Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт Наталья Хлесткина
Наталья Хлесткина

Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.

Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ.

Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ӗнер Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине хальхи технологисемпе усӑ курса вӗрентессипе стажировка иртнӗ. Кун пек вӗрентӗве федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне куҫнӑ май йӗркеленӗ.

Стажировкӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркелени пирки Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров пӗлтерет.

Унта Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ.

И.А. Фомина «Литература юррисем, вӗсенче илемлӗхе курма вӗрентесси», А.В. Волкова «Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса «Йывӑҫсем» темӑна вӗрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пӑча сӑмахлӑхне 5-мӗш класра вӗрентесси», А.В. Ишова «Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса В. Агеевӑн «Чӑваш вӑййи» ӳкерчӗкне тишкересси, сочинени ҫырасси», Л.Ю. Николаева «Пайӑр ятсене вӗрентнӗ май кулленхи вӗренӳре усӑ куракан ӗҫ-хӗле йӗркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлӑха упрас тесен мӗн тумалла?» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/473.html
 

Культура Лидия Филиппована Анатолий Ухтияров саламлать
Лидия Филиппована Анатолий Ухтияров саламлать

«Мӗн кӑна тума ӗлкӗрмест-ши чӑваш хӗрарӑмӗ! Хӑйӗн черченлӗхӗпе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе пурнӑҫа илем кӳнисӗр пуҫне вӑл тӑван халӑх валли мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ тӑвать, чун пуянлӑхӗпе, ӑсӗпе, пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет!» — тесе калать ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗн, ҫыравҫӑн, публицистӑн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лидия Филиппован «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавӗ иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Сӑмах май каласан, маларах Лидия Ивановнӑн тепӗр ӗҫне, Геннадий Волков ӑсчаха халалланӑ кӗнекине, Шупашкар хула администрацийӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире палӑртнине те эпир пӗлтернӗччӗ.

Лидия Ивановна – лара-тӑра пӗлмен хастар. Вӑл ертсе пынипе ЧНКн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ ЮТВ телеканал эфирӗнче «Лар, аннеҫӗм, юнашар» телекӑларӑм хатӗрлесе пырать. «Эс хӑв та поэзи, хӗрарӑм» ятпа нумаях пулмасть эфира ку ярӑмри тепӗр кӑларӑм тухнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/471.html
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Иван Григорьевичпа Валентина Тихоновна пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.

Иван Григорьевич 30 ҫула яхӑн автоколонна водителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 88 ҫулта та кирек мӗнле транспорта та илеттерме пултарать.

Мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен туйӗ чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса иртнӗ. Ку 1955 ҫулта пулнӑ. Вӑл пулас мӑшӑрне лашапа илсе килнӗ. Аслисем пил панипе пурӑннӑ вӗсем.

Мӑшӑр вӑрҫа час-часах аса илет. Тӑванӗсене ӑсатнине, ҫыру кӗтнине… вӗсем аслисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен награда нумай.

Григорьевсен икӗ ача. Мӑнукӗсем виҫҫӗн. Вӗсем пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни — ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне тӑсаканни тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.

Пӗр-пӗрне итлемелле, вӑрҫмалла мар. Ҫапла калаҫҫӗ Григорьевсем. Икӗ ватӑ пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑхавсем йышӑнма тытӑннӑ. Малашне видеосене унта ярса пама пулать.

Видео ҫинче ҫул-йӗр правилисене пӑсни пулмалла. Вӑл — видеорегистратор ӳкерни пулмалла. Водительсен ун пекки пур тӑк ӑна ҫул-йӗр инспекцине яма май пур.

Видео ҫинче ҫул-йӗре пӑсни кӑна мар, урапан регистраци палли те курӑнмалла. Кун пек видеона йӗрке хуралӗнче йышӑнаҫҫӗ.

Видеоматериалсене 2 уйӑх хушшинче ярса памалла. Ӑна ҫул-йӗре пӑснӑ йӗрке хуралӗн территори адресӗпе ярса парсан лайӑхрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66062
 

Республикӑра

Чӑваш Ене Раҫҫей эстрадинчи паллӑ «ҫӑлтӑр» килнӗ. Анна Семенович Кӳкеҫ поселокӗнче концертра юрланӑ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Кӳкеҫре «Скания» урапан дилер центрӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗркеленӗ. Концертра тӗп номере «Блестящие» ушкӑнӑн экс-солистки Анна Семенович пурнӑҫланӑ.

Концертра Раҫҫей эстрада юрӑҫи юрланисӗр пуҫне ташӑсем, шоу пулнӑ. Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Вӑл департамент директорӗпе Зденек Петраспа килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79369
 

Политика

Канаш хулинче суйлав хыҫҫӑн депутатсен ларӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта чи ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Депутатсем Канаш хулин пуҫлӑхне палӑртнӑ.

Вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӗр саслӑн Андрей Николаевич Константинова суйланӑ. Депутатсен пухӑвӗн ҫумӗ вара Гариф Мифтахутдинов пулӗ. Ҫапла хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ.

Палӑртма хӑварар: Андрей Николаевич Константинов — Канашри 13-мӗш суйлав округӗн депутачӗ. Вӑлах «Канаш хулинчи электрика сечӗ» акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ те.

 

Культура

Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те вӑл ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Ку фестиваль ҫутҫанталӑк илемӗпе паллашма, унпа ҫывӑхрах пулма пулӑшать.

Йӗркелӳҫӗсем анлӑ программа хатӗрленӗ. Районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Валентина Львова палӑртнӑ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнчи кашни килте кӑмпа пур: е тӑварлани, е типӗтни. Унти халӑх ӗҫчен, вӑрман вара кӑмпа-ҫырлапа пуян. Унта чылай ҫын килсе вӑрман пуянлӑхне пухать.

Хӑш чӗрчунсем кӑмпа юратаҫҫӗ? Шӑна кӑмпи мӗнпе сиенлӗ? Кун пирки йӑлтах наци паркӗн ӗҫченӗсем каласа кӑтартнӑ. Типӗ кӗркунне кӑмпа сахал та, анчах ку фестивале килнисен кӑмӑлне пӗртте хуҫман. Аслисем те, ачасем те конкурссемпе хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑннӑ. Кунтах ярмӑрккӑ йӗркеленӗ. Унта кӑмпа кукӑлӗ тутанма, курӑк чейӗ ӗҫме май пулнӑ.

 

Республикӑра

Республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн хатӗрленӳ тапхӑрӗ авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Регистраторсем ҫыравӑн суйласа илнӗ обьекчӗсен списокӗсене тишкерсе пӗтернӗ.

Аса илтерер, ял хуҫалӑх ҫыравӗ килес ҫулхи утӑн 1 - ҫурлан 15-мӗшӗсенче иртӗ. Аякри вырӑнсенче ӑна каярах йӗркелӗҫ: ун пеккисенче ҫырав авӑнӑн 15 – чӳкӗн 15-мӗшӗсенче пулмалла.

Ятарласа суйласа илнӗ 107 ҫын хулара пурӑнакансен хуҫалӑхӗсенчи кӑтартусене тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен ҫӗр лаптӑкӗ пурри, пур пулсна мӗн чухлӗ лаптӑк пирки, выльӑх-чӗрлӗх тытнипе тытманнине ыйтса пӗлнӗ. Ҫырса ҫӳрекенсем садсенче, пахчасенче, дачӑсенче те пулнӑ.

Ҫырав объекчӗсен регистраторсем хатӗрленӗ списокӗсене тӗпе хурса кашни муниципалитетра шутлав тата инструктор участокӗсен шутне палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/spisoksem-hater
 

Раҫҫейре Дмитрий Носов либерал-демократ
Дмитрий Носов либерал-демократ

Либерал-демократсен партийӗн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн депутачӗ Дмитрий Носов федераци шайӗнче саккун йышӑнакан ҫак органа журналистсене хӳтлекен саккун проектне ҫитернӗ.

Парламентари РФ Пуҫиле кодексӗн 144-мӗш статйине тӳрлетӳ кӗртесшӗн. Ку статья журналистсен профессилле ӗҫ-хӗлне чӑрмав кӳнипе ҫыхӑннӑскер. Ура хуракан ахаль ҫынсене 80 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран штрафласшӑн, должноҫре ларакансене — 150 пинтен тытӑнса 300 пин тенкӗ таран.

Дмитрий Носов либерал-демократ шучӗпе журналистсене чӑрмав кӳресси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен пуҫтахсенчен хӳтлӗх ҫук тесе шухӑшлать депутат.

Ҫав вӑхӑтрах РФ Президенчӗ ҫумӗнчи этем прави енӗпе ӗҫлекен канаш пайташне Максим Шевченкона журналистсене хӳтӗлессинче штрафсен усси иккӗлентерет. Айӑплисене, ун шучӗпе, пуҫиле майпа явап тыттармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2015/09/23/gd/
 

Страницӑсем: 1 ... 2765, 2766, 2767, 2768, 2769, 2770, 2771, 2772, 2773, 2774, [2775], 2776, 2777, 2778, 2779, 2780, 2781, 2782, 2783, 2784, 2785, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...