Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ
Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль
Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн.

«Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Москакассинчи уяв
Москакассинчи уяв

Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.

Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.

Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.

 

Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗн хастарӗсем тӑван республикӑмӑрӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатине суту-илӳ, йӑла таврашӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курма ҫулталӑк каяллах сӗннӗ те ӑна палата хӑй сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри чылай организацине вӗсем туса кӑларакан тавар этикеткисенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗннӗ.

«Никамранах та хурав килмерӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ушкӑн «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче.

Уйӑх вӗҫӗнче вара, унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ.

Чӑваш наци конгресӗ регионсен хушшинчи общество организацийӗн 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас тенӗ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» обществӑна ерсте пынине, ЧНКн президиум пайташӗ Олег Мешков чылай ҫул «Букет Чувашии» ертӳҫи пулнине, ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Валерий Иванов Валерий «Акконд» директорӗ иккенне палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр
Ҫӗрпӳ-Вӑрмар ҫул ҫинче юсав пырать
Ҫӗрпӳ-Вӑрмар ҫул ҫинче юсав пырать

Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ытти вырӑнта та сиксе тухмасӑр пулманнине пирӗнтен кашниех аван ӑнланать. Пурне те асӑрхакан ҫивӗч куҫлӑ журналистсенчен пӗрин куҫӗ тӗлне тата Ҫӗрпӳрен Вӑрмаралла каякан федераци ҫулӗ лекнӗ.

Андрей Иванов журналист унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӑл тӑрӑхрисемпе тӗл пулма кайнӑ чух вӗҫтернӗ. Правительство кортежӗ тата вӗсенчен юлмасӑр пыракан журналистсен ушкӑнӗнчен хайхи 40 минут таран татӑлса юлнӑ-мӗн.

Федераци ҫулӗ ҫинчи ҫав участока юсакан «Дорисс» предприяти урапасене пӗр полосапа кӑна иртсе ҫӳремелле туса панӑ иккен. Ҫӗрпӳ кӗперӗпе танлаштарсан кунта тата нушаллӑрах тесе ҫырнӑ журналист.

 

Культура

«По следам Пушкина» (чӑв. Пушкин ҫулӗпе) блог-тур ирттерни пирки ҫырнӑ май Андрей Федоров блогер пӗр ӑнланманлӑхпа куҫа-куҫӑн тӑма тивнине пӗлтерет. Республикӑн тӗрлӗ районне ҫитсе ҫаврӑнма палӑртнӑ чух ҫула тухиччен вӑл вырӑнти кану базисемпе калаҫса татӑлма пӑхнӑ. Ҫӗр каҫма ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле те мар. Укҫаллах. Анчах Чӑваш Енри кану базисемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑр-мӗн.

«Пӗринпе эрне ӗнтӗ калаҫатӑп. Электрон ҫыру та ҫыратӑп. Вӗсен «Контактра» страници урлӑ та ҫыхӑнса пӑхрӑм, анчах хуравне илеймерӗм», — тенӗ хайхи тӗлӗнсе.

Е тата вӑл Улатӑрти хӑна ҫуртне шӑнкӑравланине пӗлтерет. Банк картти урлӑ тӳлеме пулать-и тесе ыйтнӑ. Ҫук иккен. Wi-fi ҫыхӑнӑвӗ унта пуррипе ҫукки пирки каламасӑрах тавҫӑрма пулать-тӗр.

Блогер ӑнланнӑ тӑрӑх, туристсем никама та питех кирлӗ мар. Хӑна ҫурчӗсене тата кану базисене хайсем патне вӗҫӗм пырса ҫӳрекен клиентсем пурри те тивӗҫтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://aofedorov.livejournal.com/
 

Республикӑра
Михаил Игнатьев Элтепер Вӑрмар район администрацийӗнче
Михаил Игнатьев Элтепер Вӑрмар район администрацийӗнче

Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.

Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.

Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.

Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.

 

Республикӑра
Сергей Неяскин генерал-майор журналистсемпе
Сергей Неяскин генерал-майор журналистсемпе

Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗнче Сергей Неяскин генерал-майор ӗҫлеме тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ-ха: пурӗ те виҫӗ уйӑх кӑна. Мӑкшӑ Республикинче 1956 ҫулта ҫуралнӑ, юлашки вӑхӑтра Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑскере кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пирӗн тарӑхра министр пулса тӑрӑшма шаннӑччӗ.

Нумаях пулмасть вӑл республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ертсе пыракансемпе пресс-конференци ирттернӗ. Ҫӗнӗ министр кӑсӑклине

каланӑ теме юрать. Хӑйӗн виҫӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ кам пулса тӑрӑшнине те (пӗри прокуратурӑра, тепри судра тимлеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ — юрист) тытӑнса республикӑра преступление тӑвакансене палӑртас енӗпе лару-тӑру хут ҫинче лайӑххине, анчах кӑлтӑкӗ те самаййине палӑртнӑ вӑл. Ҫитменлӗхне вара ултавпа ҫыхӑннӑ преступленисене уҫса парассипе ҫине тӑманнинчен тытӑнса тепӗр специалистсем тивӗҫтерменни таранах асӑнса хӑварнӑ.

 

Персона
Петр Краснова Куҫма Турхан премийӗ тивӗҫнӗ
Петр Краснова Куҫма Турхан премийӗ тивӗҫнӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.

Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.

Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Экономика

Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнӑ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ пулсан, ку хыпара шӳт вырӑнне йышӑнма юратчӗ, анчах пӗртте шӳтлеместпӗр.

«Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ.

Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине нумаях пулмасть ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ.

«Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.

Шупашкарти паллӑ ҫак кондитер хапрӑкне Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ Валерий Иванов чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=167063
 

Страницӑсем: 1 ... 2502, 2503, 2504, 2505, 2506, 2507, 2508, 2509, 2510, 2511, [2512], 2513, 2514, 2515, 2516, 2517, 2518, 2519, 2520, 2521, 2522, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...