Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.

Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ инспектор ӗҫсен те руль умне ларма кӑмӑлланӑ. Пӗрремӗш хут вӑл ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине 2013 ҫулта ҫакланнӑ. Ҫав ҫулхи пушӑ уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Уррипе ӳсӗррине палӑртма медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗшӗн ӑна ҫулталӑк та ултӑ уйӑхлӑха правасӑр хӑварнӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл «ВАЗ-21074» урапа рулӗ умне каллех ӳсӗрле ларнӑ. Урапи ӗҫри пулнӑ. Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫакан кӗпер ҫине кӗричченхи светофор умӗнче вӑл «ВАЗ-21140» урапапа пырса ҫапӑннӑ. Кокорев медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма каллех хирӗҫленӗ. Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки айӑплав ҫирӗплетсе прокуратура суда ярса панӑ.

 

Хулара «За рулем» тунӑ сӑн
«За рулем» тунӑ сӑн

Хулара ӗнер пулса иртнӗ пулӑма инкек теме те юрать ӗнтӗ. Телее, унта никам та вилмен, сусӑрланнӑ ҫеҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарти троллейбуссем ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ытлах ҫакланмаҫҫӗ. Ку ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушсӑр транспорт шутланать. Анчах хальхинче пӗр пассажир самаях аманнӑ.

12-мӗш маршрутпа пулса иртнӗ ку. Вӑл пынӑ чухнех унтан пассажир тухса ӳкнӗ. Ку «Эльгер урамӗ» чарӑнура авӑнӑн 3-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбус водителӗ варринчи алӑк хупӑ пулнине пӑхса ӗненмесӗрех транспорта хускатнӑ. Алӑк вара уҫах пулнӑ-мӗн. Ҫавна май 65 ҫулти кинемей тухса ӳкнӗ. Унӑн пуҫне амантнӑ. Троллейбус рулӗ умӗнче 37 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни палӑрман.

 

Персона

Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.

Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.

Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.

Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.

Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.

Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.

 

Политика

«Ҫыхӑнура» (На-связи) интернет-портал суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтӑма вӗҫленӗ. Хӑйне вулакансем хушшинче портал «Республика Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче эсир камшӑн сасӑлама палӑртатӑр?» тесе кӑсӑкланнӑ. Хуравланисенчен чылайӑшӗ Валентин Шурчанова кӑмӑлланине пӗлтернӗ.

Ыйтӑма 954 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 40,99 проценчӗ Чӑваш Ене Валентин Шурчанова ертсе пыма шаннине палӑртнӑ. В. Шурчанов Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн кандидачӗ пулнине аса илтеретпӗр. Коммунист хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта Олег Николаев пырать. Ӑна, аса илтерер, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидата тӑратнӑччӗ. О. Николаева Чӑваш Ене ертсе пыма форумрисенчен 20,23 проценчӗ шанать. «Эпӗ сасӑланӑ пулӑттӑм, анчах суйлава каймастӑп» текенсем те тупӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен ун йышшисем — 19,92 проценчӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевшӑн сасӑлама хатӗррисем 11,11 процент тупӑннӑ. Либерал-демократсен партийӗнчен кандидата тӑратнӑ Константин Субботинпа тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожниковшӑн сасӑ парас текенсем — 4,82 (Субботиншӑн) тата 1,57 (Сапожниковшӑн) процент.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ ҫӗре куҫнине уявлама кансӗрлесшӗн. Ку шухӑша «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм «Кӑйкӑр» ҫурт-йӗрпе строительство компанийӗнчи хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.

Тӗп хулари Королев академик урамӗнчи 15-мӗщш ҫуртӑн харпӑрлӑхҫисене авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хваттер уҫҫи парасшӑн-мӗн. Анчах уява хула администрацийӗ пӑсма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хваттер уҫҫине авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче парассине ахальтен суйласа илмен. Вӑл кун Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗ. Чӑваш «кӑйкӑрӗ» ҫав район пуҫаруҫисенчен пӗри пулнине пӗлтереҫҫӗ. Сакӑр хутлӑ ҫурта тӑвасси пирки Шупашкара хула администрацийӗ строительство организацийӗпе тӑватӑ ҫул хирӗлнӗ-судлашнӑ хыҫҫӑн ҫурта туса пӗтернӗ-пӗтернех.

Хваттер уҫҫине панӑ ҫӗре йӗркелӳҫӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьева чӗннӗ. Вӑл пырасси пирки иккӗленеҫҫӗ пулсан, Мускавран йышлӑ хӑнасем ҫитесси пирки татсах калаҫҫӗ. Ҫав шутра Виктор Горбатко тата Виктор Савин летчик-космонавтсене асӑннӑ.

 

Политика

Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ «Раҫҫей патриочӗсем» партин регионти уйрӑмӗн кандидачӗсене Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне суйланма регистрацилеме хушнӑ. Ҫакна республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗн талӑкра пурнӑҫламалла.

Суйлав бюллетенӗсене ҫавна пула Шупашкар хулинче васкавлӑн тепӗр пичетлеме тивӗ. Ҫапла вара Шупашкар хула Пухӑвне суйланма ултӑ парти мар, ҫиччӗн хутшӑнӗҫ.

«Раҫҫей партриочӗсене» Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ маларах парти списокне регистрацилеме килӗшмен. Республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗ шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хайхисен алӑ пустарнӑ хучӗсене пӑрахӑҫламалли тивӗҫ хисеп виҫерен иртнӗ пулать. Ҫав вӑхӑтрах партин регионти организацийӗн ертӳҫи Владислав Cолдатов кунпа килӗшмен, ҫӗршывӑн Тӗп суйлав комиссине ҫӑхав ҫырса янӑ.

 

Спорт "Грани" тунӑ сӑн
"Грани" тунӑ сӑн

Александр Яргунькинӑн хӑвӑрт утас енӗпе Пекинра иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнмалла пулнӑ. Анчах ӑна допингпа усӑ курнӑ тесе ӑмӑртӑва хутшӑнтарман. Ҫакна «Спорт-Экспресс» пӗлтерет.

Ҫав ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Китай тӗп хулине ҫитеймен. Ӑна Раҫҫейрен Пекина вӗҫекен самолетранах антарнӑ. Унӑн организмӗнче эритропоэтин тупнӑ. Ку организма вӑй хушакан япала.

Ҫапла тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫейрен нихӑш хӑвӑрт утакан спортсмен та хутшӑнман. Ку — пӗрремӗш хут.

Утӑ уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫитес стартсене хӑвӑрт утакансене ямастпӑр тесе йышӑннӑ. Ку Виктор Чегин тренер тӗлӗшпе тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫапла пулса тухнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Валерий Борчина, Сергей Кирдяпкинӑна, Ольга Каниськинӑна допинга пула дисквалфикациленӗ. Пӗлтӗр ҫулла Елена Лашмановӑна юраман препаратсене ӑша янӑшӑн икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ.

 

Республикӑра

Кӑҫал республикӑри ялсенче карантин хыҫҫӑн карантин. Акӑ Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнче те урнӑ чире пула карантин пулнине пӗлтернӗ.

Ку — ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа. Вӑтакас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан ҫын каланӑ тӑрӑх, унӑн кушак аҫи икӗ эрнелӗхе ҫухалнӑ. Кайран таврӑннӑ-ха вӑл, анчах кайри урипе уксахланӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кушак аҫи кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлне алӑран ҫыртнӑ. Тепӗр кунхине вӑл хӗрарӑма тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗлӗшне кушак аҫине вӗлерме хушнӑ. Ҫав кунах вӑл кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ.

Ҫурлан 25-мӗшӗнче ветлаборатори ӗҫченӗсем экспертиза пӗтӗмлетӗвне илсе кушак урнӑ чирпе чирлине ҫирӗплетнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2781, 2782, 2783, 2784, 2785, 2786, 2787, 2788, 2789, 2790, [2791], 2792, 2793, 2794, 2795, 2796, 2797, 2798, 2799, 2800, 2801, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...