Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӳнер

Атӑлҫи, Мускав, Минск тӑрӑхӗсенчи ӳнерҫӗсем черетлӗ хут Кокель плэнерне пухӑннӑ. Каҫалхипе плэнера 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Яланхи пекех вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче иртет.

Плэнер икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.

Вырӑнти шкул ачисем паллӑ ӳнерҫӗсенчен вӗренме пултараҫҫӗ. Турхан ялӗ чӑн-чӑн живопиҫ центрне ҫаврӑннӑ. Ӳнерҫӗсем илемлӗ вырӑнта алӑ хӑйех илемлӗ картина ҫырнине палӑртаҫҫӗ.

Кӑҫал ӳнерҫӗсем чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне уҫса паракан постановка ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ. Акӑ Рамиль Мигранов картининче хӗр станок умӗнче ларать. Беларуҫ ӳнерҫи Владимир Чернышов Кокель плэнерне иккӗмӗш хут килнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ӳнерҫӗсене плэнера икӗ хутчен ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Ара, унта чылай ӳнерҫӗн пулса курмалла-ҫке-ха.

Плэнера килекенсем Алексей Кокеле халалласа палӑк лартас шухӑшлӑ. Ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑн. Композицие Украинӑри скульптор Катиб Мамедов пурнӑҫланӑ. Йӑлтах — тӳлевсӗр. Композицире Кокель сак ҫинче ларса ӳкерет. Вӑл ялан ҫапла ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13340
 

Экономика
Лю Ли тата Михаил Игнатьев
Лю Ли тата Михаил Игнатьев

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тата Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе Чӗмпӗрте регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ирттерекен ларӑва хутшӑннӑ.

Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, Ян Цзечи Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе Китай провинцийӗсем килӗштерсе ӗҫлесси вӑй илет, ӗҫ кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Чӑваш Ен Янцзы тӑрӑхӗнчи регионсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытни ҫинчен Михаил Игнатьев каласа панӑ. «Эпир икӗ халӑх ҫывӑхланмалли, икӗ еншӗн те тупӑшлӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли условисем йӗркелес тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр», — тенӗ вӑл.

Китайри Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Лю Ли тата пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ.

Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ.

Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.

Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.

Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.

Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.

Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.

 

Политика

Чӑваш Енре финанс министрне суйлаҫҫӗ. Ҫук, Светлана Енилинӑна должноҫран кӑларман. Халӗ Ҫамрӑксен правительствин финанс министрне суйлаҫҫӗ.

Конкурса 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен документсене ЧР Финанс министерствине тӑратмалла. Заявлени, проект, анкета, паспорт, ӗҫ е вӗренӳ вырӑнӗнчен справка, хисеп хучӗсен копийӗсем кирлӗ пулӗҫ.

Пресс-релизра финанс министрӗ мӗн ӗҫленине палӑртман. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: Ҫамрӑксен правительстви халӑх йышӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ приоритетсене тупса палӑртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34901
 

Ҫурт-йӗр

Канаш хула администрацийӗ унти ишӗлекен ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарнӑ. Анчах хаваслӑн кӗрсе саркаланса пурӑнас вырӑнне ҫав этемӗн кӑмӑл хуҫмалли тупӑннӑ. Ҫӗн пӳрт ӗҫкипе рехетленмелле тейӗн, анчах хваттере газ кӗртмен пулнӑ.

Хӑйӗн правине пӑснӑ тесе шухӑшланипе ҫӗнӗ хваттер хуҫи вырӑнти прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Надзор органӗ этем ахаль пӑшӑрханса ҫӳременнипе килӗшнӗ, Канаш хула администрацийӗн ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине палӑртнӑ. Прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ ҫын газ яма укҫа тӳлесе тӑкакланнине хула хыснинчен шыраса илмелле тӑвас тесе судах тавӑҫпа ҫитнӗ. Тӳре ыйтӑва тивӗҫтернӗ — газ кӗртсе тӑкакланнине шыраса илмелле тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

 

Тӗнчере

Утӑ уйӑхӗн 18–21-мӗшӗсенче Азербайджанри Шеки хулинче «Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑкӗсен лидерлӑх пухӑвӗ» иртет. Ку хыпара «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи пӗлтерет.

Чӑваш Енрен унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Павел Игнатьев хутшӑнать.

«Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Шеки хулинче Тӗрӗк тӗнчинчи ҫамрӑксен юхӑмсен лидерӗсен конференцийӗ иртӗ. Конференцире тӗрӗк тӗнчин ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ, ӗҫе хутшӑнакансем хӑйсен халӑхӗсемпе патшалӑхӗсем пирки каласа парӗҫ, Тӗрӗк тӗнчипе ытти тӗнчен хутшӑнӑвӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ», — хыпарланӑ «ирӗклӗхҫӗсем». Паянах Шеки курса ҫӳреме палӑртса хунӑ.

Ыран, утӑ уйӑхӗн, 20-мӗшӗнче МОТМӑн 17-мӗш Курултайне ирттерессине, МОТМ тата ытти организацисен планӗсене сӳтсе явмалла.

 

Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи ют ҫӗршывсенче те республикӑн тулли праваллӑ элчелӗхӗсене йӗркелесшӗн. Пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ку сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне сӗнӳпе тухнӑ.

«Ирӗклӗхҫӗсем» асӑрханӑ тӑрӑх, Раҫҫей субъекчӗсен тӗнчери хутшӑнусене йӗркелеме май пур. Ҫакна саккунсемпех пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан регионсен элчелӗхӗсене ют ҫӗршывсенче йӗркелени саккунлӑ япалах. Саккунлӑ пулсан, мӗншӗн йӗркелес мар?

Элчелӗх суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тата гуманитари тӗлӗшӗнчен ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесе яма май парӗ. Экономикӑри кризис саманинче ку ыйту татах та ҫивӗчленни каламасӑрах паллӑ.

Тутарстанӑн, ав, Турцинче тулли праваллӑ элчи пур. Эпир мӗнрен кая тет?

 

Политика

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав иртет. Ун чух Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсем суйлӑпӑр. Депутат пулас ӗмӗтлисем пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах суйлава хатӗрленеҫҫӗ: кандидатсене ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрацилеҫҫӗ, хӑйсем маттурри пирки халӑха унта та кунта пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

«Зеленые» (чӑв. Симӗссисем) Раҫҫейри экологи партийӗ те суйлава хутшӑнасшӑн.

Пирӗн республикӑра ҫав парти пӗр мандатлӑ икӗ округпа та кандидатсем шыраса тупнӑ. Канашри 37-мӗш округпа «симӗссисем» 1983 ҫулта ҫуралнӑ Александр Викторович Аксакова, Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа 1953 ҫулта ҫуралнӑ Олег Алексеевич Николаева депутата суйлантарасшӑн.

Пӗр пек хушаматлӑ кандидатсем пуҫ кӑларнине маларах та эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.

Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.

Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.

Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2508, 2509, 2510, 2511, 2512, 2513, 2514, 2515, 2516, 2517, [2518], 2519, 2520, 2521, 2522, 2523, 2524, 2525, 2526, 2527, 2528, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...