Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ.

Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ.

Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет.

Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Иртнӗ ҫулшӑн ҫӗр, транспорт тата пурлӑх налукӗсене тӳлес ыйтусене уҫӑмлатма Федерацин налук службин инспекцийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Ӑна хальхинче авӑнӑн 18, 19-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.

Маларах каланӑ налуксене ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.

Ыйтса пӗлес тесен специалистсем патне ҫитсе килме ан ӳркенӗр. Вӗсенчен вӑл е ку территорире мӗнле виҫепе тӳлеттерни тата ҫӑмӑллӑхсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлме май килӗ.

Унсӑр пуҫне налук органӗсем ярса панӑ уведомленисенчи ҫӗр, транспорт, пурлӑх налукӗсен виҫисем тӗлӗшпе тӳрлетӳсем кӗртмешкӗн ыйтса ҫырма пулать.

Уҫӑ алӑксен кунӗсенче налук инспекцийӗсем ҫак графикпа ӗҫлӗҫ: авӑнӑн 18-мӗшӗнче — 8-тан пуҫласа 20 сехетчен, авӑнӑн 19-мӗшӗнче — 10-ран пуҫласа 15 сехетчен.

 

Хулара

Шупашкарти 137-мӗш ача пахчинче нумай функциллӗ кану вырӑнӗ пур. Халӗ ачасем тӑрӑллӑ сцена ҫинче выляма, фонтанпа киленме, сак ҫине ларса канма пултараҫҫӗ. Кун пекки нихӑш ача пахчинче те ҫук.

Пултарулӑх бульварӗнче вулавӑш, спорт лапамӗ, театрзациленӗ мастерской та пур. Ачасен тантӑшӗсемпе ытларах хутшӑнас килнине палӑртаҫҫӗ воспитательсем. Анчах вӗсен карта тулашне тухма юрамасть. Халӗ сцена ҫинче уявсем те йӗркелеме тытӑнӗҫ. Воспитательсем ытти ача пахчинчи тата шкулсенчи шӑпӑрлансене те чӗнме хатӗр.

Ку сцена ҫинче ачасем хӑйсене артистсем пекех туйӗҫ. Пӗчӗкскерсем сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулама тӑрӑшаҫҫӗ. Ушкӑнра вӗсем хӑйсене ирӗклӗ тытаймаҫҫӗ, кунта вара вӑтанмаҫҫӗ.

Кунта куҫ япӑх куракан ачасем ҫӳреҫҫӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк. Ҫакна хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ те ҫирӗплетет. Ку ача пахчинче сывӑ шӑпӑрлансем валли те ушкӑнсем уҫнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче «Литераторы Чувашии — наши современники» мультимедильлӗ кӑларӑма хӑтланӑ. Ӑна республикӑри поэтсемпе ҫыравҫӑсене халалланӑ.

Мультимедильлӗ кӑларӑма Раҫҫейри литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа кӑларнӑ. Электронлӑ кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать. Унта ҫыравҫӑсене биографийӗсем, вӗсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчксем, видеоинтервьюн саманчӗсем кӗнӗ. Унта вӗсем литература ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, хальхи чӑваш прозипе поэзийӗ тавра шухӑшлаҫҫӗ, «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне вулаҫҫӗ, малашнехи планӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Кӑларӑма республикӑри паллӑ 10 поэтпа ҫыравҫӑ кӗнӗ. Ӑна 2015 ҫул пуҫламӑшӗнчех хатӗрлеме тытӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӗсем ҫӳлтен пулӑшасса кӗтмеҫҫӗ, хӑйсемех тавралӑха хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Сӑмах Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Волковсем пирки. Ял халӑхӗпе пӗрле вӗсем ҫырма-ҫатрара пӗве тунӑ, катамаран та ярӑнтарать халь унта.

Халӗ пиччӗшӗпе шӑллӗ йывӑҫран беседка тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ кӳлепепе Тихӑнушкӑнь ялне илемлетеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ унта пӗве пулман. Ҫакна тунӑ ҫӗре пӗтӗм ҫын хутшӑннӑ. Тӑватӑ ҫулта вӗсем 3 пӗвене шыв тултарма пултарнӑ. Пӗрисем укҫан пулӑшнӑ, теприсем — техникӑпа. Халӗ унта катамаранпа ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ.

Владимир Волков яла пӑчлантарасшӑн мар. Пиччӗшӗпе шӑллӗ йывӑҫран касса кӑларма ӑста. Йӑлтах укҫасӑр тӑваҫҫӗ вӗсем. Волковсем хулара пурӑнаҫҫӗ, анчах тӑван ялӗ пирки манмаҫҫӗ. Ҫуртӗнче йӑлтах йывӑҫран.

Кун пек илемлӗ яла килес те килет. Туристсене те кӑтартма пулать. Волковсем малаллах ӗҫлесшӗн-ха.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗҫ тунӑ пек кӑтартас тесе тем шухӑшласа кӑларакан та пур пулӗ. Вӑрнар районӗнчи Авӑр Уйри участок вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен 56 ҫулти арҫын вӑрман касакансене пустуйранах штрафланӑ. Суя хут ҫырса, пулман ӗҫе пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшакан ҫав ҫыннӑн серепине икӗ арҫын ҫакланнӑ.

Асӑннӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче вӗсем вӑрман каснӑ. Ирӗк илсех. Кайран ҫакскерсем хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесех хӑварнӑ. Анчах вӑрманҫӑ хут ҫине пачах урӑхла шӑрҫалать те иккӗшне те штрафлама йышӑнать. Вӑрман юлашкине пуҫтарман тесе сӑлтавсӑрах ҫавсен 500-шер тенкӗ штраф тӳлеме лекет. Укҫи пысӑк мар та, ним ҫукран явап тыттарни ытла та кӳренмелле пек туйӑннӑ курӑнать — правӑна сыхлакансенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Пустуйран суя хут шӑрҫалакан вӑрманҫӑна суд нумаях пулмасть 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки пӗлтерет прокуратура. Анчах айӑплӑ арҫын аминистие лексе штрафран хӑтӑлнӑ.

 

Политика

Суйлава ҫынсене кайтарттарас тесе темле меслетпе те усӑ курни пирки калаҫнине илтме тивет. «Пире ирхи тӑхӑр сехетрен кая юлмасӑр суйлав участокне ҫитме, кайран ҫавӑн пирки пуҫлӑх хӑйне шӑнкӑравласа пӗлтерме хушрӗҫ», — терӗ пӗлӗшӗм. «Кайса килме пулӗ-ха. Манӑн арӑмӑн ӗҫӗнче вара камшӑн сасӑланине ӳкерсе илсе пуҫлӑх хӑй патне ярса пама ыйтнӑ», — сӑмахланчӗ вӑл малалла. Те чӑннипех ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ, те юри пакӑлтатаҫҫӗ — тытман вӑрӑ вӑрӑ мар тенешкел, тет хыҫҫӑн каяймӑн...

Хусанта вара суйлавҫӑсене сасӑлаттарма хастар хутшӑнтарас тесе сулӑ валеҫнӗ. Ӑна суйлава пыракан ҫынсене панӑ. «Эпӗ сасӑларӑм», — тесе ҫырнӑскере кӑтартсан общество транспортӗнче ҫав кун тӳлевсӗр ҫӳреттернӗ, патшалӑх музейӗсене тата Хусан-арена стадиона пӗр тӳлеттермесӗр кӗртнӗ. Суйлав ячӗпе тӗрлӗ ҫӗрте массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ. Каҫхине Хусанта Елка, Лев Лещенко тата Салават Фатхетдинов концерт кӑтартнӑ. Унтан Хусанта салют кӗрлеттернӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре 51 ҫулти вӗрентекен суд сакки ҫине ларӗ. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗскер 8 ҫулти ача тӗлӗшпе юраман мерӑсемпе усӑ курнӑ.

Хӗрарӑма тӳрех икӗ статьяпа айӑпласшӑн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тат кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче урокра 1-мӗш класри ачана хур кӳнӗ. Ҫав шутра психологи тӗлӗшӗнчен те.

Вӗрентекен йывӑҫ указкӑпа ачана ҫапнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑна уҫӑсемпе, алӑпа пуҫӗнчен ҫапнӑ.

Ку видео тӗнче тетелне тухсан кун пирки йӗрке хуралҫисем те пӗлнӗ. Вӗрентекене тӳрех шкултан кӑларса янӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнман.

Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ачаран мӑшкӑлланӑшӑн Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ вӗрентекене те айӑпланӑ. 28 ҫултискере условлӑ майпа айӑпланӑ.

 

Сывлӑх

Тутар Республикин тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Ҫав шӑпӑрлансем йывӑр чирпе аптӑраҫҫӗ, вӗсене пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Консультаци авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫумӗнче иртӗ. Ачасене 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнӗҫ.

Тӗрӗслеве Тутар Республикинчи ача-пӑча клиника пульницин нейрохирургӗ, хирургӗ, онкгематологӗ, кардиохирургӗ, неонаталлӑ хирургӗ хутшӑнӗҫ. Специалистсем шӑпӑрлансене тӗрӗслӗҫ, Раҫҫейри федераци центрӗсене е ют ҫӗршыври клиникӑсене сипленме ямашкӑн уйӑрӗҫ.

Консультацие ҫырӑнас тесен Республикӑри ача-пӑча клиникин (Шупашкар) тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Стиепанов Владимир Геннадьевич патне 8(8352) 56-31-56 телефонпа шӑнкӑравламалла.

 

Раҫҫейре

Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма... Ахальтенех ҫуралман ӗнтӗ юрра ҫаврӑннӑ ҫак йӗркесем. Этем чунне лайӑх ӑнланакансем вара ача-пӑча япӑх пулса ҫуралмасть, вӑл епле ӳсесси ӑна мӗнле ӳстернинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд пуҫарнипе «Комсомольская правда» хаҫат ирттерекен «Ача-пӑча комитечӗ. Атте-аннене валли пирӗнтен канаш» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасен чунне ӑнланма пулӑшмалла. Вӑл ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Унта 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурса хальлӗхе пухӑннӑ ӗҫсем пирки каласан, ачасем пурте ҫемьере юрату кирлине палӑртаҫҫӗ-мӗн.

5–10 ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсене экшн-камерӑпа, 11–15 ҫулсенчисене «Орленок» центра канма кайма путевкӑпа хавхалантарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2772, 2773, 2774, 2775, 2776, 2777, 2778, 2779, 2780, 2781, [2782], 2783, 2784, 2785, 2786, 2787, 2788, 2789, 2790, 2791, 2792, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...