Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗн
Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсенчен пӗри
Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсенчен пӗри

Чӑваш Енӗн Наци радиовӗ Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсемпе паллаштарать. Радиокӑларӑма республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйӗн сайтӗнче ӗнер анонсланӑ.

Екатеринбругри ҫветтуй вырӑнсем пирки каласа кӑтартакан ярӑмри кӑларӑмсенчен пӗри эфира ӗнер, 18 сехет те 20 минутра, тухнӑ.

Асӑннӑ тӑрӑх мӗнпе палӑрса тӑнине те анонсра тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Турра ӗненекенсем пуҫтарӑнакан вырӑна Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ, православи программисен авторӗ Роза Деменцова паломниксемпе пӗрле иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫитсе килнӗ.

Аякра курни-илтнипе радиожурналист «По святым местам Екатеринбурга» (чӑв. Екатеринбургри ҫаваплӑ вырӑнӗсемпе) ярӑм йӗркелесех паллаштарма тытӑннӑ.

 

Кӳршӗре
Удмурт ҫипуҫӗллӗ Барби
Удмурт ҫипуҫӗллӗ Барби

Удмурт Республикинчи Можга районӗнче наци тумтирне тӑхӑнтартнӑ чи чипер Барби пуканене суйланӑ.

«Удмурт Барби но удмурт Кэн» ят панӑ конкурса ҫурлан 1-мӗшӗнче ирттернӗ.

Пуканене удмуртла пуринчен капӑр тумлантарассишӗн кирек кам та тупӑшма пултарнӑ. Ӗҫе епле техникӑпа пурнӑҫлассине те авторсем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ.

Конкурсӑн гран-прине Алина Хабибуллина ятлӑ хӗр пӗрчӗк тивӗҫнӗ. Ӗҫе вӑл асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗпе-и? Хыпарта «бабушка» тенӗ те, аптӑрамалла...) пӗрле тӑрмашса тунӑ. Конкурсӑн тӗп тӗллевне — наци тумӗн чиперлӗхне кӑтартассине, ӑна манӑҫа кӑларас маррине — конкурса хутшӑннӑ ытти ҫын та тӗпе хунӑ. Вӗсене тӗрлӗ номинаципе: «Ин юсь», «Италмас», «Вуюись», «Модали» тата ытти те — чысласа Хисеп грамотисем тыттарнӑ, парнесем панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://mozhga.net/news/2016/08/02/57924
 

Чӑвашлӑх
Гудимир кӗслеҫӗ
Гудимир кӗслеҫӗ

Питӗр хулинчи Максим Анухин (пултарулӑхри хушма ячӗ — Гудимир) «Хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан» (выр. Березовый лист) юрра кӗслепе пуҫласа шӑрантарнӑ. «ГУДИМИР» проекта халӑх тетелӗнче саракан ҫав ҫамрӑк ӗнер юрланӑ. Сӑмах май каласан, ку юрра шыраса тупма йывӑр мар.

Малтанласа кӗсле ҫепӗҫҫӗн янӑрать, кайран сасӑ хаватланса-вӑйланса пырать, унтан кӗслеҫӗ чӑвашла юрласа ярать. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ. Хӗрсем ваййа, хӗрсем вӑййа, хӗрсем вӑййа тухсассӑн килет урам, килет урам, килет урам илемӗ», — чуна лӑпкаса янӑраҫҫӗ кӑштах кӑна акцент сисӗнекен сасӑра.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче маттур ҫав каччӑ Сайра тата хай тӗллӗн пурӑнакан ушкӑнсемпе халӑхсен юррисене шӑрантаракансен Шупашкарти «Радуга» центрӗнче иртнӗ форумӗнче сцена ҫине тухнӑ.

Гудимир тӗрлӗ халӑх юррисене илемлетсе юрлать. Академилле классикӑна та вӑл ҫӑмӑллӑнах парӑнтарать.

 

Апат-ҫимӗҫ

Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствин ӗҫченӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурипе, Россельхознадзорпа, Роспотребнадзорпа пӗрле пасарти усламҫӑсене тӗрӗсленӗ.

Специалистсем Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ косплексне ҫитнӗ. Вӗсем хаксене тӗрӗсленӗ. Сентресем ҫинче санкци таварӗсем пуррипе ҫуккине те сӑнанӑ.

Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗсем Чӑвашстат палӑртнӑ вӑтам хаксенчен пысӑк мар пулнӑ. Ҫӗрулмине – 12 тенкӗпе, сухана – 16 тенкӗпе, купӑстана 16-20, кишӗре 17-20, хӗрлӗ кӑшмана – 13, хӑяра – 20-25, помидора – 25-30, пылак пӑрӑҫа 25-30 тенкӗпе сутнӑ.

Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр усламҫӑ Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнӑ. Польшӑран кӳрсе килнӗ панулми те сентре ҫинче выртнӑ. Халӗ ҫав усламҫӑсен тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=167781
 

Статистика

Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах.

Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ.

Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ.

Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=167966
 

Республикӑра
Марина Грудочкина
Марина Грудочкина

Марина Грудочкина, виҫӗ ача амӑшӗ, пӗр уйӑх каяллах ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер килтен ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ.

Упӑшки Михаил каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ унччен те 10-шар кунлӑха ҫухалнӑ. Юлашки хутчен вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Анчах кайран таврӑннӑ вӑл. Хальхинче Михаил сисчӗвленнӗ. Ара, арӑмӗ пӗр уйӑх килсе курӑнмасть-ҫке-ха.

Маринӑна ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Ясное ялӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Телефонӗ сӳннӗ, ҫыхӑнӑва тухмасть.

Михаил каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ амӑшӗ юлташӗпе урапана ларнине курнӑ. Часах таврӑнассине пӗлтернӗ те ҫухалнӑ вӑл. «Пирӗн виҫӗ ача: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Маринӑна пурте кӗтетпӗр, чӗрӗ пултӑр кӑна», - тенӗ Михаил.

Арӑмӗ ҫухални пирки Михаил йӗрке хуралне утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Марина пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 88319343608 номерпе шӑнкӑрлавлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35283
 

Республикӑра

Унччен полицире ӗҫленӗ арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна арӑмне хӗненӗшӗн айӑпласшӑн.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач, нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче тата пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче арӑмне темиҫе хут та хӗненӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи нарӑсра тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче хӗрарӑм ача кӗтнӗ.

Арӑмӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерсен кӑҫал пуш уйӑхӗнче упӑшкине полицирен кӑларса янӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35289
 

Пӑтӑрмахсем

Шӑрӑх ҫанталӑкра туя килнӗ хӑна пӗвере темиҫе хут та шыва кӗме хӑтланнӑ. Пӗрремӗш хутӗнчех вӑл чутах путман. Хайхискер ишсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна пӗве хӗрринче канакан ҫынсем ҫӑлнӑ.

Ҫав кун Йӗпреҫ районӗнчи Пӗчӗк Упакасси ялӗнче туй кӗрлеттернӗ. 28 ҫулти ҫамрӑк арҫын самаях эрех ӗҫнӗ. Путнӑ чухне ҫӑлсан та вӑл лӑпланман – каллех шыва кӗнӗ.

Ун чухне вӑл пуҫӗпе шыва чӑмнӑ та тек курӑнман. Унӑн виллине каҫхине ҫеҫ тупнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Республикинче 30 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем.

 

Культура

Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта халӑхсен съезчӗ пулать. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ.

Съезд авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ. Унта Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсене чӗнӗҫ. Съездра Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен чӗлхене тата йӑли-йӗркине упраса хӑварас ыйтусемпе калаҫӗҫ.

Мероприяти планӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин ларӑвӗ те иртӗ. Унта пур халӑхӑн шухӑшне те (республикӑра вӗсен йышӗ сахал-и е нумай-и — пур-пӗрех) шута илӗҫ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, съездра тунӑ йышӑнусем халӑхсен наци культурине упрама тата аталантарма май парӗҫ.

 

Тӗн

Кашни ҫул иртекен Паттӑрлӑх кунӗ кӑҫал пулмӗ. Кун пирки пире Фёдор Мадуров хӑй пӗлтерчӗ.

Паттӑрлӑх кунӗ — «Инем» ятлӑ чӑваш тӗнӗн пӗрлӗхӗ ирттерекен уяв. Ӑна ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкун-вырсарникун ирттерме йышӑннӑ пулнӑ. Уява 1223 ҫулта пулса иртнӗ ҫапӑҫӑва халалланӑ. Ун чухне тутар-монголсем Атӑлҫи Пӑлхар ҫине пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Пирӗн ман асаттесем вӗсене вӑл ҫулхине ҫапса аркатнӑ. Тыткӑна лекнисене такасем ҫине ылмаштарнӑран ку ҫапӑҫу историне Така вӑрҫи пек те ҫырӑнса юлнӑ.

Кӑҫал уяв шӑматкун, ҫурлан 6-мӗшӗнче иртмелле пулнӑччӗ. Анчах та Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар хушшинче вырнаҫнӑ юпана сиен кӳнине пула, чӳк таврашӗ ирттерме ни Шупашкар, ни Шупашкар районӗ ҫӗр уйӑрма килӗшменнине пула кӑҫал вӑл уява палӑртмасӑр хӑварма йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр, юпана ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫнелле сиенленӗ. Пӗр енне пуртӑпа чутланӑ, тата ҫавӑн пекех ӑна тӳнтерсе яма хӑтланнӑ. Чӑваш тӗнӗн юпине хальлӗхе йӗркене кӗртмен-ха. Сиен тунӑ ҫынсене шыраҫҫӗ, вӗсене хальлӗхе тупайман-ха.

 

Страницӑсем: 1 ... 2495, 2496, 2497, 2498, 2499, 2500, 2501, 2502, 2503, 2504, [2505], 2506, 2507, 2508, 2509, 2510, 2511, 2512, 2513, 2514, 2515, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...