Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.

Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пурччӗ. Нивушлӗ ҫакӑн пек сивӗ кӗркунне тӑршшӗпех тӑрӗ? Ылтӑн кӗркунне пулмӗ-ши?

Тунтикун хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун вара республикипех ҫумӑр чашлаттарӗ. Анчах сивӗ пулмӗ, сывлӑш температури 11-13 градус пулӗ.

Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне ӑшӑтма тытӑнӗ, 14-16 градус таранах пулӗ. Ҫапла ылтӑн кӗркунне, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗчченех пулӗ.

 

Хулара
gleb1368.livejournal.com сайтри сӑн
gleb1368.livejournal.com сайтри сӑн

2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын суя паспорт илес тесе тӗнче тетелӗнче калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫапла вӑл суя паспортлӑ пулса тӑнӑ. Куншӑн вӑл 5 пин тенкӗ тӳленӗ.

Тепӗр икӗ уйӑхран хайхискер Шупашкарти суту-илӳ центрне пырса кредитпа телефон туяннӑ. Тупӑшне те суйса кӑтартнӑ. Ӑна 27 пин те 940 тенкӗ тӑракан телефона кивҫен панӑ. Ҫапах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Нумаях пулмасть суд иртнӗ. Унӑн ирӗкне 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗленӗ.

.

 

Политика
Ольга Смирнова. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗпе тата Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ
Ольга Смирнова. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗпе тата Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ

Чӑваш Енӗн физкультура тата спорт министрӗн ҫумӗ пулма паян Ольга Смирновӑна ҫирӗплетнӗ.

Ольга Владиславовна асӑннӑ ведомствӑра ҫӗнӗ ҫын, ӑна унта пурте пӗлеҫҫӗ. Маларах ҫав хӗрарӑм финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

Сӑмах май, министертствӑн структурине тишкерсен ҫакӑ палӑрать: Ольга Смирнова пай пуҫлӑхӗн тивӗҫне те пурнӑҫлӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл министр ҫумӗ — финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствине Василий Петров ертсе пырать. Унӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина (пӗрремӗш ҫум), Ольга Букина тата Ольга Смирнова.

 

Харпӑр шухӑш Культура

Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.

Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет. (Пирӗн «Чӑвашкино» организаци валли ӳкермелли картина, якутсем пулсан тӑрӑшса тахҫанах ӳкерӗччӗҫ!). Чӑваш халӑхӗн Раҫҫей шайӗпе ҫавӑн пек тӗлӗнмелле сумлӑ ученӑй пурри, ун ҫинчен халӑха театр тата кинематографи урлӑ кӑтартса пама май пурри пултаруллӑ вырӑс ҫыннине, Ҫӗпӗр енче ҫуралнӑ ҫынна, художник-профессионала, режиссера, педагога, драматурга, ахӑртнех, питӗ интереслентерсе янӑ. Тюмень облаҫӗнче 1927-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, 1951-мӗш ҫулта Мускаври ГИТИСра режиссер профессине алла илсе вӑл хӑйне Шупашкар хулине режиссер пулса ӗҫлеме яма ыйтать (Каласа хӑвармалла, Виктор Романов — Фаина Романова театровед мӑшӑрӗ).

Малалла...

 

Политика
Ирина Лисенкова. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Лисенкова. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян министр ҫумне Ирина Лисенковӑна ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Министр ҫумӗн пуканне Ирина Лисенкова шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята тивӗҫнӗ. 2004-2009 ҫулсенче вӑл сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствине куҫиччен Республикӑн стоматологи поликлиникинче оргметодпӳлӗм заведующийӗ пулнӑ.

 

Политика

Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.

Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.

 

Хулара
Вениамин Мамуткин
Вениамин Мамуткин

Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 60 ҫулти Вениамин Мамуткин хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ.

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын хӑйӗн ҫурчӗн почта адресне кӑтартма ыйтса хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленине ҫырупа тухнӑ. Ҫав справка хайхине тепӗр учреждение пама кирлӗ пулнӑ. Арҫын кӑштахран Венамин Мамуткин алӑ пуснӑ хурава илнӗ. Анчах вӑл хурав тивӗҫлӗскер пулман.

Ҫавӑншӑн прокуратура управлени пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче надзор органӗ суда ҫитнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна суд 5 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ.

 

Сывлӑх
uz.sputniknews.ru сайтри сӑн
uz.sputniknews.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвирсран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра чире пула 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2171 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑри 32873 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Вӗсенчен 29797-шӗ сывалнӑ. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 61 ҫын сывалнӑ, 76 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 905 пациент ҫак амакран сипленет.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта икӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Шар куракансем пулнӑ.

19 сехетре «Киа» тата УАЗ ҫапӑннӑ. Вырӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ача кӗтекен хӗрарӑм тата 5 ҫулти ача аманнӑ. Вӗсем «Киа» машинӑра пулнӑ. Ачапа хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Водительсем суранланман, унтан-кунтан ҫеҫ чӗрмекленнӗ. Вӗсене авари вырӑнӗнчех медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/74436
 

Страницӑсем: 1 ... 1017, 1018, 1019, 1020, 1021, 1022, 1023, 1024, 1025, 1026, [1027], 1028, 1029, 1030, 1031, 1032, 1033, 1034, 1035, 1036, 1037, ... 3852
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...