Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ермей Рожанский хатӗрлесе кӑларнӑ пӗрремӗш чӑвашла кӗнеке тухнине халалласа ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта Чӑваш кӗнеки кунне йӗркелесси пирки сӑмах хушрӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Оля Тимофеева ертсе пычӗ. Салам сӑмахӗсене вулавӑш директорӗ Роза Михайловна Лизакова, ҫыравҫӑсен Пӗрлӗхен ертӳҫи Лидия Филиппова тухса каларӗҫ.

Ҫавра сӗтелте тӗп сӑмаха Виталий Григорьевич Родионов каларӗ. Вӑл Ермей Рожанский ӗҫӗ-хӗлне епле тӗпчени пирки, унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Сӑмах май, итлекенсемшӗн унӑн сӑнне мӗнле тупни кӑсӑклӑ пулчӗ. Тӗплӗнрех Ермей Рожданский пурнӑҫӗ пирки гуманитари институтӗнче вӑй хуракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Викторович Басманцев каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансен йышӗнче Студенцов О.Р., Осипов Н.Н., Иванова А.М. пулчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле пухӑннисем Чӑваш кӗнеке кунне кашни ҫул ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Ку уявӑн сумӗ малашне Чӑваш чӗлхи кунӗ, Чӑваш тӗрри кунӗ пекех ӳсессе шанса каларӗҫ.

 

Республикӑра
sarnovosti.ru сайтри сӑн
sarnovosti.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑкӑр хуҫине водителе 233 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Выльӑх хуҫи вӑкӑрсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫитменнине, ӑна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ водителе укҫа тӳлемелле.

Авари хунарсем ҫук ҫул ҫинче ирхи 6 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Водитель тӗттӗмре выльӑха асӑрхайман, ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ.

Водитель страхлав компанине кайнӑ, анчах компенсаци тӳлеме хирӗҫленӗ – ку тӗслӗх саккуна кӗмест-мӗн. Вӑкӑр хуҫине автомобиль сиенӗн виҫине палӑртнӑ ҫӗре чӗннӗ – лешӗ килмен.

Эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, машина юсавӗн тӑкакӗ 220,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Эксперта тепӗр 6 пин тӳленӗ. Фермер хуҫалӑхӗн хуҫине суд умӗнхи ҫырӑва янӑ, вӑл ӑна шута илмен. Хӗрарӑм суда та килмен. Вӑл хуҫалӑхӗнче шултра мӑйракаллӑ 18 выльӑх, 47 пӗчӗк мӑйракаллине усрать.

Саккунпа килӗшӳллӗн, выльӑха ҫул урлӑ ҫутӑ чухне каҫармалла. Ҫапла фермерӑн водителе укҫа тӳлеме тивет.

 

Сывлӑх
pravmir.ru сайтри сӑн
pravmir.ru сайтри сӑн

10 кунра 32 пациент вилнӗ. Сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Иртнӗ талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 3 ҫыннӑн. Пандеми пуҫланнӑранпа 1462 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне 26244 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24013-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 47 ҫын чирленӗ, 41 ҫын сывалнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата амбулатори мелӗпе килте кӑшӑлвирусран 769 пациент сипленет.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлтӑрчӑк» /выр. «Звездочка»/ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран упӑшки урлӑ 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72361
 

Персона
"Советская Чувашия" сайтӗнчи сӑн
"Советская Чувашия" сайтӗнчи сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Украинӑра Чӑваш Ен ҫыннипе, Совет Союзӗн Паттӑрӗпе, летчикпа Михаил Карпеевпа сыв пуллашнӑ. Пирӗн ентеш Харьков хулинче пурӑннӑ. 98 ҫула кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑскере ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Фронтра вӑл 300 ытла хутчен вӗҫеве тухнӑ. Летчиксем унӑн ячӗпе Харьковри пӗр урам ятне пама ыйтнӑ. Михаил Карпеев вилсен Украинӑра пысӑк награда тивӗҫнӗ ветерансем пачах юлман.

Михаил Карпеев Якимово ялӗнче /халӗ вал Шупашкара кӗнӗ ӗнтӗ/ ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72362
 

Экономика

«Чӑвашавтотранс» предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне 162 миллион тенкӗпе сутса ярӗҫ. Панкрут-предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне виҫӗ лотпа сутма палӑртнӑ.

Чи пысӑк лотшӑн 106,5 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Унта администраципе йӑла корпусӗ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ, туса пӗтермен пӗр хутлӑ ҫурт, электричество мелӗпе ӑшӑтмалли лини, эстакада-полигон, канализаци, 36,7 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арендӑна илесси тата куҫман пурлӑх кӗрет.

Иккӗмӗш лот хакӗ — 18,2 миллион тенкӗ. Кунта – ҫу заправкин пункчӗ, пурӑнмалли мар ҫурт, уҫӑ стоянка, 7,5 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ.

Виҫҫӗмӗш лот хакӗ — 37 миллион тенкӗ. Кунта уҫӑ тата хупӑ стоянкӑсем, ӑшӑ узелӗ, 10,6 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ, насос установки тата куҫман пурлӑх кӗрет.

«Чӑвашавтотранс» предприятие 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала сутма темиҫе хут та хӑтланса пӑхнӑ.

 

Республикӑра
ru.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
ru.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар.

Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ».

 

Пӑтӑрмахсем
"Антидилер" тунӑ сӑн
"Антидилер" тунӑ сӑн

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ҫул ҫинче Land Cruiser, бетон пӑтратакан машина тата VW Polo ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн тӑрри йӑлтах арканса пӗтнӗ. Бетон ҫӑракан машина отбойнике пырса тӑрӑннӑ.

Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл хӑш машинӑра пулнине хальлӗхе хыпарламан.

Сӑмах май, ҫав вырӑнтан инҫех мар 2019 ҫулта микроавтобуспа КамАЗ ҫапӑннӑччӗ. Автобус Канашран Мускава кайма тухнӑ. Аварире темиҫе ҫын вилнӗччӗ.

 

Сывлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.

Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла.

Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла.

 

Пӑтӑрмахсем

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарасшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса ҫырнӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ. Каярах вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ-ха.

 

Страницӑсем: 1 ... 1104, 1105, 1106, 1107, 1108, 1109, 1110, 1111, 1112, 1113, [1114], 1115, 1116, 1117, 1118, 1119, 1120, 1121, 1122, 1123, 1124, ... 3855
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.