Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере

Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ.

Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ.

Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ.

Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ.

Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ.

 

Культура

Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче тӗлпулу иртнӗ. Унта Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа пухӑннӑ.

Моисей Спиридонов Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. Тӗлпулу унӑн тӑван ялӗнчи музейра иртнӗ. Шупашкар, Тӑвай тата Канаш хӑнисене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке те хутшӑннӑ.

Моисей Спиридоновӑн хваттер музейӗн заведующийӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Н.И.Садюков Моисей Спиридоновичӑн общество ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнӑ. «Вӑл ырӑ чунлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл компарти пайташӗ пулман пулсан та унӑн шухӑшне правительство шута илнӗ. Вӑл вара кунпа Чӑваш Ен аталанӑвне лайӑх витӗм кӳрес тесе усӑ курнӑ», — тенӗ вӑл.

Енӗш Нӑрваш музейӗ ун чухне ҫӗнӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Мероприяти вӗҫленсен Моисей Спиридоновӑн килӗ умӗнче асӑну хӑми ҫине чечексем хунӑ.

 

Культура «АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ
«АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта сусӑрсен пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Икӗ куна тӑсӑлӗ вӑл.

Фестивале Тутар Республикинчи, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи ҫынсем хутшӑнӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 18–19-мӗшӗсенче иртекен фестивале «Пурнӑҫшӑн» ят панӑ.

Фестивале 800 ытла ҫын хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑрисем те унта хутшӑнӗҫ. Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче гала-концерт иртет. Ҫав кунах Улатӑрти ӳнер музейӗнче Светлана Карповӑн куравӗ уҫӑлӗ.

Авӑнӑн 19-мӗшӗнче тӗп вулавӑшра кӗнеке пуххин «Пурнӑҫшӑн» хӑтлав пулӗ. Унта литература номинацийӗсенчи ӗҫсем кӗнӗ. Фестивале кашниех килсе курма пултарӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен полицейскийӗсем 30 хӗрарӑма вӗлернӗ ҫынна шыраса тупма пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хӑрушӑ преступнике шырани пирки ЧР Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Удмурт, Тутар, Чӑваш республикисенче тата ытти регионта 2011–2012 ҫулсенче хӗрарӑмсене вӗлернӗ. Икӗ тӗслӗхӗ Шупашкарта пулнӑ.

Преступник 75–90 ҫулсенчи ватӑсем патне ТСЖ е социаллӑ служба ӗҫченӗ евӗр пырса кӗнӗ те хӗрарӑмсене пӑвнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак преступленисене пӗр ҫын тунӑ.

Ҫав арҫын 20–35 ҫулсенче, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ те ҫутӑ. Хура тӗслӗ куртка тӑхӑнма пултарнӑ, шӑлаварӗ хура, калпакӗ те ҫавӑн тӗслех.

Ун пирки пӗлекенсене 8 (8352) 66-24-31 е 66-24-88, 24-14-25 е 8 (831) 419-82-08 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79303
 

Чӑвашлӑх

Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ.

Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем.

Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле.

Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/464.html
 

Раҫҫейре

Патшан та ҫуран ҫӳрекенӗн те ҫак вырӑнсӑр май ҫуках. Ҫынсене питех те кирлӗ ҫак ырлӑха халӗ пур ҫӗрте те тӳлевлӗ туса пӗтерчӗҫ. Пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсемпе пульницӑсенче кӑна туалета укҫа тӳлесе кӗмелле мар.

Мускавра вара метрора тӳлевсӗр туалет уҫнӑ. Ун пекки ҫӗршывӑн тӗп хулинче халиччен пулман-мӗн. Калугӑпа Рига линийӗпе ҫула тухнисем «Мир проспекчӗ» чарӑнура ансан тӳлевсӗр туалета кӗрсе тухайӗҫ. Анчах унта кӗрес тесен «Тройка» карта (вӑл виҫӗ тӗрлӗ транспортпа ҫӳреме май парать) кирлӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл картта Мускав ҫыннисенчен виҫҫӗмӗш пайӗн пулнӑ. Анчах туалетра 15 минутран ытла пулма юрамасть. Асӑннӑ вӑхӑтран ытларах тытӑнса тӑрсан (е ларсан темеллеччӗ-ши?) сасӑ янӑраса кайӗ.

Яваплисем туалета миҫе хутчен кӗрсе тухма май пуррине те шутласа кӑларнӑ. Хальлӗхе — 150 хутчен. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ку вӑл кунне ҫавӑн чухлӗ ҫын тенине пӗлтерет курӑнать. Енчен ҫак ырлӑхпа усӑ куракансем йышлӑ пулсан туалета ытти станцире те вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.bbc.com/russian/rolling_news
 

Ҫутҫанталӑк

Авӑнӑн 17-мӗшӗ Вӑрнарти «Березка» (чӑв. Хурӑн) ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансемшӗн чылайлӑха асра ҫырӑнса юлӗ. Ҫак кун ачасем «Салам, вӑрман!» юмахсен уҫланкине кайса курнӑ.

Пӗчӗкскерсене ача-пӑча литературин пайӗн заведующийӗ А.Кириллова кӗтсе илнӗ. Вӑл вӗсене хӑйне евӗр ҫулҫӳреве чӗннӗ. Вӑл ачасене пирӗн пуянлӑх — вӑрман — пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрмана ҫулсерен пулӑшу кирлине палӑртнӑ.

Юмахсен уҫланкинче ачасене юмахри сӑнарсем кӗтнӗ. Вӗсен рольне вулавӑш ӗҫченӗсем калӑпланӑ. Вӗсем вӑрманта пурӑнакан чӗрчунсем пирки, вӑл ҫынсене мӗнле усӑ кӳни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасемпе пӗрле вӑйӑсем те вылянӑ вӗсем.

Ачасемшӗн вӑрман пирки каласа кӑтартни интереслӗ пулнӑ. Кун пек экскурсисем вӗсене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентеҫҫӗ.

Сӑнсем (5)

 

Культура Сцена ҫинче — Кинешма артисчӗсем
Сцена ҫинче — Кинешма артисчӗсем

Кӑҫал Шупашкар ҫыннисемпе Шупашкар хӑнисене Вырӑс драма театрӗ тӗрлӗ хуларан килекен сцена ӑстисен пултарулӑхӗпе паллаштарма шантарать. Юпа–раштав уйӑхӗсенче республикӑн тӗп хулине Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинчи драма театрӗ, Пушкӑртстанри Стерлӗри вырӑс драма театрӗ, Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗ, Мускав облаҫӗнчи Ногинскри драма театрӗ килмелле.

Рыбинскри артистсем Шупашкарта юпан 8–10-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ку театр Раҫҫейри чи аслисенчен пӗри шутланать. Театр труппи каҫхине виҫӗ спектакль тата ачасем валли юмах лартӗ.

Юпан 22–23-мӗшӗсенче Стерлӗри театр йыхравлать.

Чӳк уйӑхӗн 11–13-мӗшӗсенче Кинешма хулинчи артистсем пулӗҫ. Театра 1897 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл хулара 19-мӗш ӗмӗрӗн 60–80-мӗш ҫулӗсенче Александр Островский вырӑс драматургӗ пурӑннӑ.

Раштавӑн 11–13-мӗшӗсенче Ногинскри драма артисчӗсен спектаклӗсемпе киленме май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rusdram21.ru/news.php?id=535
 

Республикӑра

Шупашкарта пациент операци хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе операцие ирттернӗ тухтӑра айӑпласшӑн.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Медицина ӗҫченӗ уҫӑ трахеостомипе операци ирттернӗ. Анчах 48 ҫулти пациент операци хыҫҫӑн ҫур сехетрен чӗре япӑх ӗҫленипе тата пуҫ мими шыҫӑннипе вилнӗ.

Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, пациент трахейӑна тӗрӗс мар интубаци тунӑшӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Хыпар» хаҫат редакторӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырнӑ. Анчах вӑл йӗркесем – мухтав юрри мар.

Сӑмахӗ мӗн ҫинчен пынине пӗлес тесен сӑвӑри темиҫе йӗркене илсе кӑтартар:

«Иванов министӑр мӗн кӑна курман-тӑр!..

Вӑл карьера тунӑ хура тар тӑкса.

Кирлӗ чух — пуҫ тайнӑ, кирлӗ чух — йӑл кулнӑ,

Кирлӗ чух — вӑл сутнӑ ӑшшӑн йӑл кулса».

Е тата ҫакӑн пек куплет пур унта:

«Иванов министӑр хӑй те пит тунмасть-тӑр —

Сахал мар вӑл хуҫнӑ ҫыннӑн кунҫулне.

Шеллеме пӗлмен вӑл, каҫарма пӗлмен вӑл.

Халь те аркатать вӑл ҫын ӑраскалне».

Республика хыснинчен укҫа илсе тӑракан хаҫат редакторне калем илсе ҫакӑн пек содержаниллӗ сӑвӑ ҫырма, ӑна Информаци политикин министерствинче тӗп редакторсемпе иртекен канашлура тыттарма мӗн хистенине министрпа редактор хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2769, 2770, 2771, 2772, 2773, 2774, 2775, 2776, 2777, 2778, [2779], 2780, 2781, 2782, 2783, 2784, 2785, 2786, 2787, 2788, 2789, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...