Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ.

Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ.

Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман.

Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.

Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ.

 

Спорт

Сарӑту хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисем иртнӗ. Спортсменсем шыв йӑтас, ӗне сумалли аппарта сӳтсе пуҫтарас тата ытти енӗпе ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан 2 пин яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсенчен 39-шӗ — Чӑваш Енрисем.

Тупӑшура спортӑн хӑйне евӗр 17 тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем 11 тӗсре ӑмӑртнӑ. Олеся Игнатьева кунашкал ӑмӑртӑва виҫӗ хутчен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӑл яланах малтисен ретӗнче пулнӑ.

Сарӑтури уйсемпе стадионсенче доярсемпе механизаторсем, ҫӑмӑл атлетсем те вӑй виҫнӗ. Регионсен ушкӑнӗнче Чӑваш Ен команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара — улттӑмӗш.

Ӑмӑртӑва ҫемьепе каякансем те пулнӑ. Наталья, Сергей тата Софья Калитовсем спортсӑр хӑйсен пурнӑҫне курмаҫҫӗ. Ачисене те вӗсем спортпа туслаштараҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва кайнӑ спортсменсене ЧР Спорт тата Ял хуҫалӑх министерствисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Тепӗр кӗтмен парнепе те савӑнтарнӑ: спортсменсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13459
 

Спорт

Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур.

Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур.

Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ.

 

Ӳнер
Хо Чунг Йе маэстро
Хо Чунг Йе маэстро

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли паха парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта Петр Чайковскин «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балетне курма йыхравлӗҫ. Дирижер пультне Хо Чунг Йе маэстрӑна шанса парӗҫ.

Тӗнчери сцена ҫинче хӑйне кӑтартма ӗлкӗрнӗ каччӑ тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Раҫҫейре те ӑна пӗлеҫҫӗ. Ӑна Питӗрти, Новосибирскри, Петрозаводскри, Сочири оркестрсем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Пултарулӑх стартне пултаруллӑ каччӑ Чикагӑри симфони оркестрӗнчен пуҫланӑ. Малтанласа дирижер ассистентне илнӗ. Репетици пӗр пайне ӑна хӑй тӗллӗн ирттерттерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн пултаруллӑ дирижера оркестр ертӳҫи Даниэль Баренбойм тӳрех ӗҫе илнӗ. 2002 ҫулта ӑна Чикагӑри ҫамрӑксен оркестрӗн музыка директорне лартнӑ. Вӑл ертсе пынипе программӑсем икӗ хута яхӑн вӑрӑмланнӑ, куракансем те йышланнӑ. Ӑсталӑха Хо Чунг Йе Тайвань, АПШ, Раҫҫей ӑстисем патӗнче туптанӑ.

 

Раҫҫейре

Мускаври метропа усӑ куракансем пӗчӗк груза тата корреспонденцие ҫӗршыври 32 хулана ӑсатайӗҫ. Ун валли вӗсен пуштӑ уйрӑмне вӗҫтерме кирлӗ мар: метрори станцисенчен хӑшӗсенче ку тӗллевпе ятарлӑ стойкӑсем вырнаҫтарнӑ.

Мускав метрополитенӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пегов федерацин МИХӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 килограмран ҫӑмӑлтарах посылкӑсене тата корреспонденцие пӗр килограмшӑн 300-500 тенкӗ тӳлесе ӑсатма май килӗ. Сӑнавлӑ проекта Шупашкарсӑр пуҫне Питӗр, Чулхула, Владикавказ, Ижевск, Краснодар, Петрозаводск, Сыктывкар, Туапсе, Ярославль тата ыттисем лекнӗ.

Кӑсӑклантаракан ыйтӑва метро пассажирӗсем ятарлӑ стойкӑсене пырса уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Ун пеккисене Ункӑ линийӗн 12-мӗн станцийӗнче, Таганкӑпа Краснопресенски лини ҫинчи «Котельники» станцире вырнаҫтарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш бройлерӗн" шӑпи ҫак ҫынсен аллинче
"Чӑваш бройлерӗн" шӑпи ҫак ҫынсен аллинче

Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир те вӗҫӗмех ҫырса тӑтӑмӑр. Пӗр енчен, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприяти шӑпи ҫав района кӑна хумхантармалла пек, анчах ятлӑ-сумлӑ общество республика шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ.

Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хапрӑка хапрӑк хуҫисем хӑйсемех панкрута кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ыйтупа республикӑн Арбитраж судне пӗр шухӑшлӑн тенӗ пек ҫитнӗ предприятисен йӗрӗ пӗр хуҫа патне пырса тухать-мӗн.

Ӗнер Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтмен пулин те Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне хӑй тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ. Ку хыпара ларура пулнӑ Андрей Иванов журналист хӑйӗн статйинче ҫырса пӗлтернӗ.

«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва Арбитраж сучӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшне куҫарнӑ.

 

Персона
Арккассинчи 90 ҫулти Мария Николаевана юбилейпа саламлама пухӑннисем
Арккассинчи 90 ҫулти Мария Николаевана юбилейпа саламлама пухӑннисем

Шупашкар районӗнче 90 ҫулхи юбилея кӑҫал 47 ҫын паллӑ тунӑ. Тем те пулнӑ вӗсен вӑрӑм ӗмӗрӗнче: савӑнӑҫӗ те, хуйхи те.

Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Арккасси ялӗнче пурӑнакан Мария Николаевӑна та шӑпа самай тӑлланӑ. Мӑшӑрӗ унӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Анчах вӑрҫӑ участникӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман: хӗрарӑм 32 ҫулта упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ. Алӑри сакӑр ачаран чи асли вӑл вӑхӑтра 11 ҫул тултарса ӗлкӗрнӗ, кӗҫӗнни — ултӑ уйӑх. Ачасемшӗн тапаҫланнӑ та амӑшӗ. Колхозра ӗҫленӗ, ҫирӗп хуҫалӑх тытнӑ, ҫӗлеме ӑста пулнине кура кӳрше-арша та ҫав енпе пулӑшнӑ.

Паян М.Н. Николаеван 17 мӑнук, мӑнукӗсен 30 ачи, мӑнукӗсен ачисен икӗ ача пур. 57 ҫынран тӑракан пысӑк йыш кашни ҫулах кинемее Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлать. Анчах ҫакӑ кинемее ҫамрӑксем ҫулталӑкра пӗрре кӑна аса илнине пӗлтермест: вӗсем яланах унпа. Юратаҫҫӗ ватта, хисеплеҫҫӗ. Хӑй те Мария Николаевна пуринпе те ӑшшӑн сӑмахлать.

Нумаях пулмасть ҫитнӗ юбилей ячӗпе кинемее ҫывӑх ҫыннисем кӑна мар, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пуҫлӑхӗ Любовь Ананьева тата Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи Ксения Михайлова та саламланӑ.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ
Михаил Игнатьев «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра
Михаил Игнатьев «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унта канашлу та ирттернӗ, лару-тӑрупа вырӑна тухса та паллашнӑ.

Республикӑна ертсе пыракан, Элтеперӗн Администарцийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Чурашри «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе ҫуллахи вӑхӑтра уйра еплерех апатлантарнипе» кӑсӑкланнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ чурашсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тирпейлӗ пӑхса тӑнине палӑртнӑ. «Хуҫалӑхра пӗтӗмпех ӗҫсем йӗркеллӗ. Выльӑхсене ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра шыв ӗҫтерме те меллӗ. Сӗт сӑвӑмӗ ан чактӑр тесе условисем ҫителӗклӗ», — хыпарлать пресс-служба.

«Выльӑх-чӗрлӗхрен туса илнӗ тавара вырнаҫтарассипе нимӗнле чӑрмав та ҫук. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх таварӗсен хакӗ ӳссе пырать. Ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ», — тесе каланӑ хуҫалӑх ертӳҫи Николай Иванов.

Асӑннӑ хуҫалӑх сӗте Ҫӗнӗ Чурашри сӗт савутне ӑсатать, аш-какай пӗтӗмпех Вӑрнар заводне каять.

 

Спорт

Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ.

Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ.

Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ.

«Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35324
 

Культура

Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.

Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35314
 

Страницӑсем: 1 ... 2493, 2494, 2495, 2496, 2497, 2498, 2499, 2500, 2501, 2502, [2503], 2504, 2505, 2506, 2507, 2508, 2509, 2510, 2511, 2512, 2513, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...