Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем

Экономика

Ку йышӑну Чӑваш Еншӗн Республика кунӗнче хӑйне евӗр парне пек пулнӑ. РФ Правительствин ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ тӳлев памашкӑн укҫа уйӑрнӑ.

«Ҫамрӑк ҫемьесене ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче Чӑваш Ен валли 158 557,16 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. «Ҫурт-йӗр» федераци программипе килӗшӳллӗн 2011–2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли 227 1140,58 пин тенкӗ уйӑрмалла. Ҫав шутра республика хыснинчен те — 166 929,1 пин тенкӗ. Вырӑнти хыснаран — 60 181,48 пин тенкӗ.

Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ ҫав укҫа-тенкӗпе 550 ҫамрӑк ҫемье ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарӗ.

 

Республикӑра

Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран, ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Типӗ ҫанталӑк малалла та тӑсӑлсан районта тыр-пул пӗтме пултарать-мӗн.

Режима Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 15 сехетре алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма 6 техника, 16 ҫын тухнӑ.

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вырӑнти организацисемпе предприятисене тыр-пула шӑрӑхра ҫухатасран мӗн те пулин тума сӗннӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Мансур Калмыков каланӑ тӑрӑх, уйсенче тыр-пул типме тытӑннӑ. Ҫулҫисем сарӑхаҫҫӗ, ҫӗрулми вӑхӑтран маларах чечеке ларнӑ. Шӑрӑх тепӗр эрне тӑрсан йӑлтах типӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, районта 40 пин гектар тыр-пул.

 

Республикӑра

«Чӑваш Ен, санпа мухтанатӑп!» мероприятисен ярӑмӗпе килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче уҫа тӳпе айӗнчи этнографи музейне экскурсие кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫри тӗп вулавӑш Республика кунне халалласа йӗркеленӗ.

Экскурсие «Цветовод», «Поиск» клубсен пайташӗсем, Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем кайнӑ. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тата ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресчен ҫурчӗсене, ҫил арманне, икӗ хутлӑ ампара пӑхса ҫаврӑннӑ, «юрату кӗперне» ҫитнӗ.

Музей ӗҫченӗсем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнчи куҫса ҫӳрекен «Живопиҫӗн ача-пӑча сӑнарӗсем» куравпа паллаштарнӑ.

Эскурсантсене уйрӑмах Вӑрнар районӗнчи «Вӗтӗ шӑрҫаран — асамлӑх» курав япалисем килӗшнӗ. Унта Наталия Сергеевӑн ӗҫӗсем пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсем чылай ҫынна тыткӑнланӑ.

Сӑнсем (9)

 

Тӗн Энӗшри храм
Энӗшри храм

Энӗшсем ялта кӗҫех Феодосий ячӗллӗ храм хута кайнӑшӑн шутсӑр савӑнаҫҫӗ. Ӑна халӑхран пухнӑ укҫапа ҫӗклеҫҫӗ вӗсем.

Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, храм вырӑнӗнче ӗлӗк чиркӳ пулнӑ. Ӑна Совет саманинче аркатнӑ. Ун вырӑнне шкул туса лартнӑ, анчах ӑна каярахпа район центрне куҫарнӑ.

Прихут канашӗн председателӗ Вениамин Кириллов каланӑ тӑрӑх, храма кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Ҫав куна халӑх тем пекех кӗтет.

Храмра Алексий атте пулӗ. Хальлӗхе храмра инженери сечӗсене хунӑ, газ кӗртнӗ. Ӑна тумашкӑн ҫак ҫулсенче 3 миллион ытла тӑкакланӑ.

Ҫывӑхри территорие те кӗҫех хӑтлӑлатӗҫ, ҫул сарӗҫ.

Сӑнсем (4)

 

Раҫҫейре Владимир Петров тунӑ сӑн
Владимир Петров тунӑ сӑн

Пирӗн республикӑра шӑрӑх тӑнӑ, ҫумӑр ҫуман вӑхӑтра Сочие шыв илнӗ. Ку — ҫумӑра пула. Унта 1,5 уйӑхра ҫумалли ҫумӑр ӳкнӗ. Вырӑнти тӳре-шара инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.

Сочире пирӗн ентешсем те пур. Чылайӑшӗ унта ӗҫлет. Акӑ Владимир Петров «Про Город» хаҫата унти лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ.

Ку пӑтӑрмах ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пулнӑ. Сочири чылай района шыв илнӗ. Пӗр ҫын шар курнӑ.

Владимир Петрова ҫуртра пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр ҫӗрле 1 сехетре пуҫланнӑ та тепӗр кун 13 сехетчен те чарӑнман. Владмирӑн ҫуртӗнчи пӗрремӗш хута тата тӗпеле шыв илнӗ. Вӗсем япаласене ҫӑлма тӑнӑ. Анчах чылайӑшӗ юрӑхсӑра тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ҫӗрӗпех ӗҫленӗ.

Хула шыва кайнине пула Владимирсен ӗҫӗнче ӗҫлеме чарнӑ, мӗншӗн тесен складсем шыв айӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1288
 

Спорт Ирина Калентьева
Ирина Калентьева

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Швейцарире велоспорт енӗпе пӗтӗм тӗнчери чупу иртнӗ. Пирӗн ентеш унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Чӑваш спортсменки Ирина Калентьева «кросс-кантри» дисциплинӑра финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ирина элита велочупуҫӑсен йышӗнче ӑмӑртнӑ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Калентьева финиша 1 сехет те 25 минут 11 ҫеккунт кӑтартупа ҫитнӗ. Ыттисем унран 8-9 минут тӑрса юлнӑ.

Ку пӗрремӗш вырӑн Иринӑна 30 рейтинг очкине пухма май панӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ӑмӑртура Швейцари ҫӗнтернӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче Уй кунӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа ҫитнӗ.

Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май кӑҫал аграри ҫуракине лайӑх вӗҫленине палӑртнӑ. Тыр-пул туса илесси ӳснине те палӑртнӑ вӑл. Ҫав шутра Канаш районӗ — малтисенчен пӗри.

Михаил Игнатьев кӑҫал республикӑри агропромышленноҫ комплексне 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнине каланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 процент нумайрах.

Уй кунне курава Раҫҫейри ҫичӗ регионти ял хуҫалӑх техникине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе — 100 ытла техника. Куравра ял хуҫалӑх культурин сорчӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем пулнӑ.

Унта утӑ ҫулакансен конкурсне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев та хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Сӑнсем (23)

 

Ӑслӑлӑх

Икӗ теҫетке ҫул хушшинче «лазерлӑ» двигатель Альфа-Центавра патне ҫитерме пултарӗ. Кун пирки Санта Барбарӑри Калифорни университетӗнчи ӑсчахсем каланӑ пулать. Вӗсен шухӑшӗпе лазерлӑ излученийӗн хӑвачӗ питӗ вӑйлӑ.

Ӑсчахсем Deep-In хӑвӑртлатакан механизм ӑсталанӑ пулать, вӑл нумай-нумай питӗ пӗчӗк лезерсенчен тӑрать. Лазер пайӑркипе усӑ курса космос парӑсӗ ҫине витӗм кӳме пулать иккен. Ҫав витӗмпе вара хальхи космос карапӗсен хӑвӑртлӑхне самай — пин хут таран — ӳстерме пулать имӗш. 4,3 ҫутӑ ҫулталӑкне (выр. световой год) 20 ҫул хушшинче ҫитме май пур имӗш.

Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку технологипе Марс патне вӗҫнӗ май усӑ курма пулать. Унашкал вӗҫев аппаратне кӳршӗлле планетӑна ҫитме 3 кун кӑна кирлӗ пулӗ теҫҫӗ. 10 тонна таран тиесен 30 кун кӑна кирлӗ пулӗ.

Ҫитменлӗхӗ те пур: система карапа хӑвӑртлатать кӑна, чармалли май пирки пуҫ ватаҫҫӗ кӑна имӗш.

 

Хулара

Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ.

Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ.

Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Политика

Авӑн уйӑхӗччен нумай юлмасть вӑхӑт. 13-мӗшӗ Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ кун пулӗ. Ун чухне халӑх ЧР Элтеперне суйлӗ. Халӗ суйлава камсем хутшӑнасси паллӑ ӗнтӗ. Унччен суйлав хутшӑнма кӑмӑллӑ кадидатсем пирки пӗлтерсех тӑнӑччӗ.

Халӗ Элтепер пуканӗшӗн 9 кандидат кӗрешесси паллӑ. Вӗсем – 9 политика партийӗсенчен.

Суйлава хутшӑнакан кандидатсен йышне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ пулассишӗн ҫаксем кӗрешӗҫ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» - Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, КПРФран — Валентин Шурчанов, «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫейрен» — Олег Николаев, «Раҫҫейри пенсионерсен партийӗнчен» — Валерий Сапожников, «Ӗҫлӗх пӗрлӗхӗнчен» — Анатолий Коршунов, «Яблоко» партирен — Владислав Аркадьев, «Симӗссисен тата социал-демократсен альянсӗ» партирен — Юрий Малов, «Граждан пуҫарӑвӗнчен» — Андрей Броницын, ЛДПРтан — Константин Субботин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78011
 

Страницӑсем: 1 ... 2837, 2838, 2839, 2840, 2841, 2842, 2843, 2844, 2845, 2846, [2847], 2848, 2849, 2850, 2851, 2852, 2853, 2854, 2855, 2856, 2857, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...