Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Елчӗкри ӗнерхи моряксем
Елчӗкри ӗнерхи моряксем

Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта.

Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ.

Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем кадастр инженерне пула ҫӗр илеймеҫҫӗ. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.

Виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсене пӳрт лартма, пахча вырӑнне усӑ курма е хушма хуҫалӑх валли тесе ҫӗр уйӑрма темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем ҫӗрне парса та унпа усӑ курманни, теприсем кирлӗ мар тесе илменни те пулкалать-ха. Анчах ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный поселокра ҫӗре ҫамрӑк ҫемьесене ниепле те валеҫсе пӗтереймеҫҫӗ-мӗн. Лаптӑксене виҫсе панӑ чух кадастр инженерӗ йӑнӑшнине пула, ҫавна пула ҫӗр хуҫисен лаптӑкӗсене тӗрӗс мар кӑтартнине пула хӑшӗсем ют ҫын ҫӗрӗ ҫине лекнӗ иккен. Халӗ ҫав йӑнӑша епле тӳрлетесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикинче автобуспа ҫӳрекен чи лайӑх водителе суйлӗҫ. Чи маттурри пирӗн республикӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлӗ.

Конкурс ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ. Унта республикӑра автобус водителӗсем пухӑнӗҫ.

Конкурс хула администрацийӗ умӗнче 10 сехетре старт илӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсҫӑсем «ПАЗ-320402-03 автобусӑн чи лайӑх водителӗ» тата «Ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекен водитель» номинацисенче тупӑшӗҫ.

 

Республикӑра

Китайри Аньхойра халӑхсен хушшинчи «Куҫа илӗртекен Аньхой. Илемлӗ Китай» ҫуллахи уйлӑх йӗркеленӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студенчӗсем те хутшӑннӑ.

Чӑваш студенчӗсем Китай культурине тата илемне уҫса паракан мероприятисене хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Китай философийӗ пирки тата ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен лекцисем вуланӑ, каллиграфи, кулинари енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.

Студентсем Хуаншань тӑвӗ ҫине хӑпарнине ӗмӗрне те манас ҫук. Уйлӑха килнӗ ҫамрӑксене Китайри Хуэйчжоу ялӗпе те паллаштарнӑ. Студентсем Хуаншаньри кивӗ урампа, ботаника сачӗпе, Аньхой университетӗнчи истори музейӗпе, ӑслӑлӑхпа техника музейӗпе паллашнӑ.

ЧПУ студенчӗсем Китайран таврӑннӑ ӗнтӗ. Аньхойри университет вице-президенчӗ ЧПУ валли ҫӗршыв историйӗпе культури ҫинчен пичет кӑларӑмӗсем парса янӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗн ҫыннисем питӗ хастар. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ Альбина Зверева тата ял старости Николай Плешков пуҫарнипе вӗсем нимелле пысӑк ӗҫ тунӑ.

Халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнӑ вӑл. Ара, Кӗҫӗн Кӗтне юханшывӗ урлӑ каҫса ҫӳремешкӗн кӗпер кирлех-ҫке-ха.

Ку кӗпер патӗнчен Чапаев урамне тата ял масарӗ ҫине кайма пулать. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн кашни килтен 500-шер тенкӗ пухнӑ. Унпа стройматериалсем туяннӑ.

Кӗпере юсамашкӑн ялӗпех тухнӑ. Унчченхине йӑлтах ҫӗмӗрсе тимӗр бетонлӑ пӑрӑх хунӑ, унтан тӑпра турттарнӑ. Хӑшӗ-пӗри транспортпа пулӑшнӑ. Халӑх кар тӑрса ӗҫленӗ, кӗпере пӗр кунрах туса пӗтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ялта такӑр ҫул пулнинчен мӗн пахи пур? Ялсенче ҫулсене юсас ӗҫ тӗп вырӑнта шутланать. Ара, лачака ҫӑрӑлсан васкавлӑ медпулӑшу та ҫитеймест, пушар тухсан пушарнӑйсем те кӗреймеҫҫӗ-ҫке-ха.

Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗнчи ҫулсем мӗнле лару-тӑрура пулнине ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ сӑнаса тӑрать. Тӗмпек ялӗнчи тӗп урамри 300 метр тӑршшӗ ҫула юсанӑ.

Иртемен ялӗнчи Чие ҫырлин урамӗнчи кӗпер ейӳ сарӑлсан арканнӑ. 60 метр тӑршшӗ ҫул та сиенленнӗ. Вӗсене юсанӑ. Ял ҫыннисем те айккинче тӑман — ҫул ӗҫченӗсене пулӑшнӑ. Уйрӑмах Александр Фирсова, Петр Игнатьева, Андрей Трофимова палӑртмалла.

Халӗ ҫынсем патне кирек хӑш ҫанталӑкра та васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ.

 

Культура

Кӑҫал Максим Григорьев поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Халӑх ӑна Максим Ястран ятпа пӗлет. Ҫавна май Элӗк районӗнче ӑна халалласа ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вутланри культура ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ.

Шӑпах ҫак кун 100 ҫул каялла Максим Григорьев Вӑрманкас ялӗнче кун ҫути курнӑ. 1936–1939 ҫулсенче вӑл «Пионер сасси», «Ҫамрӑк большевик», «Чӑваш коммуни» хаҫатсенче, Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Ястран «Садра калаҫни» сӑвӑпа чапа тухнӑ. Унӑн хӑш-пӗр поэми чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗнӗ.

Максим Ястран Г.Гейнен, А.Пушкинӑн, М.Лермонтовӑн, Т.Шевченкӑн, В.Маяковскин, К.Симоновӑн, С.Михалковӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ястран «Чӑваш коммуни» хаҫатра корреспондентра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Сталинград хулине хӳтӗленӗ. Ястран 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак хула ҫывӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1962 ҫулта ӑна СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗртнӗ.

 

Вӗренӳ

Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ялӗнче ҫӗнӗ шкул кӗҫех хута кайӗ. Унта 165 ача ҫӳреме пултарӗ. Кунсӑр пуҫне 40 шӑпӑрлан валли ача пахчинче вырӑн пулӗ.

Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче строительство объектӗнче планерка иртнӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин ертсе пынӑ.

Халӗ шкулта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ: плиткӑсем хураҫҫӗ, мачча тӑваҫҫӗ, стенасене сӑрлаҫҫӗ. Шкул ҫывӑхӗнчи территорие те хӑтлӑлатаҫҫӗ. Унта нумай функциллӗ спорт лапамӗ, хоккей курупки тунӑ.

Пӗрремӗш хутра апатланӑш, спортзал пулӗҫ. Унтах акт залӗ вырнаҫӗ. Иккӗмӗш хутра вара вӗренмелли пӳлӗмсем, лаборатори, вулавӑш, директор пӳлӗмӗ, завуч тата вӗрентекенсен пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Ирӗклӗх» организацийӗн инфостикерӗсем
«Ирӗклӗх» организацийӗн инфостикерӗсем

«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗ черетлӗ хутчен чӑвашла инфостикерсем пичетлесе кӑларнӑ. Хальхинче вӑл «Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ», «Хупӑ», «Пушар тухасран асӑрхаканӗ», «Туртса уҫ», «Тӗксе уҫ», «Чӗлӗм ан турт», «Пушар тухсан 01 шӑнкӑравла. Моб. 112», «Ют ҫынсен кӗме юрамасть», «Уҫӑ», «Ҫутта сӳнтерсе хӑвар», «Кӗме», «Тухма», «Кайри алӑк» йышшисене хатӗрленӗ. «Кунта видеосӑнав пырать» текеннине унччен хӑш-пӗр ҫӗрте асӑрхама тивнӗччӗ-ха, хальхинче те ӑна илме пулать.

«Ирӗклӗх» Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан — ушкӑн ертӳҫисем патне ҫырмалла е irekleh@gmail.com адреспа шӑрҫаламалла «Пурне те парнелетпӗр :)», — тесе хыпарланӑ.

Ҫу уйӑхӗнче ҫак организаци хастарӗсем чӑвашла хӑю салатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлакан хӑю сарас акцие ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планланине пӗлтернӗччӗ.

 

Персона
Республикӑна 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев
Республикӑна 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев

Чӑваш Ене 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев ӗнер 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ҫынна халалласа республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫине тӑрсах статья ҫине статья шӑрҫаларӗҫ.

Ӗнер республикӑн наци вулавӑшӗнче Илья Павловичӑн юбилейне паллӑ тунӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара кӑна мар, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ.

Унта пухӑннӑ шур сухалсенчен хӑшӗсем хӑйсен иртнӗ ӗмӗрти ӗҫӗ-хӗлӗ пирки аса илнӗ.

Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвӗпе вӑл — педагог: Хабаровскри пединститутра вӗреннӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ӗҫленӗ. Пурнӑҫӑн тӗп пайне вара парти ӗҫ-хӗлне панӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе ӗнер «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2498, 2499, 2500, 2501, 2502, 2503, 2504, 2505, 2506, 2507, [2508], 2509, 2510, 2511, 2512, 2513, 2514, 2515, 2516, 2517, 2518, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...