Раҫҫейре
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 02 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ. «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ. Аса илтерер: ракетӑна ҫавӑн пек илемлетесси пирки маларах Чӑваш Ен «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() progorodsamara.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен малтанхи кӑтартӑвӗсем паллӑ. Кӑҫал миҫе яш-хӗр экзаменра 100 балл пухнӑ? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫамрӑксем экзаменсене лайӑхрах тытнӑ. Хальлӗхе 46 ҫын ППЭре 100-шер балл пухнӑ. Шупашкарти икӗ выпускник икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Вӗсем 5-мӗш гимназире тата 3-мӗш лицейра вӗренеҫҫӗ. Пӗри химипе тата вырӑс чӗлхипе чи нумай балл пухнӑ. Тепри – математикӑпа тата физикӑпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче инкек пулнӑ. Ялти пӗвере 30 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем хӑвӑртах ҫитнӗ. Водолаз арҫын виллине темиҫе минут шыранӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен кӑларма пулӑшнӑ. Палӑртмалла: ҫав талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын шывра путса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() planet-today.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри арҫын Мексикӑра каннӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӑл Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ. Унӑн Инди штамӗ пулнӑ. Арҫын йывӑр чирленӗ, пульницӑра 2 эрне выртнӑ. Сывалсан ӑна киле янӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне Инди штамӗпе 6 ҫын чирленӗ. Тепӗр 9 пациентӑн Британи штамӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл Дементьев урамӗнче вырнаҫнӑ ҫуртран ӳкнӗ. Палӑртмалла: ӑна хальлӗхе туса пӗтерсе хута яман. Арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксен тӳрех вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ыран РФ президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Тӳрӗ лини кӑнтӑрла 12 сехетре пулӗ. Ӑна Пӗрремӗш каналпа, «Россия 1», «Россия 24», НТВ, ОРТ, «Мир» каналсемпе курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех радиопа итлеме пулать. Паянхи ир валли президент патне 660 пин ытла ыйту ҫитнӗ. Чи хастаррисем – Краснодар, Новосибирск, Дагестан ҫыннисем. Сӑмах май, пӗлтӗр пандемие пула тӳрӗ эфир иртмен. Кӑҫал вӑл 18-мӗш хут пулӗ. Ыйтусене тӳрӗ лини вӗҫленичченех йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ирина Алексеева сӑнӳкерчӗкӗ. Кушкӑ ялӗ Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ. Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ. |
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» тӗлпулусене малалла ирттерет. Ӑна вӑл вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалланӑ. Паян вулавӑш тӗпелӗнче Елена Михайловӑпа (Енькка) калаҫу ирттернӗ. Мероприятин модераторӗсем пулас журналистсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреева тата Ираида Иванова пулнӑ. Елена Енькка – «Культура родного края» курсӑн авторӗ, ҫыравҫӑ, художник, тӗрлӗ кӗнеке авторӗ. Елена Еньккапа ирттернӗ диалога вулавӑшӑн Ютубри страницнче итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шалу вӑхӑтра тата туллин тӳленине сӑнаса-йӗркелесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи республикӑри комисси паян Правительство ҫуртне черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта строительство отраслӗнче шалу вӑрттӑн (тепӗр майлӑ каласан, хыснана налук, тӗрлӗ фонда укҫа куҫармасӑр) тӳлессине пӗтерес ыйтӑва ҫирӗппӗн сӳтсе явнӑ. Ларӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй ертсе пынӑ. Ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвне ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 552 организацие чӗнсе илсе итленӗ. Хайхисем шалу пӗчӗк тӳленипе «палӑрнӑ». Апла пулсан, вӗсем е чӑннипех те сахал тӳлеҫҫӗ, е шалӑвӑн пӗр пайне вӑрттӑн тыттараҫҫӗ. Ларӑва чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин бюджетне уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен 3,2 миллион тенкӗ хушма укҫа кӗнӗ, страхлакан взноссем – 7,2 миллион тенкӗ. Хӑш-пӗр районпа хулара ведомствӑсем хушшинчи комиссисем ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыманни сисӗнет. Начар енчен Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Красноармейски, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин республикӑра сумлӑ вырӑн йышӑнакан хӑш-пӗр ҫынна тумшӑн тиркенӗ. Поста вӑл Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. «Аслӑ А.П. Чехов ҫынра йӑлтах хитре пулмалла — сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те. Пирӗн официаллӑ сӑнсем Чехова пӗлмеҫҫӗ тейӗн, вӑл калани вӗсемшӗн ним те мар», — тесе ҫырнӑ Юрий Пичугин. Унӑн посчӗ вырӑсла, эпир ӑна чӑвашла хамӑра май, анчах шухӑшне ылмаштармасӑр куҫарма тӑрӑшрӑмӑр. Маларах асӑннӑ дизайнер хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотипне хатӗрленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |