Республикӑра
![]() http://kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш хулинче Украинӑри Днепр хулинче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне, пирӗн ҫӗршывра сывлӑшпа десант ҫарне йӗркелесе янӑ Василий Маргелова асра тытса палӑк уҫнӑ. Палӑка уҫма хутшӑннӑ тӗрлӗ шайри тӳре-шара йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, Канаш районӗн пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, Чӑваш Енӗ ҫарӗҫ комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Павел Васюков, Канашри, Канаш тата Тӑвай районӗсенчи ҫарӗҫ комиссарӗ Юрий Барышов тата ыттисем пулнӑ. Палӑка тӑвас сӗнӳпе Ҫар туслӑхӗн Канашри уйрӑмӗ тухнӑ. Николай Малов депутатпа «Экра» предприятин директорӗн право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Артем Владимиров ырласа йышӑннӑ. Бюста бронзӑран ӑсталанӑ. Ӑна Канашри Афганҫӑсен скверӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zivil.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Хлебникова Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Хлебниковӑна шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ. Ольга Хлебникова унччен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренӳпе производство енӗпе директорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫапла вара республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн каллех виҫӗ заместитель. Вӗсем: Алексей Лукшин, Наталия Скворцова тата Ольга Хлебникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() brestcity.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 83 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тепӗр кунхине нимеҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑ арҫын вара чир-чӗрпе аптӑранӑ. Ватӑскере хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен каҫхине самай сивӗтет. Ҫитменнине, ҫумӑр ҫунӑ, ҫил кастарса вӗрнӗ. Арҫын хӑй ӑҫта ҫӳренине ӑнланмасть-мӗн, чирне пула эмелсем ӗҫсе тӑрать. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна кӳршӗ ялта тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, питӗ ывӑннӑ. Ватӑскер сивӗре, ҫумӑр айӗнче виҫӗ кун ҫухалса ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «ВАЗ-2115» машинӑна чарнӑ. Водителӗ тата пассажирсем пӑлханни сисӗннӗ. Ахальтен мар. Машинӑн хыҫалти пайӗ те самаях анса ларнӑ. Инспекторсем машина багажникӗнче виҫӗ хир сыснин вакланӑ пайӗсене тупнӑ. Вӗсене михӗсене чиксе хунӑ. Кунсӑр пуҫне салонра виҫӗ пӑшал тупнӑ. Арҫынсен пӑшалпа усӑ курма тата тискер чӗрчунсене пеме ирӗк паракан документсем ҫумра пулман. Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: пӑшалсене регистрациленӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ кермен! 1997-мӗш ҫулта вӑл керментен Вырӑс драма театрне кӑларса яма пултарайман, ӗнтӗ, эпир! Чӑвашсем сӑпайлӑ халӑх! Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫирӗм ҫул ытла тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле театр харпӑр-хӑй ҫуртлӑ пулса тӑма тивӗҫлӗ пулчӗ! «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ керменне Вырӑс драма театрне куҫармалла пулнӑ ҫеҫ! Пирӗн ТЮЗ — хӑйӗн юратнӑ ҫуртӗнче ӗмӗрлӗхе тӗпленнӗ пулӗччӗ! Пирӗн мухтавлӑ В.И. Павлов, В.Н. Оринов, Пӑртта, Н.А. Дмитриев, Стас Владимиров, Сергей Павлов паллӑ юрӑҫсем, П.И. Чамжаева, С.Р. Савельева, Л.Ф. Красова, Музыкантова тата ытти артистсем — ҫав Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра выляма пуҫланӑ-ҫке! Мускав проспекчӗн 33/9-мӗш ҫурчӗн икӗ сцена! Пӗри ачасем валли, тепри аслисем валли. Иккӗшӗ те вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсене вылямашкӑн кирлӗ! Вырӑс драма театрӗ хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи паллӑ кунне шӑп ҫавӑнта кӗтсе илтӗрччӗ! Пирӗн Вырӑс театрӗ валли ҫӗнӗ ҫурт хӑпартсан та ытлашши пулмасть! Константинов ячӗллӗ Вырӑс драма театрӗ тӑрать Йошкар-Ола хулинче! |
Раҫҫейре
![]() Варвара Горбатина Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет. Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ. Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет. Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ. Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Липовый кРай» (чӑв. Ҫӑка тӑрӑхӗ) уҫланкӑра пулӗ. Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ. Фестиваль хӑнисем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ. Программӑна вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ. Фкстивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк т.ыт.те сутӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (83546) 2-35-06 (район администрацийӗн экологи, рекреаци тата туризм пайӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман. Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен. Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |