Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Шупашкара Мускаври Вырӑс балет театрӗ гастроле килнӗ. Вӗсем сцена ҫинче «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) постановкӑна кӑтартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑматкун «Ромео и Джельетта» балета курнӑ. Кӑҫалхи гастроль ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пулӑшнипе иртнӗ. Вырсарникун гала-концерт пулнӑ. Унта пирӗн артистсем те хутшӑннӑ.

Гастрольпе Пысӑк театр солисчӗсем Дина Косырева тата Андрей Меркурьев килнӗ. Вӗсен — тӗп парти. Артистсем Шупашкара пӗрремӗш хут мар килнӗ. Вӗсем балет фестивалӗсене хутшӑннӑ ӗнтӗ.

Мускав артисчӗсем Шупашкарта виҫӗ каҫ пулнӑ. Вӗсем кунти симфони оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ. Пирӗн симфони оркестрӗ ҫак ушкӑнпа Германире тата Люксембургра 2014 ҫулта пулнӑ. 2015 ҫулта вара Араб Эмиратне ҫитнӗ.

Ушкӑн хореографӗ — ҫамрӑк балерина Людмила Титова. Вӑл сцена ҫине тухма та ӗлкӗрет. Людмила «Ромео и Джульетта» постановкӑра тӗп сӑнара калӑплать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=13686
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ.

Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.

Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи.

 

Вӗренӳ

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ.

Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ.

Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ.

 

Хулара

Шкулта ӑс пухакан шӑпӑрлансем ача пахчинчи стенасене илем кӗртнӗ. Ҫакна тумашкӑн вӗсене пӗр эрне ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.

Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинчи тӗксӗм стенасем тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ялкӑшма тытӑннӑ. Ачасем хут ҫинчи ӳкерчӗксене стена ҫине пӗр эрнерех куҫарнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов кунашкал тӗксӗм стенасем кашни ача пахчинчех пуррине каланӑ. Вӗсем, паллах, ачасене савӑнтармаҫҫӗ. Ӳкерсен вара питӗ кӑмӑллӑ. Шӑпӑрлансем те унта мӗн сӑнланипе кӑсӑкланма пуҫлӗҫ.

5-мӗш гимназире ӑс пухакан Анастасия Васильевӑн «Юратнӑ хула» ӳкерчӗкӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл халӑх тетелӗнче «лайк» нумай пухнӑ.

Шкул ачисем ку проекта малалла пурнӑҫласшӑн. Кирек хӑш ача пахчинче те тӗксӗм стена тупса вӗсем ӑна илемлетесшӗн. Тӗнчене ҫутӑрах тума нумай та кирлӗ мар вӗт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=13685
 

Пӑтӑрмахсем

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче чутах ҫемье ҫунса кайман. Ҫав кун нумай ачаллӑ ҫемьере пушар тухнӑ.

Канаш хулинчи Гагарин урамӗнче ҫӗрле 52 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче мунча, гараж тата пӳрт тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Пушар алхаснине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсем тӳрех кил хуҫисене ҫӑлма чупнӑ.

Пӳртре ун чухне 14 ҫын пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем киличчен вӗсенчен 11-шне ҫулӑмран кӑларма ӗлкӗрнӗ. МЧС ӗҫченӗсем килсен тепӗр 3 ҫамрӑка пӳртрен илсе тухнӑ.

Пушара 1 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫурта тата ун таврашӗнчи хуралтӑсене сыхласа хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакаран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36134
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшенче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫывӑрса выртакан сакӑр ҫулхи хӗрача ҫумне Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ҫулӑхнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ.

Айӑплӑ тесе шутлакан арҫынна тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ. Ваккат кунпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ, малтанхи суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама, арҫынна салукла кӑларма ыйтнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва малтанхиллех хӑварнӑ.

Арҫын айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 12 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
Андриян Николаев вилтӑпри ҫинче чӗрӗ чечексем
Андриян Николаев вилтӑпри ҫинче чӗрӗ чечексем

Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта чӑваш кӑйкӑрӗн Андриян Николаевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне асра тытса митинг ирттернӗ.

Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 87 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ космонавтӑн амӑшӗ ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине те аса илнӗ.

«Андриян Григорьевич Николаев тӑван ҫӗре юратнӑ, вӗрентекенсене тата аслӑ ӑрурисене хисепленӗ, вӗсен сӑмахне итленӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Элтепер паян та пиншер арҫын ачапа хӗрача Андриян Николаев пек пулма ӗмӗтленнине палӑртнӑ.

Митинга хутшӑннисем летчик-космонавт вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечек хунӑ, вырӑнти часовньӑна кӗрсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.

Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ.

Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ.

Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш.

 

Сумлӑ сӑмах Ял пурнӑҫӗ

Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.

Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха?

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫавӑн пекех конкурс хӑй те вӗҫленет.

Иртнӗ уйӑхра хутшӑнакансем сахалрах пулчӗҫ. Ҫавӑнпа та приз калӑпӑшне пӗчӗклетес терӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑна каллех Марина йышӑнчӗ (975 пуплевӗш, 8430 сӑмах). Ӑна эпир 1000 тенкӗпе хавхалантаратпӑр. Иккӗмӗш вырӑна утӑ уйӑхӗнчи пекех «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл 177 пуплевӗш куҫарма пултарчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Галина йышӑнчӗ. Вӑл 131 пуплевӗш (1347 сӑмах) куҫарса пулӑшрӗ. Альтук аппапа Галинӑна 500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр. 100 ытла пуплевӗш куҫаракансен йышӗнче Маргарита тата salam пулчӗҫ. Вӗсене 100 тенкӗ карас номерӗ ҫине куҫарса парӑпӑр.

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑрту вӗҫленнӗ май пирӗн конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута валеҫсе памалла. Ӑна ҫак хутшӑнакансем илме тивӗҫ пулӗҫ: Марина, Альтук аппа, civhim2, Мария, snik, Viktor, Галина, Алина, Надя, Любовь, Маргарита, Нинел, Роза, olga, Марина Васильева, vlad, salam, Татьяна, elena (кунта — сайтри логин ячӗсен йышӗ). Сертификатлӑ пулас тесен пирӗнпе amartu@chuvash.org адреспа ҫыхӑнмалла — тулли ята (хушамат, ят, аҫӑр ячӗ), ӗҫ вырӑнне пӗлтермелле. Конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута электронлӑ майпа ҫитеретпӗр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/konkurs
 

Страницӑсем: 1 ... 2467, 2468, 2469, 2470, 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, [2477], 2478, 2479, 2480, 2481, 2482, 2483, 2484, 2485, 2486, 2487, ... 3746
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...