Ҫутҫанталӑк
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил тухма, аслати авӑтма пултарӗ. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарать маларах асӑннӑ управленин Инкеклӗ лару-тӑру управленийӗн центрӗ. Ҫил вӑйлӑ алхассан ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса каяс, ҫирӗп мар хуралтӑсем, ытти ҫавӑн йышши конструкцисем тӳнсе каяс хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа та асӑрханмалла, сыхланмалла. Яваплӑ службӑсен уйрӑмах сыхӑ тӑмалла. |
Тӗнчере
![]() Пӑтӑрмах вырӑнӗ Кӑнтӑр Корейӑра нумай хутлӑ ҫурт ишӗлнӗ — тӑхӑр ҫын вилнӗ. «Ишме палӑртнӑ ҫурт ӑнсӑртран ишӗлсе аннӑран тӑхӑр ҫын вилнӗ тата тепӗр саккӑрӑшӗ аманнӑ», — ҫӗртмен 10-мӗшӗнче корейсен ҫӑлав служби пӗлтернине тӗпе хурса ҫапларах хыпарлать Reuters. Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ. Вара ҫурт автобус чарӑнӑвӗ ҫине, унта шӑп та лӑп халӑх автобусран тухнӑ самантра, йӑтӑнса аннӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт мӗншӗн йӑтӑнса анни хальлӗхе паллӑ мар. Кӑнтӑр Корейӑра ку ҫакнашкал инкек пӗрремӗш хут мар пулса иртет. Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Чайка» пассажир карапӗ Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() autizmy-net.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шкулта вӗренекен ачасене вӗренӳ учрежденийӗнче апатланма патшалӑх укҫа уйӑрать. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑха пула килте вӗренекенсем те пур. Вӗсене вара апатшӑн хыснаран пӗр пус та лекмен. Ҫак кӑлтӑка пирӗн республикӑра халӗ пӗтернӗ. Ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче асӑннӑ категорие кӗрекен ачасене те апатланнишӗн компенсаци пама тытӑнма йышӑннӑ. Сывлӑха пула шкула каяйман, килте вӗренекен ачасене кунсерен 138 тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫана вӗсен ашшӗ-амӑшне пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрнине шута илсе парӗҫ. Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра чире пула 13 ача килте вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kpravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ вӑрҫӑ ачисене коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫӑмӑллӑх парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, асӑннӑ категорие кӗрекенсене республика ертӳҫисем коммуналлӑ пулӑшушӑн 25 процент сахалтарах тӳлеттерес йӗркене йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пая каймалла. Заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрремӗш хут ҫырса памалли вӑхӑт юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ. Коммуналлӑ пулӑшупа парӑм пухӑнса кайнине судпа ҫирӗплетнӗ пулсан ҫӑмӑллӑха памасан та пултараҫҫӗ. Вӑрҫӑ ачисен патшалӑх паракан пӗр ҫӑмӑллӑхпа ҫеҫ усӑ курма юрать. Кунта, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене, ҫавӑн пек ытти категорие кӗрекенсене асӑнма пулать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вӑрҫӑ ачисем — 60 пин ытла ҫын, вӗсенчен 95 проценчӗ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшупа усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() topnews.ru сайтри сӑн Ку таранччен республикӑра 26197 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 23972-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Шел те, вилекенсем пур. Юлашки талӑкра 4 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус пула 1458 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ. Юлашки тӑлӑкра 46 ҫын чирленине палӑртнӑ. 44 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 767 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: республикӑра ҫак вирусран прививка тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rbc.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта каллех ҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек 17 сехет те 40 минутра пулнӑ. Арҫын 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 24-мӗш ҫуртӑн 9-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксенех сывлама пӑрахнӑ. Вӑл 27 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Варпуҫ ялӗнче пурӑнакан 24 ҫулти Вастеев Александр Андреевич ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ кирек ӑҫталла та кайма пултарнӑ. «Вӑл асламӑшӗнчен таса кроссовка ыйтнӑ, паспорта илнӗ те тухса кайнӑ. Эпир шутланӑ тӑрӑх, вӑл ҫуран кайнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ытлах калаҫман ҫын. Унӑн пӗр тус пур, анчах вӑл та ӑҫта иккенне пӗлмест», - тенӗ тӑванӗсем. Каччӑ хура шорты, хура футболка тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ. Уйрӑм паллӑ пур: мӑйӗ ҫинче ҫӗвӗ йӗрӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ҫуллахи ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ҫумӑр нормӑран ытларах ҫӑвӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ку уйӑхри сывлӑш температури вӑтамран 17 градус пулӗ. Утӑ уйӑхӗ чи ӑшши тата нӳрӗкки пулӗ. Сывлӑш температури вӑтамран 20 градус кӑтартӗ, ҫурла уйӑхӗнче – 18 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() colta.ru сайтри сӑн Чӑваш наци телерадиокомпанине НТВ каналта ӗҫленӗ журналист ертсе пырӗ. Хальлӗхе вӑл ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫеҫ, ҫапах ӗҫ коллективне унпа паллаштарнӑ. Чӑннипе, Светлана Губанова пирки информаци сахал. Вӑл НТВ журналисчӗ пулнӑ, «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн 2014 ҫулта икӗ документлӑ фильм хатӗрленӗ: 13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты». Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вадим Ефимова ку должноҫерн кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |