Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Ен правительстви «СОГАЗ» страховани компанийӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Шухӑша енсем хут ҫине куҫарнӑ.

Ӗнер Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ представительствинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Мускавра пулнӑ май «СОГАЗ» правленийӗн ертӳҫипе Сергей Ивановпа ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

«Ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетни — регионӑн инвестици климачӗшӗн, предпринимательсемшӗн питӗ меллӗ», — тесе пӗлтернӗ кун пирки ЧР Элтеперӗн пресс-служби.

Паян ҫынсем ӑйсен пурлӑхне страхлассипе ытларах кӑсӑкланма пуҫланӑ-мӗн. Харпӑрхӑй пурлӑхне страхлассипе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансем шутне Мускав, Мускав облаҫӗ тата Чӑваш Республики кӗрет иккен.

 

Республикӑра

Ыран, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 46 ача Мускаври ёлкӑна кайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле 12 аслӑ ҫын пулӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, делегаци йышне тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ултӑ ача кӗнӗ. 15 шӑпӑрлан вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ёлкӑна кайма тивӗҫ пулнӑ. 10 ача вара — нумай ачаллӑ ҫемьесенчен. Тепӗр 10-шӗ конкурссемпе олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Делегаци йышӗнчи 5 ачан ашшӗ вара ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. Кремль ёлкине каякансем 8-14 ҫулсенче.

Ачасемпе пӗрле Мускава медицина ӗҫченӗсем, полици сотрудникӗсем, сакӑр педагог кайӗҫ.

Кремль ёлкинче спектакль кӑтартӗҫ, пылак парнесемпе савӑнтарӗҫ, вӑйӑсемпе конкурссем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасен экскурсие кайма та май пулӗ.

 

Республикӑра

Украинӑри лару-тӑру ҫивӗчленнӗ хыҫҫӑн ҫынсем Раҫҫее тарса килнӗ. Халӗ пирӗн республикӑра ҫав ҫӗршыври 1800 ҫын пурӑнать.

Таркайсенчен чылайӑшӗ хӑйсен статусӗ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. 800 ытла ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртра кун кунлать. 100 яхӑнӑшӗ ят-шывне ӗнентерекен тата Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан документ илнӗ. 584 ҫын вара Раҫҫей гражданствине илнӗ.

Украинӑран килнисенчен чылайӑшӗ кунта ӗҫ тата пурӑнмалли ҫурт тупнӑ. 39 ҫын вӑхӑтлӑх пунктра кун кунлаҫҫӗ. Миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе право тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмахсем пур. Вӑхӑтлӑх пунктра пурӑнакансенчен 9-шӗ хирӗҫтӑру лӑплансан Украинӑна каялла таврӑнасшӑн.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Украина ачисене те айккинче хӑварасшӑн мар. Вӗсем те уяв ёлкисӗр юлмӗҫ. Ачасене пурне те уява чӗнӗҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре, ҫав шутра — Чӑваш Енре те, лавкка сентрисем ҫинче Турци апат-ҫимӗҫӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тытӑнӗҫ.

Лавккара кӑна мар, ҫӗршыв чиккинче те кун тӗлӗшпе сыхӑ пулӗҫ. Малашне Роспотребнадзорӑн уйрӑмах тимлӗ пулма тивӗ. Ведомствӑн Турци апат-ҫимӗҫӗ «виҫҫӗмӗш» ҫӗршывсем урлӑ килесрен сыхланмалла пулӗ.

Малашне Турцирен апельсин, мандарин, иҫӗм ҫырли, панулми, груша, абрикос, персик, нектарин, слива, хурӑн ҫырли, ҫӗр ҫырли кӳрсе килме юрамӗ. Списока томат, хӑяр, купӑста, сухан, шӑнтнӑ какай, гвоздика, тӑвар та лекнӗ.

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗрӗслев 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80650
 

Статистика «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Танлаштарӑмпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен пенсионерсене пурӑнмашкӑн ӑнӑҫлӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫапла пӗлтерет rospens.ru портал.

Чӑваш Ен рейтингра — 6-мӗш вырӑнта. Списока хатӗрленӗ чухне специалистсем региона шута илсе вӑтам пенси укҫине шутланӑ. Унран ЖКХ тӳлевне, эмел туянмалли укҫа-тенке, апат-ҫимӗҫ «карҫинккине» кӑларнӑ.

Специалистсем шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пенсионерсен ҫӳлерех асӑннӑ тӑкаксене саплаштарнӑ хыҫҫӑн тата 3313 тенкӗ юлать. Ҫакна кура пирӗн республика 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Танлаштарӑмпа килӗшӳллӗн, Иркутск облаҫӗнчи пенсионерсем лайӑх пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем — 1-мӗш вырӑнта. Унта ирӗклӗ усӑ курмалли укҫа 4266 тенкӗ юлать. Ҫавӑн пекех чи лайӑххисен йышне Брянск, Тула, Чулхула облаҫӗсем, Пушкӑрт Республики кӗнӗ.

Рейтингӑн аялти йӗркисене Дагестан Республики, Краснодар тата Приморье крайӗсем йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80659
 

Хулара

«Халӑх фрончӗн» хастарӗсем патшалӑх туяннӑ искусственнӑй чӑрӑшсене мӗн хакпа туяннине тӗпченӗ. Шупашкарти тӗп чӑрӑш ҫӗршыври чи хаклисенчен пӗри пулнӑ-мӗн.

Специалистсен шухӑшӗпе, укҫа сахалрах тӑкаклама та май пулнӑ. Шупашкарти тӗп чӑрӑша 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хӑй конструкци кӑна 3 миллион тенкӗ тӑрать-мӗн. Ытти тӑкак — саккаспа 16 тӗслӗ йӑрӑм тутарни. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш, ҫавӑ та хака ларнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул «чиперккин» пӗр метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ.

«Халӑх фрончӗн» специлисчӗсем ытти хулари хаксене те тишкернӗ. Иркутск облаҫӗнчи Братск хулинчи 21 метр ҫӳллӗш, светодинамикӑллӑ ҫутӑллӑ чӑрӑш 5,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Мускаври «Эрмитаж» хула садӗнчи 12 метрлӑ чӑрӑша 2,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80653
 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.

Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Чылайӑшӗ видеоролик ӳкерсе килнӗ. Анчах, манӑн шухӑшпа, урӑхларах мел тупнӑ пулсан аванрах. Теприсем чӑнах та лайӑх хатӗрленнӗ. Канаш районӗн пики Ольга Зайцева хӑйӗнпе «Улах» сценка лартса паллаштарчӗ. Оля ҫыхма тата ҫӑм арлама юратнине каларӗ. Ӗненмелле, мӗншӗн тесен пике кӗнчеле тытса та кӑтартрӗ. Теприсем ташӑ урлӑ хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.

Пултарулӑх конкурсӗнче те хӗрсем аптӑрамарӗҫ. Пӗрисем — юрларӗҫ, теприсем ташларӗҫ. Юрӑсене хӑйсен сассипе, фонограммӑсӑр, шӑрантарчӗҫ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри сӑвӑ илемлӗ вуларӗ. Хальхинче те асӑмра Ольга Зайцева юлчӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Халӑх академикӗсен журналӗн черетлӗ номерӗ — кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш — пичетленсе тухнӑ. Ӑна вара Константин Иванов ҫулталӑкне тата Раҫҫейре палӑртакан Литература ҫулталӑкне халалланӑ.

Журнал страницисенче эсир паллӑ ӑсчахсем, вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем хальхи литература ыйтӑвӗсем тавра ҫырнӑ статяьсемпе паллашма пултаратӑр. Авторсен шутӗнче ҫавӑн пекех студентсемпе шкул ачисен ӗҫӗсем те пур.

«Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем» журнал кӑҫал тухма пуҫланӑ. Пӗрремӗшне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ, унта Чӑвашран тухнӑ фронтпа тыл паттӑрӗсем пирки каласа панӑ.

 

Персона

Красноармейски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ Иван Патмар ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Патмар пуххинчи халӑх ӑслӑлӑхӗ» конференци ирттернӗ.

Унта Упи шкулӗнчи Вера Васильева, Именкассинчи Валентина Ильина, Красноармейскинчи Виталий Михайлов тата Зинаида Михайлова, Пикшикри Людмила Тихонова, Алманчри Татьяна Григорьева, Тракри Ираида Антонова, Еншик-Чуллӑри Ирина Герасимова, Чатукассинчи Римма Яковлева тухса калаҫнӑ. Кашниех Иван Патмарӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хавхаланса каласа кӑтартнӑ.

Тухса калаҫакансем Иван Патмар пуххисенчи ҫӑварни юррисем, туй юррисем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем, вӗрӳ-суру чӗлхисем хамӑр халӑхӑн пысӑк пуянлӑхӗ пулнине палӑртнӑ.

Иван Патмар халӑх сӑмахлӑхне пухса тӗпченисӗр пуҫне пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, тавра пӗлӳҫӗ пулнӑ.

Конференцие Иван Патмарӑн ывӑлӗ Эдисон Патмар та хутшӑннӑ. Вӗрентекенсене вӑл ашшӗн сӑваплӑ ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав тунӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшенче, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пуканне медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлекен Михаила Арланова шанса панӑ.

Ҫӗнӗ должноҫри пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Михаил Арлановшӑн тата коллектившӑн ҫутӑсӑр ларнипе пуҫланнӑ. Пичет ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра ларакансене ку пӑтӑрмах пырса тивмен-мӗн. Ӗҫ вырӑнӗсем улттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ «Хыпар» ачисен — «Тантӑшӑн», «Хресчен сассин», «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», «Чӑваш хӗрарӑмӗн» — вара паян кунӗпех тӗттӗмре ларма тивнӗ. Уйрӑмах телейлисен пӳлӗмӗсенче компьютерсем ӗҫленӗ.

Энергетиксен кунӗ (календарьте паян ҫак кун) ҫапла килсе тухни издательство ҫурчӗ «Чӑваш Ен» издательство умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнипе, ҫавӑншӑн лешсем ҫутӑ сӳнтерсе лартнипе ҫыхӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2688, 2689, 2690, 2691, 2692, 2693, 2694, 2695, 2696, 2697, [2698], 2699, 2700, 2701, 2702, 2703, 2704, 2705, 2706, 2707, 2708, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...