Культура
![]() Драма театрӗнчи тӗлпулу Чӑваш Енре культурӑпа ӑслӑлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ параҫҫӗ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ ҫынсем ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнер, культура тата ӑслӑлӑх енӗпе пултаруллисене ҫулталӑклӑха стипендипе те хавхалантараҫҫӗ. Ӳлӗмрен ҫав укҫасен виҫи ӳсӗ. Ку хыпара нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. 2022 ҫлхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн укҫа виҫи хальхи 3 пин тенкӗрен 5 пин тенке ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова (литературӑри псевдонимӗ – Ольга Васильева) Ача-пӑча кӗнекин халӑхсем хушшинчи канашӗн (ӑна Швейцарире 1953 ҫулта йӗркеленӗ) пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш конгресне хутшӑннӑ. Мероприяти «Огромный мир сквозь призму детских книг» (чӑв. Пысӑк тӗнче ача-пӑча кӗнеки витӗр) ятпа иртнӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче Мускавра пуҫласа иртнӗ. Ӑна хутӑш мелпе йӗркеленӗ: онлайн тата in-person майпа. Конгреса хутшӑнакансем А.С. Пушкин ячӗллӗ патшалӑх музейӗнче, Пашков ҫуртӗнче тата Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗнче пухӑннӑ. Ольга Васильева IBBY (Ача-пӑча кӗнекин халӑхсем хушшинчи канашӗн) Хисеплӗ дипломне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗнер Етӗрне районӗнче фермерсен республикӑри слечӗ иртнӗ. Унта курав-ярмӑрккӑ та йӗркеленӗ. Фермерсен пухӑвне республикӑри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ. Республика ертӳҫи район администраци пуҫлӑхӗсене уйрӑм хушма хуҫалӑхсене агропредпринимательствӑна тата ял хуҫалӑх потребкооперацине явӑҫтарма сӗннӗ. «Кӑҫал ҫӗнӗрен фермер хуҫалӑхӗсем йӗркеленӗ ҫынсен, грант конкурсӗсенче ҫӗнтернисен йышӗ ӳсрӗ», — тенӗ Сергей Артамонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Тахҫанах пуҫарса янӑ ҫав ырӑ йӑлапа усӑ курса ҫынсем муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчи сывлӑх урчежденийӗсене уйӑхра пӗрре тӳлевсӗр кӗрееҫҫӗ. Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексӗсемпе бассейнсене, тренажер залӗсене, катоксем ҫине прививка тутарнӑ ҫынсем ҫеҫ кӗрейӗҫ. Асӑннӑ икӗ хулара вырнаҫнӑ республика шайӗнчи спорт учрежденийӗсене кӗрес тесен прививка тутарнине ӗнентерекен QR-код кӑтартма тивӗ. Юпа уйӑхӗнче ҫӗнӗ тытӑм ҫине муниципалитетсенчи спорт объекчӗсем те куҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вӑрланӑ кӗрӗ. ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗр ашшӗ-амӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, унтан таврӑннӑ та – килте кӗрӗк, робот-пылесос, тонометр ҫук. Пӗтӗмпе 35 пин тенкӗлӗх пурлӑх ҫухалнӑ. Кам вӑрланӑ? Полицейскисем ку ӗҫе 32 ҫулти арын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Арҫын хваттерсем патне кӗмелли алӑка уҫӑпа уҫса шала кӗнӗ, унтан хваттере лекнӗ. Арҫын хӑйне килӗшнӗ япаласене йӑтса тухса кайнӑ. Кӗрӗкне вӑл тепӗр пӗлӗшне парнелеме палӑртнӑ, ыттине сутма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗлкӗреймен. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытнӑ, япаласене хуҫине тавӑрса панӑ. Полицире арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав хӗр унӑн пӗлӗшӗ, хваттер уҫҫине ӑна хӑйех панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() dw.com/ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилекесем ҫаплах нумай. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 32797 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29736-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 74 ҫын чирленине палӑртнӑ. 61 ҫын сывалнӑ. Шел те, кашни канах ҫынсем ҫак амака пула вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2160 ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 901 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейӗн Культура министерстви «Культура» наци проектне пурнӑҫласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 100-е яхӑн пулӑма онлайн-трансляци мелӗпе «Культура.РФ» порталта кӑтартасшӑн. Ҫӗнӗлӗх ҫӗршывра пурӑнакансене культурӑпа ҫывӑхланма май парасса шанаҫҫӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ онлайн-трансляци валли суйланӑ проектсем витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Мускавсене унта А.С. Пушкин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Метель» (чӑв. Ҫил-тӑман) драма килӗшнӗ. Асӑннӑ ӗҫе «Театр — ачасем валли» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн лартнӑ. «Ку вӑл — пирӗн чи лайӑх спектакльсенчен пӗри», — тенӗ театр директорӗ Елена Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан арҫын машина валли саппас пай туянма хӑтланса улталаннӑ. Тӳлевсӗр пӗлтерӳ паракан сайтсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн ют ҫӗршывра кӑларнӑ автомашини валли саппас пай сутакана шыранӑ. Тавар сутакана унта асӑрханӑ хыҫҫӑн 16 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Тавар сутаканни саппас пая ҫывӑх вӑхӑтра ӑсатма шантарнӑ. Ӗҫе пуҫӑннине ӗнентерсе видео та ярса панӑ. Анчах Кӳкеҫ арҫынни тавара кӗтсе илеймен. Ултавҫа Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын пулнӑ. Вӑл Шупашкарти йӗрке хуралҫисем патне кӑмӑлпа килменрен ӑна конвойпа илсе килнӗ. 37-ри арҫын хӑйне тӳрре кӑларас тесе телефона ҫухатнине, ӑҫта ярса памаллине пӗлменнине ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Шкул ачи ҫул ҫине чупса тухнӑ. Паян 14 сехет те 35 минутра Бауман урамӗнчи 12-мӗш ҫуртӑн арки патӗнче тӑрук арҫын ача ҫул ҫине сиксе тухнӑ. 10 ҫулти арҫын ача ҫине машина кӗрсе кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Юрать-ха, «тимӗр урхамах» ун ҫине вӑйлах пырса кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Владимир облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пирӗн ентеш ҫакланнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Паян ҫур ҫӗр иртни 52 минутра М-7 ҫулӑн 297-мӗш ҫухрӑмӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ГАЗель водителӗ Чӑваш Енри ҫын пулнӑ. 46 ҫулти арҫынна арканса пӗтнӗ кабинӑран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Авари вырӑнӗнче 12 ҫын 4 техника ӗҫленӗ. Ҫав шутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекен 7 ҫын, 2 техника пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |