Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сумлӑ сӑмах Политика

Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.

Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.

Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ. Политикӑран пӑрӑннин сӑлтавӗ ансат: ҫынсем хӑйсем мӗн те пулин ылмаштарма пултарассине ӗненмеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 28 проценчӗ политика ахаль ҫынсем валли мар тесе шухӑшлать. Ҫавӑн чухлех тепӗр ушкӑн кулленхи ӗҫ вӑхӑт нумай илнипе сӑлтавланӑ. 21 проценчӗ политикӑра нимӗн те ӑнланманнине йышӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 13 проценчӗ: "Политика — таса мар ӗҫ, вараланас килмест", — тесе касса татнӑ. 5 проценчӗ вара влаҫрисем кайран йӗрлеме пуҫласран шикленнине пытарман.

Респондентсен 66 проценчӗ влаҫпа ҫыхланасран пӑрӑнма тӑрӑшнине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Паян Етӗрне хулинче депутатсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вырӑнти телекурав операторӗ Николай Федоров редактор хушнипе ларӑва сюжет ӳкерме кайнӑ. Анчах ӑна унтан кӑларса янӑ.

Николай вырӑна ҫитсен камерӑна вырнаҫтарнӑ, ӳкерме хатӗрленнӗ. Унччен те пулман — Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов пухӑннисене сасӑлама ыйтнӑ: вӗсем ларӑва журналистсемсӗр ирттерме хирӗҫ-и е ҫук-и? Чылайӑшӗн журналиста кӑларса ярассишӗн сасӑланӑ.

Николай Федоров оператор нимӗн те ӑнланмасӑр тухса кайнӑ. Вӑл уҫӑ ларӑва килнӗ-ҫке-ха. Саккунпа килӗшӳллӗн, журналист мероприятисене килсе информаци илме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35925
 

Персона
Петӗр Яккусен. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра 2014 ҫулта пичетленӗ сӑнӳкерчӗк
Петӗр Яккусен. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра 2014 ҫулта пичетленӗ сӑнӳкерчӗк

Паян — Петӗр Яккусен ҫыравҫӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1950 ҫулта Красноармейски районӗнчи Упа Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан, 1975 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Википедире ҫырнӑ тӑрӑх, Петӗр Яккусен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхин пусӑм йӗркине тӗпчесе темиҫе статья пичетлесе кӑларнӑ.

1978–1984 ҫулсенче Элӗк районӗнчи Мартынккӑ шкулӗнче завучра тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1984 ҫулта Петр Яковлев Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн кафедринче ӗҫлеме тытӑннӑ, аспирантурӑра вӗреннӗ. 1989 ҫулта «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пусӑмӗ» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 1995 ҫулта унӑн «Чӑваш фонетики» вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Петӗр Яккусен тӗлӗнмелле илемлӗ сӑвӑсем ҫырать. Вӑл — СССР Писательсен союзӗн пайташӗ.

 

Спорт

Мускаври Кремльте Олимп вӑййисенче малти вырӑнсене тухнӑ спортсменсене чысланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин вӗсене патшалӑх награди тата урапа панӑ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 100 ытла спортсмен BMW маркӑллӑ урапаллӑ пулнӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш Дарья Спиридонова та кӗнӗ.

Аса илтерер: 18 ҫулти Дарья Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ командӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене BMW X6 маркӑллӑ урапа парнеленӗ. Кӗмӗл медале тивӗҫнисене BMW X4 маркӑллӑ урапа лекнӗ. Пӑхӑр медальпе таврӑннисене BMW X3 маркӑллӑ урапапа чысланӑ.

Кунсӑр пуҫне ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене 4 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӗмӗл медаль илнисене — 2,7 миллион тенкӗ, пӑхӑр медальпе килнисене 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35896
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакансем урамра ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнине сайтра пӗлтернӗччӗ. РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем хулара мӗншӗн шӑршӑ кӗнин сӑлтавне пӗлтернӗ.

Роспотребнадзор хулари сывлӑша пробӑна илнӗ. Канаш урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тата Республикӑри клиника офтальмологи пульници умӗсенче сывлӑшра аммиак нумай пулни палӑрнӑ.

Халӗ специалистсем «Океан» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе плана кӗмен тӗрӗслев ирттересшӗн. Вӑл Канаш урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Специалистсем шӑршӑ урӑх сӑлтава пула тухнине те тунмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗслеве малалла ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35904
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Африка мурӗ сарӑлсах пырать. Улатӑр районӗнчи Сӑр Майданӗ ялӗнче те сыснасем чирленине тупса палӑртнӑ. Унта ҫурлан 25-мӗшӗнче карантин тесе палӑртнӑ.

Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне Пӑрачкав районӗнче 2 358 сыснана ҫунтарнӑ. Ҫынсем ветеринарсене пӗлтермесӗр 504 пуҫа хӑйсем тӗллӗн пуснӑ.

Халӗ пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи 5 ял тӑрӑхӗ кӗнӗ. Унти мӗнпур сыснана укол туса вӗлерсе ҫунтарнӑ.

Аса илтерер: Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫурлан 17-мӗшӗнче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта сысна ашне сутма, ярмӑрккӑсем ирттерме чарнӑ.

 

Сывлӑх
Республикӑри наркологи диспансерӗн адресӗ
Республикӑри наркологи диспансерӗн адресӗ

Шупашкрати тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳсӗрсене Республикӑри наркодиспансерта урӑлтарӗҫ. Унта вӗсем валли 20 вырӑнлӑх урӑлтаркӑч уҫӗҫ.

Хӗрӗнкӗ ҫынсене юлашки ҫулсенче пульницӑсене илсе кайма пуҫларӗҫ. Анчах унта илсе ҫитернисенчен 6 процентне кӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова правӑна пӑсассин профилактикипе ӗҫлекен республикӑри комиссин ӗнерхи ларӑвӗнче илсе кӑтартнӑ. Министр ҫумӗ эрех-сӑрапа сиенленнисен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 1 процент чакнине те пӗлтернӗ. Ҫапах та спиртлӑ хутӑшсемпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗ.

Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртнине эпир унччен те ҫырнӑччӗ. Ку ыйтӑва 2014 ҫултах Раҫҫей правительстви хускатнӑччӗ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑччӗ.

 

Раҫҫейре
Вадим Антонов генерал
Вадим Антонов генерал

Вадим Антонов текех министр мар.

Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министрӗнче 1997 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Красноярск крайӗнче ҫак тытӑма ертсе пырать. Анчах юлашки вӑхӑтра ун пирки: «Ӗҫрен каять», — сӑмах-юмах ҫӳреме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Следстви комитетӗн тӗрлӗ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан сакӑр генерала ӗҫрен хӑтарма РФ Президенчӗн 435-мӗш номерлӗ паянхи указӗпе йышӑннӑ.

Шупашкарта ҫуралнӑ, Чӑваш Ен ШӖМне ертсе пынӑ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин Красноярск крайӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2011 ҫултанпа тӑрӑшрӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир ҫырсах тӑтӑмӑр. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсен самай пайне пусса тата сутса пӗтернӗ, ҫынсен самай пайне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ пирки ҫитес уйӑхра самайӑшӗ урамра тӑрса юлӗ.

Ятлӑ-сумлӑ хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ. Аукцион паян иртмеллеччӗ. Анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.

Панкрута тухасси патне ҫитнӗ хапрӑкӑн ӗҫне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ тепӗр хутчен пӑхса тухмалла.

 

Кӳршӗре
Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Ҫармӑс шкулӗ «Ырӑ сунса кӗтет»
Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Ҫармӑс шкулӗ «Ырӑ сунса кӗтет»

Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ чӑваш спортсменӗсене пӗлет, унти юстици министрӗ чӑваш ташшине кӑмӑллать. Ҫакна вӑл Теччӗ районӗнчи Ҫармӑс ялӗнчи шкулта пулнӑ чух палӑртса хӑварнӑ.

Кӳршӗллӗ ҫак республикӑра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Ҫармӑсри Культура ҫуртне тата шкула Президент программисемпе тӗпрен юсанӑ. «40 ҫулти шкулӑн тӑррине витсе чӳречисене улӑштарнӑ, стенисене тикӗслесе сӑрланӑ, тултан тӗрлӗ тӗслӗ шӑвӑҫпа сапланӑ. Шкулта ача сачӗ валли те вырӑнсем тунӑ, — хыпарлать хаҫат. — Вӗренекенӗсем нумаях мар, 37 кӑна. Кӑҫал пӗрремӗш класа 3 ача каять. Апла пулин те вӑтам шкул статусне хальлӗхе вӑл сыхласа хӑварнӑ-ха».

Юсав ирттернӗ шкулпа клуба ҫӗнӗрен уҫма Теччӗ районӗн пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов, Республика Правительствинчи Теччӗ районӗн кураторӗ, ТР юстици министрӗ Лариса Глухова, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов килсе ҫитнӗ. Ильдар Гильмутдинов ачасемпе педагогсене, пухӑннӑ ҫынсене тӑван чӗлхене (сӑмахӗ кунта, эп ӑнланнӑ тӑрӑх чӑваш чӗлхи пирки пырать) упрама чӗнсе каланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2475, 2476, 2477, 2478, 2479, 2480, 2481, 2482, 2483, 2484, [2485], 2486, 2487, 2488, 2489, 2490, 2491, 2492, 2493, 2494, 2495, ... 3746
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...