Спорт
![]() Спорт-Экспресс сайтри сӑн Малашне Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш Ен чысне хӳтӗлемӗ. Вӑл урӑх регионшӑн тупӑшӗ. Татьяна Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командинчен тухса кайнӑ. Татьяна Акимова Тюмень облаҫӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов акӑ мӗн каланӑ: «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах, ахӑртнех, финанс тӗлӗшӗнчен пулаймарӗ пулмалла. Хатӗрленӳ хамӑр шутран тухрӗ. Чӑваш Енре пирӗн нимӗнле услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах пирӗн хулпуҫҫи ҫине выртрӗ». Вячеслав Акимов ку йышӑну ӑнсӑртран пулманнине, кун пирки тахҫанах шутланине, пысӑк регионсем спортсменсене лайӑх пулӑшнине пӗлтернӗ. Ку шухӑша тренерӗ те, Вячеславӑн ашшӗ, Анатолий Акимов ырланӑ. Ывӑлӗ уншӑн кӑна республика чысне нумай ҫул хӳтӗленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара вӗренӳ тытӑмӗ инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫак кунсенче ҫапла мелпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш касси ачисене, ҫавӑн пекех студентсене вӗрентеҫҫӗ. Уроксене педагог тӗрлӗ мелпе йӗркелеҫҫӗ: социаллӑ сетьсем урлӑ та, мессенджерсем е видеоконференцҫыхӑну валли усӑ курмалли программӑсем пулӑшнипе те. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентме пӗрлехи платформа ҫине куҫассине республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӳре-шара Мускавра тата Мускав облаҫӗнче усӑ куракан программӑна республикӑри пилӗк шкула тӗрӗслесе пӑхма сӗннӗ. «Хӑш платформӑпа ӗҫлессине палӑртиччен программӑна IT-специалистсем ҫеҫ мар, унпа усӑ куракан учительсемпе ачасем те хаклаччӑр», – тенӗ Чӑваш Ен вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ Алла Салаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vezdekultura.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланине влаҫ органӗен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш халӑхӗшӗн тӗрӗ яланах пысӑк мӑнаҫлӑх палли пулнӑ. Вӑл – пирӗн нацин хӑйне евӗр сӗмӗ, унӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, талантне, ӗҫченлӗхне сӑнарлакан мул. Ҫавна май эпир кӑҫал пирвайхи хут паллӑ тӑвакан ҫӗнӗ уявӑн хӑйӗн йӑлисем йӗркеленме те тытӑнни нимӗн чухлӗ те иккӗлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирӗн элеменчӗсене йышпа пӗрле тӗрлени, онлайн ӑсталӑх класӗсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни», — ҫырнӑ саламра. «Чӑваш тӗррин кунӗ чӑваш халӑхӗн пӗрлӗхне, культура чӗрӗлӗвне, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи йӑхташӑмӑрсен чӑмӑртанӑвне пулӑшасси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫӗнӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: паян — Чӑваш тӗррин кунӗ. Ку датӑна ытахальтен суйламан. Шӑп та лӑп ҫав кун чӑваш тӗррин ӑсти Екатерин Ефремова ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 17 сехетре савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Республикӑра тӗрлӗ акци пуҫарнине палӑртмалла. Сӑмахран, чӑваш тумӗпе ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗксене, чӳречене чӑваш тӗррипе илемлетнине тата ыттине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарчӗҫ. Кӑшӑлвирус саманинче чӑваш тӗрриллӗ маскӑсемлӗ ҫынсене те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче асӑрхама май килчӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫченӗсем республика шайӗнчи флешмоба хутшӑнса ӗҫе паян чӑваш тӗрриллӗ маскӑпа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Эсир юлашки вӑхӑтра Инстаграма кӗнӗ-и? Грузинсем чӑваш юррине шӑрантарнине курнӑ-и? «Браво Метехи» ушкӑн ӳкернӗ видеона нумай ҫын курнӑ ӗнтӗ. Ултӑ солист, грузинсем, гитара каласа «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра юрлаҫҫӗ. «Чӑваш халӑхне грузинсенчен салам!» тесе пуҫлаҫҫӗ видеоролике. Сӑмах май, ҫак ушкӑн белорусла та, еврейла та юрлать. «Браво Метехи» ушкӑн Грузире 2004 ҫулта йӗркеленнӗ. Хӑйсен ҫӗршывӗнче вӗсене юратаҫҫӗ. 2014 ҫулта солистсем хӑйсен пӗрремӗш альбомне кӑларнӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш хутчен вырӑсла юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kultura.krasnodar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма хистенине ӑнланма пулать темелле. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсене ӗнер пӗр хушупа паллаштарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӳлӗмре маскӑпа ҫеҫ ҫӳремелле, кулиса хыҫӗнче театр ӗҫченӗсен тӑван-пӗтенӗ е пӗлӗш-таврашӗ пулмалла мар иккен. Ку хыпара Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер тӗлӗнсе пӗлтернӗ. Журналист ҫырнӑ тӑрӑх, тепӗр 10 кунран театрта премьера тухмалла. Анчах репетицие маска чӑмласа ирттерме тивет-тӗр тесе ҫырнӑ пост авторӗ. Хушупа паллашни ҫинчен артистсем алӑ пусма килӗшмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Мускаври виҫӗ троллейбуса Шупашкара илсе килӗҫ. Кун пирки Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Андрей Васильев Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Паян троллейбуссене платформа ҫине тиенӗ, пирӗн республикӑна илсе килме хатӗрленӗ. Вӗсене илсе килмешкӗн 1,52 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Анчах хака 539,5 пин тенкӗ таран чакарма май килнӗ. Мускавран илсе килекен троллейбуссем автономлӑ мелпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистки Надежда Демидова 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Надежда Демидова 1970 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал ӑсталӑхне алла илнӗ. Чӑваш патшалӑх хор капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисткинче ӗҫленӗ. 2000 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче хор солистки пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫул ҫинче арҫынна машина ҫапса хӑварни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: водитель ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» пулма пултарнӑ. Водителе тытса чарнӑ. «Лада Грантӑна» Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта тупнӑ. Машина ҫинче юн йӗрӗ пулнӑ, бампер ҫӗмӗрӗлнӗ. Водителӗ – 50 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Йӗрке хуралҫисем машинӑна тупнӑ хыҫҫӑн вӑл полицие хӑйех пынӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та паллӑ: унччен вӑл ҫул-йӗр ҫинчи аваришӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ малалла тӑсӑлать. Музыка ӳнерӗн уявӗ Дж. Вердин «Бал-маскарад» оперипе малалла тӑсӑлать. Оперӑна ҫак самантра «Культура.рф» порталта тӳрӗ эфирта курма май килет. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланчӗ. Оперӑна К.С. Станиславский тата Вл.И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври академи музыка театрӗн режиссерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Людмила Налетова лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш Республикин ҫамрӑк строителӗсен слёчӗ (ака, 5-6) пуҫланнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |