Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика

ЧР ШӖМӗ нумаях пулмасть видеоконференци ирттернӗ. Унта хальхинче ҫамрӑксем преступлени туни ҫинчен калаҫнӑ.

Конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра ҫамрӑк ҫынсем ытларах вӑрлама пуҫланӑ. Мӗншӗн? Ҫакна экономика лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

Ҫӗршывӗпе илсен, полицейскисем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вӑрланӑ тӗслӗхсем 5 процент нумайланнӑ. Ҫакна йывӑр экономика лару-тӑрӑвӗ ҫине йӑвантараҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксен нумай тӑкакланас килет, анчах укҫа сахал. Ҫавӑнпа вӗсем укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме талпӑнаҫҫӗ. Анчах чылай чухне — саккунсӑр майпа.

Тӗплӗнрех каласан, ҫакнашкал преступлени тунӑ ҫамрӑксен йышӗ 27 ҫын нумайланнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ашшӗ-амӑшӗн тимлӗрех пулмалла, ҫамрӑксен ӗҫ вырӑнӗ тупмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79513
 

Персона

Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.

Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.

Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.

Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.

 

Культура

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке клубне халӑх нумай пухӑннӑ. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем килнӗ. Хӑнасем «Пирӗн атте авлана-а-ать!» камитпе паллаштарнӑ.

Спектакле Валерий Иовлев лартнӑ. Тӗп сӑнар — Николай — ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫын, ялта уншӑн ним пахи те ҫук. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушаннӑ, ывӑлӗ-хӗрӗ саланнӑ. Унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Ывӑлӗ савнипе вӑрҫӑнса кайсан вӑл ахаль лармасть.

Спектакльте Василий Павлов, Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Апхипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ.

Пучинкесем спектакле ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем ура ҫине тӑрса тахҫанчченех тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.

Сӑнсем (20)

 

Республикӑра

ТВ3 телеканалпа чӑваш поэтессине Раиса Сарпине кӑтартнӑ. Кӑларӑма «Про Город» портал журналисчӗ Дарья Платонова ӳкернӗ.

Раиса Сарпи Ҫӗр ҫинчи мар ӑспа калаҫнине ӗнентерет. Ку унпа хӑҫан пулма пуҫланӑ? Вӑл каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра йывӑр пулнӑ чухне. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн пултарулӑхӗнче тата шӑпинче иккӗмӗш сывлав тупӑннӑ тейӗн.

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пултарулӑх ҫыннисем ҫӳлти вӑйсемпе ҫыхӑннӑ. Ку ахаль ҫынна ӑнланмалла мар япала. Чылай чухне ҫак вӑйсем вӗсене вӑрттӑнлӑхсене уҫса параҫҫӗ.

Раиса Сарпи каланӑ тӑрӑх, ҫакна пула вӑл истори чӑнлӑхне пӗлнӗ: чӑвашсен йӑх-несӗлӗ — амаҫынсем. Чылай историк унпа килӗшет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79493
 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкара Елена Летучая килнӗ пирки шавларӗҫ. «Пятница» телеканалта «Ревизорро» кӑларӑма ертсе пыраканскер кафесене, апатланмӑшсене тӗрӗслет.

Тӗслӗхрен, Елена Летучая пӗркун виҫӗ кафене ҫитнӗ. Ав вӗҫҫӗшӗнчен иккӗшӗ тӗрӗслев витӗр тухайман.

Елена Летучая ун чухне «Университетская» кафене, «Ехрем хуҫа» ресторана, «Уильям и Кейт» паба ҫитнӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫынсем апатланма килекен вырӑнсен таса пулмалла, апат-ҫимӗҫе тӗрӗс упрамалла. Ун чухне пӗртен пӗр кафе ҫак йӗркене пӑхӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл — «Университетская» кафе. «Ехрем хуҫа» тата «Ульям Кейт» тӗрӗслев витӗр тухайман. Елена Летучая вӗсене ырламан.

Елена Летучая канмалли кунсенче те кафесене, ресторансене ҫитнӗ. Анчах вӑл ӑҫталла ҫул тытассине маларах никам та пӗлмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1594
 

Хулара

Кӗркунне пур ҫӗрте те ҫулҫӑ пуҫтараҫҫӗ. Халӗ техника вӑйлӑ аталанать те… вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатать.

Шупашкарта та ҫӗнӗ технологипе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл типӗ курӑка, туратсене, ҫӳп-ҫапа хӑварт пухать.

Техника пысӑк лаптӑка кӗске вӑхӑтрах пуҫтарать. Ӑна пӗрремӗш хут 2008 ҫултах туяннӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тепӗр иккӗ туяннӑ. Халӗ хулара унашкал 6 техника ӗҫлет.

Ҫак техника пылесос пекех. Анчах ҫӳп-ҫап трактор прицепӗ ҫине пухӑнать. Шлангӗн диаметрӗ вара ҫур метр таранах.

Чӑннипе, чылайӑшӗ кӗркунне ҫулҫӑ пухас ӗҫе кирлӗ тесе шутламасть. Специалистсем вара ку хула экологийӗшӗн усӑллине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫулҫӑсенче йывӑр металсен пӗрлешӗвӗсем пухӑнаҫҫӗ. Ӑна пуҫтармасан тӑпрара токсинсем пухӑнаҫҫӗ. Ҫулҫӑ пушар тухас хӑрушлӑх та кӑларса тӑратать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79503
 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче кикбоксинг енӗпе World cup Diamond-2015 тӗнче кубокӗ иртнӗ. Унта чӑваш спортсменӗсем те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн 1062 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем унта 26 ҫӗршывран килнӗ. Спортсменсен йышӗнче пирӗннисем те пулнӑ.

Командӑпа тупӑшса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин кикбоксинг ассоциацийӗн элчисен те тӳпи пысӑк.

71 килограмм тайман виҫе категорийӗнче «фулл-контакт» дисциплинӑра Артур Шишокин 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Виталий Гаврилов, 67 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗскер, виҫӗ тупӑшӑва выляса яман. Вӑл ҫапла кикбоксинг енӗпе тӗнче кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа йывӑр тиевлӗ урапасенчен ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа пуҫтарма тытӑнӗҫ. Ку чӳкӗн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Пухнӑ укҫана федерацин ҫул-йӗр фондне ярӗҫ, унпа ҫулсене юсанӑ чухне усӑ курӗҫ. Ку налук 12 тоннӑран йывӑртарах урапасене пырса тивет. Куншӑн вӗсен 3 тенкӗ те 3 пусран сахал мар тӳлемелле пулӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑкне пухнӑ 50–60 миллиард тенке ҫурт-йӗр фондне ярӗҫ.

Ку федераци ҫулӗн 50 ҫухрӑмне пырса тивӗ. Правительство пӗр ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ пухма палӑртнӑ. Анчах тарифа пӗчӗклетесси пирки калаҫаҫҫӗ. Халӗ ку кӑтартӑва 3 тенкӗ те 6 пус таран пӗчӗклетес проекта пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Хӗсмет

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ. Эппин, чӑваш каччисене те салтака кайма хатӗрленмелле. Кӑҫал салтак аттине 1220 ҫамрӑк тӑхӑнӗ. Вӗсенчен ҫурри тип ҫӗр ҫарӗсенче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлӗ.

Теприсене ытти ҫарсене ярӗҫ. Кӑҫал 10 ҫӑмрӑка Президент полкне ӑсатӗҫ. Ытти чухне сбор пунктӗнче симӗс форма тӑхӑнтартнӑ. Кӑҫалтан урӑхла. Халӗ каччӑсене хӑш ҫарта тӑма тивнине кура форма парӗҫ. Кӑҫал ҫакна пӗрремӗш хут пурнӑҫлӗҫ.

Аслӑ пӗлӳ илнӗ призывниксен суйлама ирӗк пур. Вӗсем контрактпа та ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах чылай чухне вӗсем ахаль службӑна суйлаҫҫӗ.

Кӑҫал кӗрхи призывра аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑксем нумаййӑн пулӗҫ. Юлашки ҫулта салтакран таракансен йышӗ сахалланнӑ. Пӗрех пур вӗсем. Ав 17 ҫынна явап тыттарнӑ. Икӗ таркӑна тытайман-ха. Халӗ 27 ҫула ҫитсен ҫар билетне памаҫҫӗ. Ун вырӑнне справка ҫеҫ тыттараҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем — Мускавран. Артистсем Мускаври Галина Вишневская ячӗллӗ колледжран вӗренсе тухнӑ та Шупашкара ҫул тытнӑ.

Оперӑпа балет театрне тӑватӑ каччӑ килнӗ. Труппӑра шӑпах йӗкӗтсем ҫитмен. Вӗсемпе пӗрле Элеонора Чалигова балерина та килнӗ. Театрта кун пек балет труппи тахҫанах пулман.

Шупашкара ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Алексей Рюмин ҫеҫ Тулӑран.

Вӗсене Мускавра та ӗҫлеме чӗннӗ-мӗн. Анчах вӗсем Шупашкарпа паллашсан, оперӑпа балет театрне ҫитсен кунтах юлма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне колледж педагогӗсем те вӗсене Шупашкара суйлама сӗннӗ. Ара, кунта иртекен балет фестивалӗ пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ-ҫке.

Мускавран килнӗ артистсен ӑсталӑхӗ пысӑк. Вӗсене сцена ҫинче тӗп партисене шанса панӑ. Апла, вӗсем Чӑваш Ен ҫыннисен кӑмӑлӗсене каяҫҫех.

 

Страницӑсем: 1 ... 2759, 2760, 2761, 2762, 2763, 2764, 2765, 2766, 2767, 2768, [2769], 2770, 2771, 2772, 2773, 2774, 2775, 2776, 2777, 2778, 2779, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...