Персона
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Г.А. Антонова, художникӗ – А.И. Алексеев. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута. Ҫакӑ мӗнпе вӗҫленнине кӗнекене вуласан пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш халӑх ҫыравҫи Никифор Мранькка ҫуралнӑ ялта, Куславкка районӗнчи Пилешкассинче, паллӑ та сумлӑ ентешӗмӗре хисеп туса асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑваш литераторӗсем, район адмиистрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, пӗр ял ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Паллӑ пулӑма ҫыравҫӑн тӑванӗсем: Никифор Мраньккан ывӑлӗ Альберт Никифорович, писателӗн Наталья Альбертовна мӑшӑрӗпе — хутшӑннӑ. «Куславккасем, эсир — маттур! Пурне те тав!!!!» — тесе палӑртнӑ Лидия Филиппова Фейсбукра. 2018 ҫулта Никифор Мраньккан Куславккари палӑкне ҫӗнетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пулас драматург тата прозаик пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускаври киносценаристсен курсӗнче вӗреннӗ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫат редакторӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн ташӑҫи, артисчӗ, солисчӗ Владимир Кудаков пурнӑҫран уйрӑлса кайни пирки хурланса пӗлтернӗ. Ку хыпара Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Владимир Валентинович хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан артист пулнӑ, унӑн пултарулӑхӗ куракансене тыткӑнланӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем те хисепленӗ. Владимир Кудаковпа ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сывпуллашнӑ. Владимир Кудаков 1962 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Самарти ӳнерпе культура институтӗнче «Хореографи» специальноҫне алла илнӗ. 2011 ҫултанпа «Ҫавал» ансамбльте ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри сӑн Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Атӑл леш енче вара «Ҫамрӑксен хули» форум иртет. Ҫумӑра пула унти 150 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Атӑл леш енче ҫумӑр, пӑр ҫунӑ. Ҫавна май ҫамрӑксене Шупашкара тата Сосновкӑна эвакуациленӗ. Иккӗмӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каярахпа уҫӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ҫумӑр хыҫҫӑн «Буревестник» кану базинче ӳкнӗ йывӑҫсене тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fototelegraf.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 29 ҫулти арҫынна аҫа ҫапнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку инкек Канаш районӗнчи Ухман ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ашшӗпе ывӑлӗ сурӑхсем пӑхнӑ. Каҫхи 4 сехет тӗлне вӑйлӑ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗне аҫа ҫапнӑ. Ывӑлӗ часрах ун патне чупса пынӑ, анчах разряд хӑйне лекнӗ. Халӗ ашшӗ пульницӑра. Ывӑлӗ вара ҫав вӑхӑтрах, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк пушар пулнӑ – «Хмпромра» ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян 13 сехетре иртен-ҫӳрен тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине, вӑл темӗнле шӑршлӑ пулнине асӑрханӑ. «Сывлама ҫук», - пӗлтернӗ Татьяна. «Пластик ҫуннӑ шӑршӑ», - тенӗ Николай, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Надежда вара ҫапла пӗлтернӗ: «Хлор шӑрши кӗме тытӑнчӗ. Чӳречесене хупӑр». 14 сехет те 15 минутра пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 12 техника, 36 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш ҫыравҫи, поэт, публицист, куҫаруҫӑ Александр Савельев-Сас пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пушкӑрт Республикинчи педагог 89 ҫулта пулнӑ. Александр Сергеевича паян Пушкӑртстанри Авӑркас районӗче тӑван ялӗнче пытарнӑ. Александр Савелев-Сас 1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн аслӑ пӗлӗве Ҫтерлӗри педагогика институтӗнче илнӗ. Вӑл «Ленин ҫулӗпе» хаҫатра редактор ҫумӗнче, куҫаруҫӑра ӗҫленӗ. 1970-мӗш ҫулсенче тӑван ялӗнчи шкулта директор ҫумӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентнӗ. Пӗрремӗш сӑвви унӑн район хаҫатӗнче 1955 ҫулта пичетленнӗ. Ытларах вӑл шкул ачисем валли ҫырнӑ. Пушкӑрт тата тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() inegorievsk.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм колоние кайӗ. Вӑл самай пысӑк парӑма кӗнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ачишӗн алимент тӳлемен. Унӑн ачи 18 ҫул тултарман, ҫавна май унӑн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах амӑшӗн парӑмӗ пухӑнса та пухӑнса пынӑ. Вӑл унччен явап тытнӑ-мӗн, анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен – алимент ҫаплах тӳлемен. Ку пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен пулнӑ. Хӗрарӑмӑн алимент парӑмӗ пӗтӗмпе 767 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна юсанмалли колоние 5 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Транспорт министерстви виҫӗ маршурт валли перевозчик шыранине пӗлтернӗ. Ку «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрута пырса тивет. Тӳре-шара 101С, 234, тата 270-мӗш маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттеме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса ҫӗнтерекенӗн маршрута пысӑк тата вӑтам класлӑ автобуссем кӑлармалла. Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, 101, 65, 3, 22, 30 тат 33-мӗш маршрутсем валли те перевозчик шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |