Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере

Мускав апат-ҫимӗҫ эмбаргине тата тепӗр ҫур ҫуллӑха тӑсассине пӗлтернӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев вице-премьерсене пӗлтернӗ. Ку утӑма Евросоюз Раҫҫей тӗлӗшпе санкцие тӑснине кура тунӑ иккен.

Дмитрий Медведев премьер-министр правительство аппарачӗн пуҫлӑхне Сергей Приходькона ҫӗршыв Президенчӗ ячӗпе кун пирки ыйтса ҫырма хушнӑ.

Тунтикун Евросоюзӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен ертӳҫисем Раҫҫее хирӗҫле санкци вӑхӑтне тӑсма йышӑннӑ. Вӑл тата тепӗр ҫур ҫул ытла пымалла: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн тулаш политика службин официаллӑ элчи Майя Косьянчич санкци вӑхӑтне тӑснине Раҫҫей «Минскри килӗшӳсене пурнӑҫлатӑр» тенипе сӑлтавланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ. Продукци туса илессине укҫа ҫине хурса пӑхнӑ та ку цифра 8603,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Мӗнпур категорие кӗрекен хуҫалӑхсене илсен (кунта пысӑк тата вӑтам ял хуҫалӑх предприятийӗсем те, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсем те шутланаҫҫӗ) ял хуҫалӑх продукцине туса илессин индексӗ — 102,1 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ӳсӗм 2,1 процент тенине пӗлтерет ӗнтӗ вӑл. Кунта ЧР Ял хуҫалӑх министерстви выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн калӑпӑшӗ ӳснине палӑртать.

Сӗт суса илесси те, выльӑха аша ӑсатасси те кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ӳснӗ иккен. Сӗт суса илессине ӳстернипе Чӑваш Енри хуҫалӑхсем Атӑлҫи федераци округӗнчи Пушкӑртстанран, Мордовинчен, Мари Элтан, Ӗрӗнпур, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен малта пырать.

 

Чӑвашлӑх

«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче.

Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ.

Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем».

Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ.

2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ.

 

Ӳнер

Хальхи тӗнчери этнос культури. Ҫак ятпа ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри куҫӑн тата куҫӑнсӑр ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Конференцие «Раҫҫей культури» федерацин тӗллевлӗ программипе илме май килнӗ тӗллевлӗ укҫапа ирттернӗ.

Конференцин пленарлӑ пайне тӳре-шарасенчен республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ.

«Халӑх йӑли-йӗрки тата культура глобализацийӗ» темӑпа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Михаил Кондратьев профессор доклад тунӑ. Тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫакансем тата пулнӑ-ха.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Ӳнер

Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗррин музейне уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, тӑван халӑхӑмӑр тӗррин управҫи Шупашкарти халӑх управҫин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.

Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем пулнӑ. Тӳре-шарасӑр пуҫне халӑх ӑстисем те пухӑннӑ.

Вадим Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин управҫине уҫассипе пӗрремӗш тапхӑра пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта XIX ӗмӗрчченхи тӗрӗ пуянлӑхӗпе паллаштаракан экспозицисемпе тата тӗрӗ аталанӑвӗн каярахри тапхӑрӗпе те кунта паллашма май килӗ.

Искусствоведени докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Трофимов профессор республика ертӳҫине Европа шайӗнчи музей уҫма май туса панӑшӑн тав тунӑ.

Сӑнсем (21)

 

Хулара

Шупашкарта ӗнер «Ibis» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери AccorHotels сетӗн шутланать-мӗн.

Отеле (хӑна ҫуртне ҫак ют ҫӗршыв сӑмахӗпе усӑ курса палӑртнӑ) уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республикӑн тӗп хулин харӑсах икӗ пуҫлӑхӗ — хулан тата хула администрацийӗн — Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, хутшӑннӑ.

AccorHotels сетӗн пуҫлӑхӗн Раҫҫейре, Грузире тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексис Фея пирӗн патра вӗсем хӑйсен хӑна ҫуртне пуҫласа уҫнине пӗлтернӗ. Раҫҫейре вара вӗсен гостиницисем 27 иккен, тӗнчере — 1800. Алексис Фея хӑна ҫуртне хӑвӑрт (икӗ ҫултан та сахалтарах) туса пӗтернине палӑртнӑ. Компани историйӗнче ун пек хӑвӑрт хӑпартса лартни пулман-мӗн.

Михаил Игнатьев ку объекта укҫа хывнӑшӑн тав тунӑ май таса чунлӑ усламҫӑсем пирӗн патра пысӑк инвестици проекчӗсене аталантарма шикленмеҫҫӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Тата Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлакан 110 вырӑнлӑ ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ пушӑ тӑмасса шанать.

Сӑнсем (16)

 

Культура

Шупашкарта «Сӑваплӑ Александр Невский» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль пуҫласа иртнӗ.

Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Александр Невский кнеҫ ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине 2021 ҫулта уявласси пирки Хушу кӑларнӑччӗ. Руҫе ертсе пынӑ ҫак ҫын Нева тата Чудь кӳлли ҫинчи ҫапӑҫусенче ҫитӗнӳ кӳнӗ. Ӑна пултаруллӑ полк ертӳҫи, ӑслӑ политик тата дипломат тесе хаклаҫҫӗ.

Вырӑс кнеҫне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль программине Президент хушӑвне пурнӑҫланӑ май хатӗрленӗ иккен. Унӑн авторӗ тата пурнӑҫа кӗртекенӗ — «Невский» продюсер центрӗ тата «Сӑваплӑ Александр Невский» фонд.

Фестиваль ӗнер республикӑн тӗп хулинче уҫӑлнӑ. Паянах Шупашкарта «АТТАКА» культ ушкӑнӗ, «Если» ушкӑнӑн хард-рок солисчӗ Стас Бертенев хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Ангел Руҫӗн сасси» халӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Нелюбин та унта хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ.

Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет.

Сӑнсем (8)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=138459
 

Персона Вӑрмар район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Александр Тихонов
Вӑрмар район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Александр Тихонов

Вӑрмар район администрацине район администрацийӗн строительство тата общество инфраструктурин пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен ирхи планеркӑна ӗнер пуҫлӑх пулса Константин Никитин (район пуҫлӑхӗнче вӑл тӑрӑшнӑччӗ) хӑй ертсе пынӑ.

Ӗнерех вара Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев 298-рг номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс йӗркелеме тата комисси пайташӗсене йышӑннӑ.

Республикӑран комиссие Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Дмитрий Евсеевпа Елена Николаева кӗнӗ.

 

Культура

Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнине Тутарстанри Тӑхӑрьялта анлӑн паллӑ туни пирки ҫав республикӑри «Сувар» хаҫатра Константин Малышев пӗлтернӗ.

Чӑн та, вӑл тӑрӑхран паллӑ литераторсем сахал мар тухнӑ. Вӗсене халалласа асӑну хӑмисене те ентешӗсем уҫман мар.

Кунпах та ҫырлахмаҫҫӗ хастарсем. Константин Малышев пӗлтӗр Пӑва районӗнче литературӑра ҫитӗнӳсем тӑвакансене Валентин Урташ ячӗллӗ преми парса хавхалантарма йышӑннине аса илтерет. Ырӑ пуҫарушӑн ҫав районти Чӑваш наципе культура центрне, Тӑхӑрьялти музея тата Элшел ял тӑрӑхне ырӑпа палӑртмалла.

Нумаях пулмасть Раккассинче, Валентин Урташ килӗ тӗлӗнче, лартнӑ асӑну хӑми патӗнче Литература уявӗ иртнӗ. Тӑван чӗлхепе сӑвӑ вулакансем нумайӑнах пулман пулин те «вӗсен хушшинче шкул ачисем пурри питӗ савӑнтарнине» палӑртать «Сувар» хаҫат.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/6010.html
 

Страницӑсем: 1 ... 2839, 2840, 2841, 2842, 2843, 2844, 2845, 2846, 2847, 2848, [2849], 2850, 2851, 2852, 2853, 2854, 2855, 2856, 2857, 2858, 2859, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...