Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
osnmedia.ru сайтри сӑн
osnmedia.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ питех вӑйлӑ пырать теме ҫук. Паянхи кун тӗлне плана 21 процент ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Ӗҫе мӗнле хӑвӑртлатмалла?

Оперштаб вакцинаци тӑвакансене хавхалантарма сӗннӗ. Тӳре-шарана ку шухӑш килӗшнӗ.

«Тен, бонуссен системине пӑхса тухмалла. Тӗслӗхрен, культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр кӗме май туса парасси, бассейна тата спортзала каймашкӑн бонус картти парасси. Прививка тунисен хушшинче лотерея та ирттерме пулать», - тенӗ правительство вице-премьерӗ Алла Салаева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72375
 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Шупашкарта хӗрарӑм больницӑран тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл опараци хыҫҫӑн пулни паллӑ. Хӗрӗ амӑшӗ ҫухални пирки ҫав кунах йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

71 ҫулти Шабашова Надежда Захаровна Гладков урамӗнчи Республикӑри кардиологи диспансерӗнче сипленнӗ. Паян вӑл унтан тухса кайнӑ. Вӑл хӗрлӗ халат тата ҫутӑ кӑвак сланца тӑхӑннӑ пулнӑ.

Надежда Шабашова 149 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (800) 700-54-52 е 112

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72398
 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки вӑхӑтра Етӗрнере ҫумӑр аванах ҫунӑ. Улатӑрта та иртнӗ 3 кунра 1 тӑваткал метр ҫине 7 литр шыв ӳкнӗ. Юнкун вара унта пӑр ҫунӑ. Вырсарникун та пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Кӗҫех пирӗн пата ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк килӗ. Ҫӗрле 15 градус ӑшӑ тӑрӗ, кӑнтӑрла – 25-30 градус. Ҫил та лӑпланӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те, ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче, шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.

 

Персона
Александр Кутырев
Александр Кутырев

Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта «Тойота» бетон ҫӑракан машина ҫине пырса кӗнӗ, унтан тепӗр машинӑна тӑрӑннӑ.

Аварире «Тойота» водителӗ, 74 ҫулти арҫын, вилнӗ. Александр Кутырев хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр савутне ертсе пынӑ, управляющи компани директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех тренерта ӗҫленӗ. Вӑл ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Александр Андреевич 1946 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Вӑл унти «Ҫӑлтӑр» футбол командин тренерӗ пулнӑ.

Александр Кутыревпа ыран Шупашкар районӗнчи Явӑш масарӗ ҫинче сывпуллашӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Ленинград облаҫӗн Правительствин ларусен пысӑк залӗнче Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ ҫумӗнчи нацисем хушшинчи ыйтупа ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта, тӗпрен илсен, вырӑс чӗлхи пирки, вӑл тӗрлӗ халӑх ҫыннине хутшӑнма кирли ҫинчен калаҫнӑ.

Лару нацисем хушшинчи ыйтупа хастар ӗҫлекенсене чысланипе вӗҫленнӗ. Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ

Александр Дрозденко Питӗр тӑрӑхӗнчи хастар чӑваша Валериан Гаврилова Тав хучӗпе чысланӑ.

«Ку вӑл Ленинград облаҫӗнче чӑвашсен обществин ӗҫне сума сунине пӗлтерет», – хавхаланса палӑртнӑ Валериан Гаврилов.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш кӗнеке издательствине кам ертсе пырассине пӗлтернӗ. Вӑл унччен ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ Александр Иванов. Унччен Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче, Элтепер Администрацийӗнче ӗҫленӗ.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Светлана Каликова Культура министерствине ӗҫлеме кайнӑ, халь вӑл ку ведомствӑна ертсе пырать. Конкурс иртесси пирки кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗнче комисси Александр Иванова суйланӑ. Акан 8-мӗшӗнчен вӑл – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ. Анчах кун пирки МИХсем ытлах шавланманччӗ.

Сӑмах май, Александр Иванов 65 ҫулта.

 

Культура

Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменӗнчи «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ пӗтӗм Раҫҫейри «Фольклорная карусель» (чӑв. Фольклор каруҫҫелӗ) видеоконкурсра ҫӗнтернӗ. Мала тухман та, ҫапах III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршыври халӑхсен культура йӑла-йӗркине упраса хӑварас тата аталантарас, фольклор пуянлӑхӗпе паллаштарас тӗллевпе ирттернӗ. Конкурса ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Видеоматериалсене кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 1-мӗшӗччен йышӑннӑ.

Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртекен видеоконкурса ҫӗршывӑн 46 регионӗнчен 500 ытла видеопрограмма тӑратнӑ. «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алевтина Щетинина, концертмейстерӗ – Александр Ильин) III степеньлӗ лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вӗлле хурчӗ ӗрчетес ыйтупа Ҫӗрпӳ районӗнче канашлу ирттернӗ. Мероприятин официаллӑ пайне пуҫличчен Камайкас Чурачӑк ялӗнчи Алексей Федоров хуҫалӑхӗпе паллашнӑ. Хастар арҫын вӗлле хурчӗ тытать. Пыл хурчӗсем валли вӑл мӗнпур услови туса панӑ.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче 45,9 пин вӗлле ҫемйи тытаҫҫӗ, пирӗн тӑрӑхра туса илекен пылӑн 95 проценчӗ – уйрӑм хуҫалӑхсен тӳпи.

Кӑҫалхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ саккун вӑя кӗрӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уй-хире им-ҫамличчен вӗлле хурчӗ тытакансене пӗлтермелле. Пӗр-пӗр хир чиккинчен 7 километр таран вырнаҫнисене.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищине юсама шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тариф служби проект документацине хатӗрлекене палӑртма аукцион ирттернӗ.

Реконструкци валли укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукциона хутшӑнас кӑмӑллисем пилӗккӗн тупӑннӑ. 29,6 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан контракта Дон ҫинчи Ростоври «КС-Девелопмент» общество выляса илнӗ.

Компанин кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен инженер ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, проект тата ӗҫ документацине хатӗрлемелле.

Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищи Шкул проездӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унӑн 3 хутлӑ вӗренӳ корпусӗ тата 4 хутлӑ общежити пур.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем ҫын хутаҫне йӑтса кайнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ.

Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хутаҫра 500 пин тенкӗ укҫа пулнӑ.

Пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Карл Маркс урамӗнчи кредит учрежденийӗнче пулса иртнӗ.

Ҫур миллион тенкӗ чикнӗ хутаҫ 71 ҫулти арҫыннӑн пулнӑ. Ӑна вӑл айккинелле хурса янӑ.

Вӑхӑтлӑха хуҫасӑр выртнӑ хутаҫа ҫулланнӑ хӗрарӑм йӑтса тухса кайнӑ. Сӑнпа пӑхсан ҫав хӗрарӑм 55-60 ҫулсенче, унӑн ҫӳллӗшӗ 160-170 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, ӑна кӗске кастарнӑ. Хӗрарӑм ҫутӑ хӗрлӗ платье тӑхӑннӑ.

Ҫак ҫынна уйӑрса илнисене 24-20-03 е 102 номерпе полицие шӑнкӑрӑвласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1103, 1104, 1105, 1106, 1107, 1108, 1109, 1110, 1111, 1112, [1113], 1114, 1115, 1116, 1117, 1118, 1119, 1120, 1121, 1122, 1123, ... 3855
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.