Культура
![]() Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ. Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008). Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kanst.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси ӳссех пырать. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнченпе кунсерен 50 ытла ҫын инфекциленет. Вилекенсем те нумайланаҫҫӗ. Юлашки талӑкра 5 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: 3-мӗш кун ӗнтӗ ҫапла. Пӗтӗмпе 1530 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 27128 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24793-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 52 ҫын чире парӑнтарнӑ. Кӑшӑлвируспа инфекциленнисем 58-ӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 805 ҫын килте амбулатори мелӗпе е стационарта кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра Элӗк районӗнчи Юманлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта «Ладӑпа» КамАЗ ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑн водителӗ тата пассажирӗ, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ. Водитель 39 ҫулта пулнӑ, пассажир – 35-ре. Вӗсем авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. Иккӗшӗ те Ҫӗмӗрле районӗнчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тутарстанри ҫамрӑк амӑшӗ Чӑваш Енре 5 пин тенкӗлӗх суя 11 укҫа вырнаҫтарнӑ. Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑри банксене суя укҫа пулни пирки хыпарсем ҫитнӗ. Пурте – 5 пин тенкӗллӗххисем, серийӗ те пӗрешкел. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра пурӑнакан 21 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ. Хӑй вӑл – Киров облаҫӗнчен. Вӑл 4 уйӑхри ачине пулницӑра хӑварса пирӗн республикӑна килнӗ, суя укҫасене вырнаҫтарнӑ. Полицейскисене ҫапла каласа кӑтартнӑ: тавара ытларах пӗчӗк лавккасенче туяннӑ. Пысӑк мар япаласем суйланӑ: кушака ҫитермелли апат, пирус, канфет, апат-ҫимӗҫ… Анчах хӑш-пӗр лавккара кассирсем укҫа суя пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗрпӳре 3 ҫулти арҫын ача 5-мӗш хутран ӳкнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 8 сехет те 40 минутра арҫын ачана килте 5-ри тата 12 ҫулти аппӑшӗсем пӑхнӑ, аслисем пулман. Вӑл тӗпелте чӳрече ҫине хӑпарса кайнӑ та аялалла ӳкнӗ. Арҫын ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхине вилнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та кун пек пӑтӑрмах пулнӑ. 2 ҫулти арҫын ача 4-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Халӗ ӑна пульницӑра тухтӑрсем май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "На связи" сайтри сӑн Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 97 койка ҫеҫ пушӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче 13 пульницӑра чирлисем валли 1497 койка хатӗрленӗ. Аса илтерер: ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Хулари 2-мӗш пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкар районӗн пульници те халӗ кӑшӑлвируслисене йышӑнать. Ӗнерхи кун тӗлне стационарта 1400 ҫын сипленнӗ. 363 ҫын хӑйне йывӑр туять. 18 пациент ИВЛпа сывлать. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Сӗрпӳ, Вӑрнар районӗн тӗп пульницисем, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме хатӗр. Вӗсенче 570 койка хатӗрлӗҫ, 18 реанимаци койки пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра пӗр эрне ӗнтӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе сывлӑш температури 30 градусран ытларах ӑшӑнать. Ҫак тапхӑрта 21 ҫын шӑрӑхпа анранӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Тепӗр 7 ҫын, вӗсен йышӗнче ачасем те пур, хӗвел ҫинче хӗрсе кайнӑран тӑн ҫухатнӑ. Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайрӗ тӗк ӑна сулхӑн вырӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле. Тӑнне ҫухатсан аяк ҫине вырттармалла – капла вӑл хӑсӑкӗпе чыхӑнса каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта икӗ ачана машина ҫапса хӑварнӑ. «Киа Рио» водителӗ, 26 ҫулти арҫын, 8-ти тата 14 ҫулти хӗрачасем ҫине кӗрсе кайнӑ. Лешсем ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачасен сывлӑхӗ самаях сиенленнӗ. Тӑнсӑр пулнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Чӑваш Енӗн Адвокатсен палатин ваккачӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасене таптаса кайнӑ чухне вӑл урӑ пулнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫав вӑхӑтра телефонпа калӑҫнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() apn-nn.com сайтри сӑн Шӑрӑх ҫанталӑка та чӑтма йывӑр. Хӑҫан кӑштах уҫӑлтарӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енре питӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӗвел ҫине ытлах тухма сӗнмеҫҫӗ. Ытларикун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сывлӑш 35-37 градус таран ӑшӑнӗ. Кун хыҫҫӑн тин республикӑра кӑштах уҫӑлтарма тытӑнӗ, ҫумӑр та ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче 20-25 грудас ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gtn.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Евгений Еландаева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Гостехнадзор ертӳҫин пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен ведомствӑна каллех Владимир Димитриев ертсе пырать. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ тата ӗҫленӗ ҫав ҫын 2016 ҫулта Гостехнадзор пуҫлӑхӗнче 13,5 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Шупашкар район администрацийӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн полномочийӗ вӗҫленчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |