Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
«Салют» культура керменӗнчи ретро-программӑра
«Салют» культура керменӗнчи ретро-программӑра

Паян Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче кинеми-мучисем валли ташӑ ретро-программи йӗркеленӗ. Вӑл — унти «Ветеран» клуба ҫӳрекен ватӑсем валли.

Вӑхӑта хавас йышпа ирттерме тата ташлама культура ҫуртне 100 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Капӑрланса та хитреленсе пынисем пӗр-пӗринпе кӑмӑлтан паллашнӑ.

Ретро-программӑна ҫӳрекенсене вальс, танго, ча-ча-ча, фокстрот тата ыттине ташлаттарма хӑнӑхтараҫҫӗ.

Кинеми-мучисене ташша пухиччен культура ҫуртӗнчи диско-зала юсаса ҫӗнетнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Алимов ертсе пыракан ташӑ ушкӑнне ҫӳрекен ҫулланнӑ ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшнӑ.

Ҫӗнӗ ташӑ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа хастар ватӑсене «Салют» культура керменӗн артисчӗсем Галина Чечнева, Инна Григорьева, Галина Аникина, «55 плюс» ансамбль саламланӑ.

 

Вӗренӳ
Элпуҫӗнчи 165 ачалӑх шкул
Элпуҫӗнчи 165 ачалӑх шкул

Паян Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнче ҫӗнӗ шкул уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑю касма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра ҫулсерен пӗр-икӗ шкул уҫнине палӑртнӑ май вӗрентӗве аталантарассин малашлӑх планӗнче 10 ҫулта 16,5 пин ачалӑх 32 шкул тума пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Кун валли 12,5 миллиард тенкӗ кирлине асӑнса хӑварнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ шкулсене кашни районпа хуларах тӑвассине каланӑ.

Вырӑнти шкулти 9-мӗш класра вӗренекен хӗрачан амӑшӗ, Галина Кузнецова, республика ертӳҫине тав тунӑ. Ӑшӑ сӑмаха вӑл районти депутатсен ячӗпе те каланӑ. «Эпир тахҫантанпах ҫак куна кӗтнӗ. Шкул кермен пекех», — тенӗ вӑл.

Элпуҫ ачисем унччен 1960 ҫулта тунӑ ҫуртра вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкула 165 ачалӑх хӑпартса лартнӑ.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона ҫӗнӗ спектакльпе уҫать. Чаршава 84-мӗш хутчен уҫма «РэПКА» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмаха суйласа илнӗ.

Ҫапла, спектаклӗ пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен ҫарӑк пиркиех. Анчах Ҫамрӑксен театрӗ ӑна урӑхла лартма шантарать. Ӗҫе Егор Шашин композиторпа, Борис Лагода либретто авторӗпе, Наталья Шамбулина режиссерпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Наталья Шамбулинӑна режиссер тесе йӑнӑш ҫырнӑ теме кирлӗ мар. Ҫапла, хальхинче ҫак актер хӑйне режиссер пек кӑтартӗ.

Детектива ҫавӑрнӑ юмахра Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Татьяна Зайцева-Илина выляҫҫӗ. Тата, паллах, театрӑн ытти артисчӗ те сцена ҫине тухӗ.

Спектакле 10 тата 13 сехетсенче пӗчӗк залра кӑтартӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Юрмари» цехсенчен пӗри
«Юрмари» цехсенчен пӗри

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ.

Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ.

Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама.

Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх.

 

Вӗренӳ

Пӗрремӗш класра вӗренекенсен урокӗ ыттисенчен кӗскерех пулмалла. СанПина улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш класрисене кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӗренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен урокра 40-шар минут кӑна лартмалла. Вӑрмар районӗнчи шкулсенчи кун пирки пӗлмен-ши — кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.

Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗсенчи право акчӗсем саккуна килӗшсе тӑнипе тӑманнине тишкернӗ. Вӑрмар районӗнчи 16 организацире вырӑнти хутсене маларах асӑнна СанПинпа килӗшсе тӑмалла йӗркелемен. Вӑйра тӑракан саккунлӑ мар актсене пӑрахӑҫлама прокуратура хут ҫырса панӑ. Надзор органӗ асӑрхаттарнине вӗренӳ учрежденийӗсем ӑша хывнӑ, кутӑнлашса тӑмасӑрах кӑлтӑка пӗтернӗ: ӗҫлӗ хута ҫӗнетсе йӗркеленӗ.

 

Республикӑра
Маларах "Ҫеҫпӗл" кино курма йыхравланӑ
Маларах "Ҫеҫпӗл" кино курма йыхравланӑ

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурта (халӗ ӑна КВНа хатӗрленекенсем тата туй-ҫуй ирттерекен «Артефакт» ятлӑ организаци, «Куча Мала» медиа центр йышӑнни паллӑ) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑччӗ.

Ку хыпара ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Ҫуртсӑр хӑшкӑлнӑ театр тата ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ыйту тинех татӑласса шанса лӑпкӑн сывласа ячӗҫ пулсан, «Ҫеҫпӗлте» тӗпленнӗ ушкӑнсем хӑйсене килсӗр тӑратса хӑварасран пӑшӑрханса ӳкнӗ.

Анчах халӗ «КВН» общество организацийӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫипе Юрий Васильевпа тӗлпулу иртнине пӗлтернӗ. Унта «Ҫеҫпӗлти» организацисем «Ҫеҫпӗлтех» юласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Маларах «Ҫеҫпӗле» пӑхма пынисем Ҫамрӑксен театрӗн делегацийӗ пулнӑ имӗш, анчах вӗсем хайсем тӗллӗн ҫӳренӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Политика

Ҫак сайтри хыпарсене пӗр сиктермесӗр йӗрлесе пыракансене тата информатор йышӗнчисене тӳрех пӗлтерем: ку хыпара пӗр-пӗр партие мухтаса та, хурласа та ҫырмастӑп. Тупата Туршӑн та, маншӑн пурте пӗрех: хальхи вӑхӑтри созывра тӗрлӗ парти сӗмӗпе депутата суйланнисем те, ҫитес суйлавра лекме ӑнтӑлакансем те. Ҫапах та суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрне сӑнама, пытармастӑп, питех те кӑсӑклӑ. Унтан та ытларах – кулӑшла та.

Халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче те паян кандидатсем пӗрне-пӗри хурласа ҫырнине, хӑйсен тӑрӑшӑвне вара ырӑ енчен кӑна кӑтартма талпӑннине курса тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. «СССР вӑхӑтӗнче, влаҫра коммунистсем ларнӑ чух, апла пулман», — тесе ҫырать халӑх тетелӗсенчен пӗринче депутат пулма кандидат евӗр регистрациленнӗ пӗр ҫамрӑк арҫын. Эпӗ, хӗрӗхри ҫын, вӑл вӑхӑтри саманана ыррӑнах астумастӑп та, вӑл, манран та кӗҫӗнрехскер, ӑҫтан пӗлет-ши? Тепӗр хутчен калатӑп: Совет саманине хурлас шухӑшӑм пачах та ҫук. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем черете тӑрсан темиҫе ҫултан хваттере тӳлевсӗр кӗрсе ларнине лайӑх пӗлетӗп. Ара, хулара пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӑмсем, вӗсем пурте манран аслӑрах, нихӑшӗ те укҫалла хваттер туянман.

Малалла...

 

Хулара

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри энергоперекет фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗрле ҫутӑрах» ятпа йеркелӗҫ.

Ҫав кун Шупашкарти Лакрей вӑрманне пыма чӗнеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелеме ҫамрӑксен пуҫарӑвӗ хистенӗ.

Ӑна халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес, Раҫҫейри экономика тытӑмӗнче усӑ куракан хальхи йышши энерготухӑҫлӑ технологисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен усӑ курман батарейкӑсене пуҫтарӗҫ, лампочкӑсене ылмаштарӗҫ. Унта селфи тума та май пулӗ. Велосипеда телефона заряд тумалли генератор вырнаҫтарма май килӗ. Шкулта вӗренекен ачасем, ҫамрӑксем валли чылай конкурс иртӗ. Каҫ енне велочупу йӗркелӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36003
 

Спорт

Рио-де-Жанейрӑра иртекен Паралимп вӑййисене Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑнаймӗҫ. Ҫутҫанталӑк вӗсене ахаль те кӳрентернӗ… Ӑмӑртӑва яманни чылайӑшӗн чунне хуҫнӑ.

Анчах хӑшӗ-пӗри пуҫ усман. 100 ытла паралимпиец Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитетне ыйту ҫырнӑ. Вӗсене хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха.

Чӑваш Ен спортсменки, Лондонри Олимп вӑййисенче виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑн (халӗ — Свиридова) та медальсемшӗн кӗрешмеллеччӗ. Вӑл Риона каяс тесе комитета ҫыру ҫырман. Пӗр ача амӑшӗ кун пирки вуҫех калаҫасшӑн мар.

Паралимпиецсене Рио-де-Жанейрӑна кайма ирӗк паманнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей шайӗнче тупӑшу йӗркелеме сӗннӗ. Елена Ивановӑна унта кайма сӗнсен вӑл иккӗленсе тӑмӗ — ҫула тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36002
 

Культура

Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗ 87-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ку тӑрӑхпа вара Хӗрлӗ Чутай районӗ туслӑ.

Хӗрлӗчутайсем вӗсене саламламашкӑн кайнӑ. Пильна тӑрӑхне ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Самсонов, концертсен ертӳҫи Регина Чишкина артистка ҫитнӗ.

Пирӗн артистсем концерта хутшӑннӑ. Вӗсен юррисене Чулхула халӑхӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ.

Александр Самсонов каланӑ тӑрӑх, уявра Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пока все дома» кӑларӑм ертӳҫи Тимур Кизяков та пулнӑ. Унпа пурте сӑн ӳкерӗнме талпӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, 2478, 2479, 2480, [2481], 2482, 2483, 2484, 2485, 2486, 2487, 2488, 2489, 2490, 2491, ... 3746
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...