Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Обществи палати 21 ҫынтан тӑрать. Вӗсенчен ҫиччӗшне Чӑваш Ен Элтеперӗ палӑртать, тепӗр ҫиччӗшне — Патшалӑх Канашӗ, юлнӑ ҫичӗ кандидата халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен пайташӗсене маларах асӑннӑ 14 ҫын суйласа илет. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче палатӑна Элтепер тата парламент суйланӑ пайташсен пухӑвӗ иртнӗ, вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе вӗсем йыша тепӗр ҫичӗ ҫынна кӗртнӗ.

Ҫапла вара халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен йышӗнчен Палатӑна «Аталану» регион аталанӑвӗн фондӗнчен Евгений Бондарев, Чӑваш Енӗн Фитнес-аэробика федерацийӗнчен Оксана Вербина, Православи чиркӗвӗн Шупашкарпа Чӑваш Ен Епархийӗнчен Николай Иванов, Православи чиркӗвӗн Улатӑр Епархийӗнчен Александр Коротин, «Чыслӑх пур» ҫарпа патриот центрӗнчен Николай Плотников, «Чӑвашрессовпроф» профсоюз организацийӗнчен Валентина Рыбкина, Канашри тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗнчен Мансур Хайбуллов лекнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ суйланӑ пайташсем ҫаксем: Александр Дельман, Анатолий Князев, Светлана Лясина, Николай Паштаев, Алексей Судленков, Михаил Федотов, Олег Широков. ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫирӗплетнисем: Ирина Булыгина, Никита Бурашников, Татьяна Ефимова, Альбина Новикова, Зинаида Паршагина, Анатолий Пукки, Нина Семедова-Полупан.

Малалла...

 

Республикӑра

Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.

Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ.

Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман.

 

Политика Олег Николаев
Олег Николаев

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче — Чӑваш Енӗн Элтеперне суйламалли кун. Халӗ партисем хӑйсен кандидачӗсене ку кӗрешӗве тухма палӑртса пӗтернӗпе пӗрех. Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗ ку тӗлӗшпе йышӑну тунӑ. Элтепер пуканӗшӗн Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, асӑннӑ партин фракцийӗн пайташӗ Олег Николаев тухать.

Президиум ларӑвӗ Мускавра иртнӗ. Парти О. Николаев кандидатурине ырланине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейӗн» РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫи Сергей Миронов ӑнлантарса панӑ. С. Миронов каланӑ тӑрӑх, халӗ ҫӗршыв экономика аталанӑвӗн ҫӗнӗ парадигми йӗркеленет. Вӑл технологи хӑватне, финанс ҫирӗплӗхне, тулаш вӑйсене пӑхӑнманнине тӗпе хумалла. Патшалӑх тӗллевӗсене ҫав енӗпе пурнӑҫлама партин пайташӗ Анатолий Аксаков кирлине шута илсе ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кандидата тӑратас темен. Аса илтеретпӗр, Анатолий Аксаков паян РФ Патшалӑх Думин тӗп комитетне – экономика политики енӗпе ӗҫлекеннине, ертсе пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.spravedlivo.ru/5_69790.html
 

Чӑвашлӑх

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ачасен Акатуйӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗччӗккисем те ҫураки вӗҫленнине уявласа савӑннӑ.

Акатуя шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене ҫӳрекен 700 яхӑн ача хутшӑннӑ. Вӗсемпе конкурссем ирттернӗ, вӑйӑ выляттарнӑ. Фестиваль Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ.

«Чӑваш юрри тата ташши» номинацире «Веселые нотки» ансамбль 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Лайӑх ташланӑшӑн 35-мӗш шкулти Артем Семенова, Арина Семеновӑна 2-мӗш вырӑн панӑ. 14-мӗш шкулти «Асамат» ушкӑн 3-мӗш пулнӑ.

К.Ивановӑн поэминчи сыпӑка вуланӑшӑн Екатерина Петрушкина 1-мӗш вырӑна тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта Галина Васильева пулнӑ, 3-мӗшӗнче — Павел Николаев.

Ҫавӑн пекех арҫын ачасем вӗрен туртмалла тупӑшнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса чысланӑ.

Кӑҫал Акатуйра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫленӗ: «Тискер кайӑк», «Ҫӗрӗ», «Йокс», «В лычки». Куравсем те ӗҫленӗ: «Ялти йӑла-йӗрке театрӗ» тата «Пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗ».

 

Персона

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев Шупашкарти элеваторта ӗҫ тупнӑ.

Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ шутланать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев ҫӗнӗ вырӑнта та пуҫлӑх пуканне йышӑнать. Унта коммерци пайӗн пуҫлӑхӗнче тар тӑкать иккен.

Экс-министра ку должноҫе шанса пани пирки элеваторӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Иван Исаев министрта ӗҫленӗ чухне вӑрмана саккунлӑ мар кастарнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Вӑрманти йывӑҫа саккунлӑ мар кастарнине пула вӑл 300 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ пулать.

Халӗ ку ӗҫпе суд ларӑвӗсем пыраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри ӗнер те иртнӗ. Суд ларӑвне хупӑ меслетпе ирттереҫҫӗ.

 

Персона Эдуард Дидиченко
Эдуард Дидиченко

Чӑваш Енре Эдуард Дидиченко журналиста вӗлернӗ тесе сӑмах ҫӳрет. Инкекӗ ӗнер, каҫхи 20 сехет тӗлӗнче, пулнӑ имӗш.

Пӑтӑрмахӗ килте сиксе тухнӑ имӗш. Вӑл вӑхӑтра Дидиченко килӗнче пулнӑ-мӗн. Унӑн 46 ҫулти арӑмӗ ӳсӗр пулнӑ теҫҫӗ. Иккӗш тавлашса каяҫҫӗ пулать те хӗрарӑм хӑйӗн 49 ҫулти упӑшкине ҫӗҫӗпе мӑй тӗлӗнчен темиҫе хут чикет имӗш. Сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилсе каять. Инкек хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑйӗн тӑванӗ патне тухса каять-мӗн, пулса-иртни пирки ӑна пӗлтерет-мӗн.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн Шупашкарти Мускав районӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Инкек пирки вӑл каласа пама килӗшмен пулать. Чӑн та, ҫын хӑй тата хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем пирки каласа памасан та юрассине РФ Конституцийӗн 51-мӗш статйипе пӑхса хӑварнӑ-ха.

Юлашки вӑхӑтра Дидиченко «Эксперт Чувашии» хаҫата тӗп редактор пулса кӑларнӑ.

 

Спорт Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов
Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов

Республика спортӗнче ырӑ хыпар сарӑлнӑ. Чӑваш Енре паллӑ икӗ биатлонист ҫемье ҫавӑрнӑ.

Ҫак кунсенче Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов Мӑшӑрлану керменне кӗрсе пӗр-пӗрне юратнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, пӗр-пӗрин пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.

Туй ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Вячеслав Акимов 2011 ҫулта биатлон енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче чемпион ятне илнӗ. Татьяна Семенова 2013 ҫулта иртнӗ хӗллехи Универсиадӑра пӑхӑр медале икӗ хут тивӗҫнӗ тата чемпион пулса тӑнӑ. Пӗлтӗртенпе вӑл Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине кӗрет.

Халӗ Татьяна ӑмӑртусене упӑшкин хушамачӗпе хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77908
 

Республикӑра

2014 ҫулхи кӑтартусене шута илсе ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Камсем ӑна тивӗҫнӗ-ха?

Ӑслӑлӑх, техника тата производство тытӑмӗнче «ЧЕТРА — промышленноҫ ураписем» АУО менеджерне Александр Вячеславович Егорова панӑ.

Вӗренӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин тытӑмӗнче Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавательне Андрей Витальевич Андрейчука пама йышӑннӑ.

Литература, культура тата ӳнер тытӑмӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан мастерне, балет артистне Анастасия Станиславовна Абрамовӑна панӑ.

Журналистика тытӑмӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторне Дмитрий Андреевич Моисеева пама йышӑннӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗн методист тухтӑрне Алёна Владиславовна Орловӑна пама йышӑннӑ.

Тавралӑха сыхлас тытӑмра премие «Карӑш» экологипе биологи центрӗн педагогӗ Евгений Аркадьевич Синичкин тивӗҫнӗ.

Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗн тренер преподавательне Никита Валерьевич Васильева панӑ.

Малалла...

 

Хулара

Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑс поэчӗн ячӗллӗ ача ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗне ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑннипе, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне мӗнле ят хурасси пирки иккӗленмен те.

Ҫемье канашӗнче вӗсем ӑна Александр ят хума йышӑннӑ. Тин ҫуралнӑ ачан ашшӗне Сергей Пушкин тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫапла шутланӑ та — ача Александр Сергеевич Пушкин пултӑр тенӗ. Эппин, иккӗленмесӗрех калама пулать: Шупашкарта Александр Сергеевич Пушкин ҫуралнӑ. Паллах, вӑл вырӑс классикӗ пекех пултарулӑх ҫынни пулӗ-и е ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Вӑл ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын ҫеҫ пултӑр.

Сӑмах май, Шупашкарти Калинин районӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 120 ача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене хӑйне евӗр ятсем параҫҫӗ-мӗн: Леона, Мирослава, Славяна, Христиния, Матвей. Анлӑ сарӑлнӑ ятсене те килӗштереҫҫӗ: Анастасия, Даша, Елизавета, Артем, Антон, Максим, Кирилл, Дима.

 

Вӗренӳ

Нумаях пулмасть шкултан вӗренсе тухакансен хӑйсем суйласа илнӗ экзаменсемпе ППЭ пуҫланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑра ҫамрӑксем обществознанипе экзамен тытнӑ.

Ку предмета 3380 ҫын суйланӑ. Вӗсенчен 349-шӗ, шел те, задание пурнӑҫлаймасӑр «2» паллӑ илнӗ. Ку — 10,33 проценчӗ.

Обществознанипе пӗтӗмӗшле илсен яш-хӗр вӑтамран 58,48 балл пухнӑ. 306 ҫын экзаменра 80 ытларах балл пухма пултарнӑ. Чи пысӑк бала 2 ҫын ҫеҫ пухнӑ.

Химие 870 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен 53-шӗ задание пурнӑҫлама пултарнӑ. Вӑтам балл — 60, 88 балл. 100 бала 7 ҫын пухнӑ. 99 ҫамрӑк 80 балран ытларах илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2843, 2844, 2845, 2846, 2847, 2848, 2849, 2850, 2851, 2852, [2853], 2854, 2855, 2856, 2857, 2858, 2859, 2860, 2861, 2862, 2863, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...