Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ.

Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши?

Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ.

Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Ӳнер Артистсем куравпа паллашаҫҫӗ
Артистсем куравпа паллашаҫҫӗ

«Театр валли ҫуралнӑскер». Ҫак ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хальхи вӑхӑтра курав ӗҫлет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче хупӑнмалла.

Курава театр Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Нина Яковлевана халалланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн юбилейне. Кӑҫалхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗҫтешӗн пултарулӑхне халалланӑ куравпа пӗр кунхине театрӑн директорӗ Юрий Владимиров, театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев (вӑл Нина Михайловнӑн мӑшӑрӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Геннадий Медведев, Вячеслав Александров, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников тата ыттисем паллашнӑ. Халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешӗн пултарулӑхне уҫса паракан куравпа кӑмӑлтан кӑсӑкланнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур.

Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.mvd.ru/news/item/6175723/
 

Политика

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов ҫӗршывӑн регионӗсен саккун кӑларакан пухӑвӗсен ертӳҫисен медиатанлаштарӑмӗнче иртнӗ уйӑхра 84-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку вӑл — 85 ҫын хушшинче. Унчченхи танлаштарӑмра Юрий Попов вырӑнӗ 6 картлашка ҫӳлерех пулнӑ.

Танлаштарӑма массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл е ку регионӑн парламенчӗн ертӳҫине мӗн чухлӗ асӑнни тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ иккен. Поповӑн медиаиндексӗ -0,84 паллӑпа танлашнӑ-мӗн. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсем уйӑхра 146 хутчен асӑннӑ. «Информаци агентствисем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Юрий Поповпа Андрей Кулагин хирӗҫтӑрӑвӗ пирки ытларах пӗлтернӗ», — тенӗ иккен танлаштарӑма хатӗрлекенсем.

Танлаштарӑмра Крымри саккун кӑларакан пуху ертӳҫи Владимир Константинов, Челепи облаҫӗнчи Владимир Мякуш, Севастопольти Алексей чалый малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи кайри — Хабаровск енӗн парламент пуҫлӑхӗ Виктор Чудов.

 

Культура

«Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ.

«Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ.

Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ.

 

Сывлӑх

Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Сӑмахӗ кунта Челепи хулинче пулса иртнӗ, унтан вӑл ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ пӑтӑрмах пирки пырать-ха.

Унта пӗр арҫын ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ арӑмне хӑйӗн машинипе пульницӑна илсе пырсан хуралҫӑсем вӗсене кӗртменнине пула хӗрӗх чӗрнелли машинӑрах ҫӑмӑлланнӑ. Мӑшӑрне упӑшки пулӑшнӑ. Пульница хуралҫисем ҫав мӑшӑра васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнме хушнӑ. Инструкци тӑрӑх вӗсен васкавлӑ пулӑшу машинине кӑна пульницӑна кӗртме ирӗк пулнӑ-мӗн.

Ача ҫуратас патне ҫитнӗ хӗрарӑмсене пульницӑна кӗртмен тӗслӗх пирӗн республикӑра пулман-мӗн. Челепери пӑтӑрмах пирки пирӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тӳре-шари хӑй шухӑшне палӑртма килӗшмен.

 

Пӑтӑрмахсем

Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне.

Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть.

Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ.

 

Республикӑра

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ.

Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те.

Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ.

 

Статистика

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта пирӗн республикӑра элитлӑ ҫурт-йӗр пуринчен ытла хакланнӑ. Кунта сӑмах ҫӗнни пирки пырать. Иккӗмӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ марри) ҫурт-йӗр хакӗ те пӗр вырӑнта тӑман.

Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн тӑваткал метрӗ вӑтамран 44 пин те 63 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан хак 0,6 процент йӳнелнине пӗлтерет. Иккӗмӗш рынокри вара 0,5 процент хӑпарса тӑваткал метрӗ 42 пин те 738 тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитли кӑна хакланнӑ. Ун пекки пирки ӗмӗтленекенсен пӗр тӑваткал метршӑн вӑтамран 51 пин те 454 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 3,4 процент хакланнине пӗлтерет. Пӗлтӗрхи юпа–раштав уйӑхӗсенчинчен хак 5,6 процент ӳснӗ. Вӑтам пахалӑхлипе лайӑхлатнӑ пахалӑхли чакнӑ.

Иккӗмӗш рынокрине илсен, ӑна сутакансен пӑшӑрханма сӑлтав пулман — хак хӑпарнӑ.

 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗ инҫетри ҫӗршывра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Константин Репин хӑйӗн тренерӗпе халӗ Нидерландра. Унта ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ.

Константин Репин Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Стандсканал хулинче иртекен тупӑшура вӑл финиша пӗрремӗш ҫитме пултарнӑ. Вӑл 54,60 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ.

Аса илтерер: Константин Репин тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65160
 

Страницӑсем: 1 ... 2830, 2831, 2832, 2833, 2834, 2835, 2836, 2837, 2838, 2839, [2840], 2841, 2842, 2843, 2844, 2845, 2846, 2847, 2848, 2849, 2850, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...