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр те пур. Паллӑ медицина учрежденийӗсен тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ача-пӑча сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Вӗсем патне йывӑр диагнозлӑ пациентсем лекӗҫ. Анчах списокпа килӗшӳллӗн ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсем патне ҫырӑнас тесен малтан вырӑнти педиатр е профильлӗ специалист патне каймалла. Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехетре чарӑнӗ. Тухтӑрсем кунта 19 сехетчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ. Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 31 шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. 9 ача пахчинче, 16 шкулта тата 4 техникум-колледжра пӗрер ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Шупашкар районӗнчи ача пахчинче икӗ ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ: ача тата унти ӗҫчен. Вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемипе кӗрешмелли мероприятисем хатӗрлеме предписани панӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ, ачасене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() РИА Новости тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей эстрада юрӑҫин Олег Газмановӑн концерчӗ пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнчех ирттермелле пулнӑ. Анчах ун чухне кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру йывӑр пулнӑ. Халӗ ку енӗпе лайӑхах. Концерта суйлав кунне халалласа йӗркелӗҫ. Вӑл химиксен хулинче авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Николаев стадионӗнче иртӗ. Анчах унта кӑшӑлвирусран прививка тунисем ҫеҫ кӗрееҫҫӗ. Зала 70 процент таран тултарӗҫ. Ҫапла 3 пин ҫын вырнаҫӗ. Сӑмах май, концерта «Химпром» шучӗпе ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |