Хулара
![]() Шупашкар хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ. Тӳрех аса илтерер: хулари кафе-ресторансенче корпоративсемпе уявсем ирттерме чарчӗҫ. Ку ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Апла пулин те Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, хулана пӗрех илемлетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара капӑрлатма тытӑннӑ. Хулара чӗрӗ тата искусствӑлла елкӑсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, чӗрӗ елка, чукун ҫул вокзалӗ умӗнче пулӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 15 метр. Уява хатӗрленсе хулари парксемпе микрорайонсене те хитрелетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Дорэкс» акционерсен обществи кунсерен Шупашкарти ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене дезинфекци тӑвать. Ҫакна, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене ятарлӑ хутӑшпа кашни кунах дезинфекци тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑватӑ бригада тӑвать. Кашни бригадӑра – икшер ҫын. Рабочисен ӗҫ кунӗ ирхи 6 сехетре пуҫланать. Вӗсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене натри гидрохлоричӗн 1 процентлӑ растворӗпе дезинфекци тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Шупашкарта, Васкавлӑ медулӑшу пульници умӗнче, вертолет анса лармалли лапам тунӑ. Паян унта санавиаци пӗрремӗш хут анса ларнӑ. Унпа Улатӑр районӗн тӗп пульницинчен инфаркт пулнӑ 74 ҫулти кинемее илсе килнӗ. Лапама тумашкӑн республика хыснинчен 6,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Лапамра ҫутӑ та тӑвӗҫ. Капла вертолет ҫӗрле те анса ларма пултарӗ. Сӑмах май, ку таранччен санавиаци 31 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри — ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() weacom.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 7 ҫын вилнӗ. Ку таранччен республикӑра вируса пула 228 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать. Паянхи кун тӗлне 11491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 10345-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 104 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 174 ҫын. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Чӳк уйӑхӗнче кӑна 84 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Елизавета Шайдукова (Кутускина) артистка 85 ҫул тултарнӑ. Елизавета Шайдукова 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Якунекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Штанашри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Питӗр хулине тухса кайнӑ, икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӑна Республикӑн куҫса ҫӳрекен театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Професси ӑсталӑхне хӑйӗн пекех ҫамрӑк актерсемпе – Вера Голубевӑпа, Илья Шайдуковпа – туптанӑ. Хитре сӑнлӑ, уҫӑ сасӑллӑ, хитре юрлакан хӗре Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1959-1997 ҫулсенче ӗҫленӗ. Елизавета Шайдукова – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче ҫӑмӑл машина фурӑпа ҫапӑннӑ. Инкек «М-7» федераци ҫулӗн 580-мӗш километрӗнче пулнӑ. «Хендай-Крета» автомобиль рулӗ умӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑран иртсе кайма юраман вырӑнта ҫул-йӗр правилине пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнӑ ҫӑмӑл машина малтан цистернӑллӑ «МАН» автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан – «Хино-Рейнджер» автомобильпе. Йывӑр сурансене пула хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Груз турттаракан машинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те, вӗсем урах пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пикета тухнӑХулара
![]() Маргарита Красотина журналистӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ. Пӗрисем кӑшӑлвирус ересрен хӑраса пурӑннӑ чух теприсем хӑйсене ку амак илеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене шкулта епле вӗрентес ыйту та ҫавна май тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратать. Пӗрисем ывӑл-хӗрне килте, компьютер умӗнче ларса, вӗрентмелле теҫҫӗ. Шкула кайсан ачасем чирлесе таврӑнӗҫ, килти ватӑсене те вирус ертӗҫ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе вара инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе йӗркеллӗ вӗренме, шкул программине ӑша илме йывӑр. Йышлӑ ача-пӑчаллисенченчен хӑшӗсем кашни тӗпренчӗкӗ валли пӗрер компьютер ҫук тесе каланине илтме тивет. Паян Шупашкарти Гагарин палӑкӗ умне пӗри пикета тухнӑ. Вӑл ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентнине хирӗҫ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Иосиф Дмитриев Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трера асӑнса «Улах каҫӗ» ирттерме палӑртнӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ режиссерӑн юратнӑ юррисене, вӑл лартнӑ спектакльсене аса илӗҫ. Иосиф Дмитриев пӗрремӗш Улаха шӑпах пилӗк ҫул каялла, 2015-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Первый современный национальный перфоманс «Ӳнер улахӗ» – «Вечерний Трер» ятпа Иосиф Александрович хӑй йӗркеленӗ. Улаха театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, ал ӑстисене чӗнеҫҫӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Аса илтерер: пултаруллӑ режиссер пурнӑҫран йывӑр чире пула шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла уйрӑлчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |